Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗпе Савватийпе тӗл пулнӑ.
Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Владыка Чӑваш Енре юлашки темиҫе уйӑхра ырӑ улшӑнусем пулса иртнине палӑртнӑ. «Чӑваш Ене эпӗ нарӑс уйӑхӗнче килнӗччӗ. Унтанпа республика тата ҫынсен кӑмӑлӗ улшӑннӑ», – тенӗ вӑл.
Олег Николаев экономикӑна аталантарассишӗн кунсерен тӑрӑшса ӗҫленине пӗлтернӗ. «Ҫынсем ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнни ҫеҫ мар, вӗсен чунӗнче канлӗх хуҫаланни те пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.
Чӑваш Ен митрополине Савватий ертсе пырассине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл унччен Улан-Удэ тата Буряти митрополине ертсе пынӑ.
Савватий владыка Шупашкара килнӗ ӗнтӗ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл ҫул синче 18 сехет пулнӑ. Чӑваш Ене вӑл ӗнер каҫхине Мускавран «Победа» авиарейспа ҫитнӗ. Мускава вӑл ӗнер ирхине Улан-Удэрен вӗҫсе килнӗ.
Аса илтерер: Савватий Шупашкарта ҫуралнӑ, 2009 ҫулта Бурятире ӗҫленӗ, унти епархие ертсе пынӑ. Кайран тин кӑна йӗркеленӗ Буряти митрополин пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
Савватий ку шӑматкун 16 сехетре тата вырсарникун ирхи 8 сехетре Веддени кафедра соборӗнче служба ирттерӗ.
Владимир облаҫӗнче пурӑнакансем Муркаш районӗнчи чиркӳрен турӑшсем, ҫветтуйсен сӑнӗсене вӑрланӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 49-ти тата 53 ҫулти арҫынсем ҫӗрле Муркаш районӗнчи чиркӗве кӗрсе темиҫе турӑш йӑтса тухнӑ.
Вӑрӑсене тытса чарнӑ, следстви вӑхӑтӗнче ирӗксӗр хӑварнӑ. Палӑртмалла: вӗсем иккӗшӗ те унччен судпа айӑпланнӑ, ун чухне те вӑрланипе ҫакланнӑ.
Виҫӗ турӑша вӗсен машининче тупнӑ. Кусене 2 пин европа сутма шутланӑ. Ытти турӑшсене те тупнӑ.
Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополине Улан-Удэри тата Бурят Республикинчи Савватий митрополит ертсе пыма тытӑнӗ.
Аса илтерер: 89 ҫулти Варнава митрополит кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗччӗ.
Савватий (Сергей Геннадьевич Антонов) Шупашкарта ҫуралнӑ. Вӑл Кӑнтӑр поселокӗнчи 3-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ. Хӗсметре пулнӑ. 1989 ҫулта вӑл манах пулса тӑнӑ. Ҫав ҫулах Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн ашшӗ Геннадий Антонов та чиркӳре ӗҫленӗ. 1993 ҫулта Савватий Антонов арҫынсен Шупашкарти мӑнастирне ертсе пыма тытӑннӑ. Юлашки ҫулсенче Бурят Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ.
Варнава митрополит ӗмӗрлӗхех куҫне хупни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 90 ҫула кайнӑ Варнава ӳпке шыҫҫипе чирленӗ, юлашки кунӗсене реанимацире выртнӑ.
Ыран Шупашкарти Татиана чиркӗвӗнче митрополитпа сыв пуллашӗҫ, панихида ирттерӗҫ. Ҫакна Чӑваш наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Панихида 10 сехет ҫурӑра пуҫланать. Ирхи 8 сехетре чиркӳре литурги ирттерӗҫ. Унтан кӗлӗ вулӗҫ. Ӑна Чӑваш епархине вӑхӑтлӑха тытса пыракан Йошкар-Ола тата Мари митрополичӗ Иоанн ертсе пырӗ.
Варнава пурӑннӑ чухне хӑйне Калинин урамӗнче хута каякан храмӑн алтарӗ ҫывӑхне пытарма ыйтнӑ. Ҫапла тӑвӗҫ те.
Паян Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава вилнӗ. Вӑл 89 ҫулта пулнӑ. Унӑн ӳпки икӗ енӗпе шыҫнӑ. Вӑл пульницӑра выртнӑ.
Варнава хӑйӗн ӗмӗрӗн пысӑк пайне, 43 ҫулне, Чӑваш Енре ирттернӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чысланӑччӗ. Ҫавӑн чухне Варнава Чӑваш Ене питӗ юратнине, кунтах куҫне ӗмӗрлӗхе хупассине каланӑччӗ.
Варнава (Владимир Кедров) 1931 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Рязань облаҫӗнчи Высокое ялӗнче чиркӳ ҫыннисен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1976 ҫултанпа вӑл – Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев митрополита пытарма ятарлӑ ушкӑн йӗркелеме хушнӑ.
Кӑшӑлвирус сарӑласран йышӑнакан мерӑсем кунран кун ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ. Хӗрлӗ хӑва праҫникӗнче (Шупашкар районӗнче Кӑчӑкӑ уявне ҫавӑн пек те калаҫҫӗ) чиркӳсене кайма сӗнменччӗ, Турра ӗненекенсем ҫапах та итлесшӗнех пулмарӗҫ.
Мӑнкунта та ҫавӑн пек пуласран республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ.
Паянтан Чӑваш Енри мӗнпур чиркӗве тата тӗнпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене кайма чарнӑ. Мӗнпур конфесси ҫыннисен ҫавна пӑхӑнмалла. Унсӑр пуҫне ҫӑва ҫине те кайма юрамасть. Ҫын вилсен (Турӑ сыхлатӑр та) пытарма ҫывӑх ҫынсен ҫеҫ хутшӑнма юранине каланӑ хушура.
...Хамӑр енчен ҫакна палӑртар: ялсенче шӑтӑк алтма мӗнпур йыш пухӑнать — унта экскаваторпа усӑ курмаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче те чиркӳ пулӗ. Ӑна пушӑ ларакан лавкка ҫуртӗнче хута ярасшӑн. Варнава митрополит лавккана реконструкцилемешкӗн пил панӑ ӗнтӗ.
Православи храмне Макарий Желтоводский преподобнӑй ятне парасшӑн. Вӑл XIV-XV ӗмӗрсенче пурӑннӑ, мӑнастирсем уҫнӑ. Православи тӗнне пӑхӑнакансем Макарий тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тума пултарнине ӗненеҫҫӗ.
Пушӑ лавккана специалистсем тӗрӗсленӗ, чиркӳ проектне хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче ял ҫыннисем лавкка тавра тирпей-илем кӗртнӗ. Строительство ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне кӑҫал юпа уйӑхӗнчех вӗҫлеме палӑртнӑ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем чиркӳ вӑррине тытса чарнӑ. Кукӑр алӑлли хӗрарӑм пулнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӗве кайсан япала ҫухални пирки евитлекенсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче тупӑннӑ. Вӗсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи чиркӗве кайсан мулсӑр таврӑнма тытӑннӑ. Пӗр хӗрарӑмӑн сумкинче, сӑмахран, 10 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх пулнӑ.
Шупашкарти полицейскисем оперативлӑ шырав ӗҫне кӳлӗннӗ. Ют кутамккана вӑрлама хӑтланнӑ вӑхӑтра хӗрарӑма полицейскисем тытса чарнӑ.
Вӑрӑ Шупашкарта пурӑнать иккен. Вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарма килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӑрӑ-хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.
Ҫемьесене упраса хӑварас тӗллевпе Чӑваш Енре «Сохраним семью» (Чӑв. Ҫемьене упрар) проект пурнӑҫланать. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви шухӑшласа кӑларнӑ.
Проект тӗллевӗ — ҫемье ҫавӑракан мӑшӑрсене, уйрӑлас патне ҫитнӗ арӑмӗпе упӑшкине психологи пулӑшӑвӗ парасси. Проекта загс органӗсен ӗҫченӗсем, Шупашкарти Ҫул ҫитмен ачасене социаллӑ реабилитаци пулӑшӑвӗ кӳрекен центр психологӗсем, Шупашкарпа Чӑваш Ен епархийӗнче тӑрӑшакансем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем лекцисем вулаҫҫӗ, семинарсемпе психологи тренингӗсем ирттереҫҫӗ, ҫемьери хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сӗнӳ-канаш параҫҫӗ.
Проекта пурнӑҫланӑ май шкул ачисемпе, студентсемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсене те ҫемье пӗлтерӗшӗ пирки ӑнлантарасҫӗ.
Сӑмах май каласан, ҫемьесем арканасси пирӗн республикӑра юлашки 5 ҫулта пӗчӗк тесе ӗнентерет ЧР Юстици министерстви. Ҫемье арканнин 1000 ҫын пуҫне илнӗ кӑтартӑвӗпе пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхри коэффициент 2,9 пулнӑ. Ку вӑл Федерацин Атӑлҫи регионӗнче чи пӗчӗкки иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |