Чӑваш Енре респираторлӑ чирсемпе чирлекенсен шучӗ иртнӗ эрнере каллех йышланнӑ. Халӗ вӗсен шучӗ 6 пинрен иртнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче 6 385 ҫынӑнне «респираторлӑ чир» диагноз лартнӑ, ку вӑл унчченхи эрнеринчен 1 081 тӗслӗх, е 20,4 процент, нумайрах. Цифрӑсене Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Чирлекенсем Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ. Унта 4 308 ҫынна ҫак амак ернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (305 ҫын чирлет), виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗ (268).
Ҫав вӑхӑтрах специалистсем ку цифрӑсенсен шикленме сӗнмеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче ҫулсерен ҫавӑн пек тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче респираторлӑ чирпе 6 094 ҫын чирленӗ. Унтан чирлисен йышӗ чакма пуҫланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене грипран привика тума пуҫланӑ. Паянхи кун тӗлне 19 пине яхӑн ачана тата 360 ытла йывӑр хӗрарӑма вакцинациленӗ.
Кӑҫал хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ «Совигрипп» вакцинӑпа усӑ кураҫҫӗ. Ӑна ачасемпе йывӑр ҫынсем валли ятарласа туса кӑларнӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче препаратра консервант тата чӗрӗ вирус ҫук, ҫавӑнпа ун хыҫҫӑн чирлеместӗн тесе ӗнентереҫҫӗ.
Прививка усси 2-3 эрнерен палӑрӗ, унӑ витӗмӗ 12 уйӑх таран пырӗ.
Вакцинӑна пульницӑсене валеҫсе панӑ. Унӑн иккӗмӗш партийӗ ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче килсе ҫитмелле.
Ковида пула пандеми тесе йышӑннӑранпа кӑшӑлвирусран вилнисен шучӗ Чӑваш Енре 73-е ҫитнӗ. Ҫав шутран тата тепӗр ҫын иртсе кайнӑ талӑкра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ.
Кӑшӑлвируспа чирленисене юлашки талӑкра пирӗн тӑрӑхра тепӗр 28 ҫӗнӗ тӗслӗх шута илнӗ. Эпидеми тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа, официаллӑ статистикӑна ӗненсен, кӑшӑлвируспа пӗтӗмпе 7923 ҫын чирленӗ. Ҫав шутран 6553-шӗ сывалнӑ, вӗсенчен 21-шӗ – иртсе кайнӑ тапхӑрта.
Чирлекенсем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ку вирусран хальхи вӑхӑтра 1297 ҫын сипленет.
Пӑрачкав районӗнчи Ряпино ялӗнче – карантин. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ.
Чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма чарнӑ.
Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑн каридологи диспансерӗнче Свердловск облаҫӗнчи 23 ҫулти хӗре операци тунӑ. Чӗре чирне пула вӑл кӗтмен ҫӗртен кирек хӑш вӑхӑтра вилме пултарать. Сипленсен вӑл амӑшӗ пулма ӗмӗтленет.
Шупашкарти тухтӑрсем ҫамрӑк пациентӑн ӳчӗ айне ятарлӑ монитор вырнаҫтарнӑ. Пӗчӗк флеш-карта пысӑкӑш регистратор электрокардиограмма ҫырса илӗ. Ун пек монитора 1-3 ҫуллӑха вырнаҫтараҫҫӗ.
Маларах хӗр тӗрлӗ клиникӑри никама пӑхӑнман 8 кардиохирург патне ҫитнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ ятарлӑ прибор лартмаллине каланӑ-ха, анчах вырнаҫтарма килӗшмен. Пирӗн патри кардиохирургсем хӗре тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн монитора вырнаҫтарнӑ.
Ку ҫулталӑк кӑларса тӑратнӑ чи пысӑк хӑрушлӑх вӑл, паллах, COVID-19 кӑшӑлвирус. Унӑн витӗмне пула тӗнче экономики ҫеҫ мар, нефть хакӗ те чакрӗ, ҫынсен пурнӑҫ йӗрки йӑлт арпашӑнса кайрӗ.
Чи малтанах, республикӑра пӗр ҫын та чирлемен чухне, ҫак кӑшӑлвирус питӗ хӑрататчӗ. Пӗрремӗш чирлисене тупнӑ чухне халӑх питӗ тӗлӗнетчӗ — анализ кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ пулсан ма вара ӑна республикӑна илсе килмелле-ха? тесе ыйтатчӗ. Ним явапӗ те ҫук тесе вӑрҫатчӗҫ ҫав ҫынсене. Уйрӑмах Мари Эле пирӗн республика урлӑ каҫнӑ пӗр хӗрарӑма астӑвасса ятлатчӗҫ.
Чире сарас мар тесе уйӑх ытла халӑх килте ларчӗ. Ресторансемпе кафесене хупса лартрӗҫ... Ӗҫлеме чарнине пула чылай предприниматель шар курчӗ. Юрать-ха каярах вӗсене майӗпен уҫӑлма ирӗк пачӗҫ, анчах хӑшӗ-пӗри халь те ӗҫе пуҫлаймасть. Калӑпӑр, чӑваш эстрада юрӑҫисем пысӑк шар курчӗҫ — хӗлренпе вӗсем пӗр концерт та ирттермен. Ҫак сӑлтава пулах ман укҫа конверчӗсем те сутӑнма пӑрахрӗҫ...
Тем каласан та COVID-19 хӑратакан пулӑм.
Статистикӑна пӑхас пулсан ку чир сана ҫакланмӗ тесе шухӑшлама пулать.
Патӑрьел районӗнчи инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ. Ҫул ҫинче «Солярис» маркӑллӑ ҫӑмӑл машинӑпа фура ҫапӑннӑ.
Инкек паян ирхи 7 сехет те 15 минутра пулса иртнӗ. А-151 трассӑпа пыракан машинӑсем Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми тӗлӗнче инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмаха 22 ҫулти каччӑ тытса пыракан ҫӑмӑл машинӑпа йывӑр тиевлӗ машина ҫакланнӑ.
Ҫӑмӑл автомобиль водителӗ тата машинӑри икӗ пассажир инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ, тепӗр пассажир пурнӑҫӗ пульницӑна ҫитсен татӑлнӑ. Ҫӑмӑл машинӑра 22-24 ҫулсенчи ҫамрӑксем пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Hyundai Solaris» умри транспортран иртес тесе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Унта вӑл фурӑпа ҫапӑннӑ.
Чӑваш Ен кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисен виҫҫӗмӗш тапхӑрне куҫассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах ку вируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа тата тепӗр 31 ҫын чирленине шута илнӗ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ.
Иррсе кайнӑ талӑкра COVID-19 диагнозӗллӗ 27 ҫын чиртен сывалнӑ.
Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра ерекен ҫак чир 7 713 ҫынна лекнӗ.
Иртсе кайнӑ талӑкра вилекенсем пулман. Пӗтӗмпе 70 ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер хыпарланӑччӗ.
Кӑшӑлвируса пула Чӑваш Ен чару мерисен саманинче пурӑнать. Халӗ пирӗн тӑрӑха Роспотребнадзор чару мерисен виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ ҫине куҫма ирӗк панӑ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ асӑрханулӑх мерисене упраса хӑварма сӗннӗ. Пирӗн тӑрӑхра пневмонипе тата респираторлӑ вирус чирӗпе чирлекенсем йышлӑ-мӗн. Юлашки эрнере ҫак кӑтарту чакман. Маларах лару-тӑру ырӑ енне улшӑнни сисӗннӗ, халӗ специалистсем тимлӗрех те асӑрхануллӑрах пулмаллине палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари ыйтӑвӗсемпе тата эпидемие хирӗҫ ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Кизилов ертсе пынӑ. Ларӑва Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра пурӑнакансенчен 60 процентран кая мар йышне грипран прививка тума палӑртнӑ. Чир хӑвӑрт ерес хӑрушлӑх пур ҫынсене илсен вакцинаци кӑтартӑвӗ 75 процентран кая мар пулмалла.
Эпидемиологи тапхӑрӗнче тухтӑрсен пульницӑри амбулатори тата стационар уйрӑмӗсенче ҫеҫ мар, ҫынсем патне киле ҫитсе те пулӑшмалла. Вируса хирӗҫ препаратсене те пульницӑсен ҫителӗклӗ хатӗрлесе хумалла. Хушма койка фончӗ уҫма та хатӗр тӑмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |