Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чир-чӗр

Вӗренӳ
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Ырантан, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен, Шупашкарти 3-мӗш лицейри ачасем дистанци мелӗпе вӗренме пуҫлӗҫ. Ку ОРВИпе чирлекен нумайланнипе ҫыхӑннӑ.

Унччен уйрӑм классене кӑна карантина янӑ. Анчах лару-тӑру япӑхланса пынӑ, ҫавна май инфекцие сарӑлма чарас тесе пурне те дистанци мелӗпе вӗрентмешкӗн йышӑннӑ. Уроксем онлайн-режимра иртӗҫ.

 

Сывлӑх
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫултан пирӗн республикӑра тухтӑрсене искусство интеллекчӗ диагноз лартма пулашма тытӑнӗ.

Унӑн тӗп тӗллевӗ — рентген, МРТ, КТ ӳкерчӗкӗсене тишкересси. Искусство интеллекчӗ врач вырӑнне ӗҫлемӗ, анчах ӑна пулӑшӗ тесе пӗлтереҫҫӗ.

Ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртме хӑватлӑ серверсемпе видеокартӑсем туянӗҫ.

Искусство интеллекчӗ тухтӑрсен ӗҫне ҫӑмӑллатасса тата ҫын епле чирпе чирлине тӗрӗс палӑртасса шанаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑри онкодиспансер тухтӑрӗсем 50 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӗсем ӑна операци туса 3 килограмм таякан шыҫӑ касса кӑларнӑ.

Арҫыннӑн хырӑмӗ ӳссе пынӑ. Анчах вӑл утма тата сывлама йывӑрлансан кӑна вырӑнти больницӑна кайнӑ. Унти тухтӑр вара ӑна онкологи диспансерне направлени панӑ.

Онкодиспансерти специалистсем унӑн хырӑмлӑхӗнче усал шыҫӑ ӳснине палӑртнӑ. Операци темиҫе сехете тӑсӑлнӑ, ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.

«Халӗ малалла пурӑнма вӑй пур», – тенӗ пациент.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Сывлӑх

23 ҫулти каччӑ тату тутарнӑ хыҫҫӑн С гепатит ҫаклатнӑ.

Малтанах каччӑ вӑй чакнине туйма пуҫланӑ, унӑн куҫӗ саралма тытӑннӑ. Ҫакӑ мӗн амакӗ иккенне пӗлес тесе вӑл Шупашкарти тӗп хула больницине кайнӑ.

Тухтӑр каччӑна биохими анализӗ тума направлени панӑ, ҫав шутра вирус гепатитне тӗрӗслеттерме те. Диагностика хыҫҫӑн С гепатитпа чирлине ҫирӗплетсе панӑ.

Каччӑна малтан гастроэнтерологи уйрӑмӗнче сипленӗ, кайран ӑна хулари 1-мӗш клиника больницине куҫарнӑ.

Чире каччӑ тату-салонта тату тутарнӑ хыҫҫӑн ҫаклатнӑ иккен.

 

Статистика
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Статистика Чӑваш Енре ВИЧпа ытларах камсем чирленине палӑртнӑ: арҫынсем тата хулара пурӑнакансем.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ 3483 ҫын пулнине палӑртнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ – арҫынсем тата хуласенче пурӑнакансем.

ВИЧ ытларах ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ернине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне наркотикпа айкашакансен йышӗнче чирлисем пур.

Иртнӗ уйӑхра кӑна 15 ҫынна шута илнӗ. Ку йышра - Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗрпӳ тата Элӗк округӗсенче пурӑнакансем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Сывлӑх
istockphoto.com сайтри сӑн
istockphoto.com сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай ача ашшӗ С гепатита парӑнтарнӑ. Ӑна ҫак хӑрушӑ чире парӑнтарма «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» федераци проекчӗ пулӑшнӑ.

Ултӑ ача ашшӗ ҫак чирпе 2017 ҫултанпа шутра тӑнӑ. Юлашки ҫулсенче унӑн пӗвер циррозӗ аталаннӑ. Ку вилӗмпе те вӗҫленме пултарать.

Ҫуркунне арҫыннӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти стационарта сипленме май пулнӑ. Унта виҫӗ хутчен выртса тухнӑ хыҫҫӑн вӑл анализ панӑ та – вирус тухман.

 

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти пульницӑра 35 ҫулти арҫынна инсульт хыҫҫӑн каялла йӗркеллӗ пурнӑҫа таврӑнма пулӑшаҫҫӗ.

Андрей Шишкинӑн ишеми инсульчӗ пулнӑ. Тухтӑрсенчен вӑхӑтра пулӑшу ыйтнипе вӑл часах реабилитаци тухма тытӑннӑ. Халӗ вӑл мультидисциплинарлӑ бригада сӑнаса тӑнипе комплекслӑ сиплев витӗр тухать: физиосиплев, массаж, сиплев физкультури, медикаментозлӑ терапи. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗнче лайӑх улшӑнусем пулнине палӑртаҫҫӗ.

«Тухтӑрсем патне килнӗшӗн ӳкӗнмерӗм. Кунта мана пулӑшаҫҫӗ, ӑнланаҫҫӗ», – ҫапла палӑртнӑ Андрей.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22768
 

Сывлӑх
ural.tsargrad.tv сайтри сӑн
ural.tsargrad.tv сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлери 9-мӗш гимназире вӗренекенсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсен пыршӑлӑх инфекцийӗн симптомӗсем пулнӑ.

Пӗр ачана пульницӑна вырттарма тивнӗ. Ыттисем килте педиатр сӑнаса тӑнипе сипленеҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑри Сывлӑх сыхлавӗн министерстви те куҫран вӗҫертмест.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти тухтӑрсем 92 ҫулти кинемей пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Пульницӑнӑ илсе ҫитерсе операци тунӑ хыҫҫӑн тепӗр икӗ сехетренех ватӑ палатӑра пулнӑ.

Ватӑ ҫынна ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗ вӑхӑтра хырӑмӗн аял енчи пайӗ сулахай енчен хытӑ ыратнипе илсе пынӑ. Кинемее компьютер томографийӗ туса тӗрӗсленӗ те шыҫӑ (грыжа) тупса палӑртнӑ. Кинемее часрах операци сӗтеле ҫине вырттарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cap.ru/news/2025/02/19/alat
 

Хулара
oren.aif.ru сайтри сӑн
oren.aif.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 53-мӗш шкула карантина хупнӑ. Унти пӗтӗм ача дистанци мелӗпе килтен вӗренӗ.

Ку – ОРВИе пула. Чир сарӑлнӑран хулари 14 шкулти 28 класа карантина янӑ.

Палӑртмалла: иртне эрнере 3396 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 12,8 процент нумайрах. Иртнӗ эрнере 19 ҫын гриппа чирленӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа - 73 ҫын. Вӗсенчен 33-шӗ – 17 ҫул тултарман ачасем.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 19
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 25

1914
112
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ