Ыран, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, пӗрремӗш чӑваш киноактрисин Тани Юнӑн ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 113 ҫул каялла ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑваш культуринче пысӑк йӗр хӑварнӑскерне ыран унӑн вилтӑпри ҫине кайса асӑнма шутлаҫҫӗ. «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче 10 сехет ҫурӑ валли пухӑнӗҫ.
Чечек кайса хунӑ хыҫҫӑн 14 сехетре Чӑваш Республикин киноматографистсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Чӑваш наци музейӗн конференц-залӗнче «Кинори ӗҫ ҫыннийӗ» ятлӑ проекта уҫӗҫ. Ӑна Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ.
Проект — Чӑваш Республикин киноматографистсен пӗрлешӗвӗн тата Чӑваш наци музейӗн пӗрлехи ӗҫӗ. Кашни уйӑхрах тӗрлӗ кинематографистсене халалласа тӗлпулусем ирттерме палӑртнӑ. Ыранхи мероприяти Тани Юнӑн ҫуралнӑ кунне тата Ҫеҫпӗл фильм экран ҫине тухнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалласа иртӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май пирӗн республикӑра та ку енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Тӗрӗссипе, пирӗн фильмсемпе мухтанмаллиех ҫук-ха. Кун тӗлӗшпе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлемелле пирӗн. Кинематографистсен пӗрлӗхне йӗркелени, Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне пӗрремӗш хут ирттерни — пӑр вырӑнтан хускалниех. Ҫапах хастарсем тӑрӑшнипе ҫеҫ чӑваш киновӗ малалла каяс ҫук. Голливуд ҫулталӑкне ҫӗр-ҫӗр фильм кӑларать, унта пысӑк укҫа ҫаврӑнать. Ҫапла, укҫа ура хурать чӑваш киновне малалла аталанма. Унсӑр нихӑш ӗҫ те вырӑнтан хускалас ҫук.
Нумаях пулмасть ЧР Наци вулавӑшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнчи Михаил Луков 2013 ҫулта ӳкернӗ «Нарспи» фильма кӑтартнӑ. Ун пирки мана ӗҫтешӗм каласа кӑтартрӗ. Михаил Луков маттур-ха, аякран пулӑшу килессе кӗтмен — тытнӑ та ӳкернӗ фильм. Унӑн шайӗ, паллах, чаплӑ мар. Автор поэмӑна хӑй вулать. Нарспи сасси пӗр хут ҫеҫ илтӗнет. Ӑна та пулин 3–4 сехет ӳкернӗ. Мӗншӗн тесен автор актерсен урамра тупнӑ. Иртен-ҫӳрен килӗшнӗ те вӗсене роль шанса панӑ. Нарспи сӑнарне калӑплакан хӗр вырӑс акценчӗпе калаҫнӑран сценӑна ӳкерес ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ.
Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пуҫланнӑ май республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртет, тӗрлӗ фильм кӑтартаҫҫӗ. Паян Шупашкарта «Битва за Новоюжку» фильмӑн хатлавӗ иртнӗ. Вӑл «Три пингвина» кинотеатрта пулнӑ.
«Чӑвашфильм» наци киностудийӗ ҫамрӑксен сериалӗн пӗрремӗш серине кӑтартнӑ. Унта 16 ҫултан аслӑраххисем курма пынӑ. Фильма Юрий Спиридонов режиссер ӳкернӗ. Пӗтӗмпе вӑл 15 сери ӳкерме палӑртнӑ.
Фильм — Шупашкарти чи пысӑк микрорайонта пурӑнакан ҫынсем пирки. Ҫамрӑксене урамра «пурӑнма» йывӑррине кӑтартнӑ унта.
Сеанс паян 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл паянах 21 сехетре те пулӗ. Билетсене кассӑра 200 тенкӗпе сутаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче сайра тата кӑсӑклӑ кинолентӑсем упранаҫҫӗ. Ытларах пайне сассӑр фильмсем йышӑнаҫҫӗ.
Нумай пулмасть вӗсем ҫак паха архива Чӑваш Республикин электронлӑ тата кинодокументаци патшалӑх архивӗпе пӗрле хальхи электронлӑ формӑна куҫарма пуҫланӑ. Хальхи аппаратурӑпа пӑхма май тунӑскерӗсемпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халаха паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Чи малтанах институт каналӗнче «Иван Яковлевич Яковлев» кинолента вырнаҫтарнӑ.
1928 ҫулта ӳкернӗ «Иван Яковлевич Яковлев» фильм вӑрӑмах мар, икӗ ҫеккунт та тӑсӑлмасть. Ҫавах та ҫак кӗске вӑхӑт хушшинче куракан Иван Яковлевича тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Кӑнна Кушки ялӗн сӑнне курма пултарать.
Ҫывӑх вӑхӑтра институт каналӗнче ытти фильмсене те вырнаҫтарма палӑртнӑ. Шел те, пурин те пахалӑхӗ чаплах маррине пула хӑш-пӗрине ҫеҫ куракан патне ҫитерӗҫ. Институт ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх 1927 ҫулта ӳкернӗ «Страна Чувашская» (чӑв. Чӑваш тӑрӑхӗ) кинолентӑпа, 1976 ҫулта тухнӑ «На Волге широкой» (чӑв. Аслӑ Атӑл хӗрринче) киножурналӑн ленттипе паллашма май пулӗ.
Кӑҫалхи ҫулталӑка Раҫҫейре кино ҫулӗ тесе йышӑннӑ. Ҫавна май пирӗн республикӑра та кунпа ҫыхӑннӑ чылай мероприяти иртӗ.
Шупашкарта ҫулталӑк тӑршшӗпех хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене кӑтартма палӑртнӑ. Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ те кинокартинӑсем кӑтартӗ.
Асӑннӑ культура керменӗнче «Победа» вырӑс халӑх театрӗн режиссерӗн Владимир Синяевӑн тата И.Максимов-Кошкинский ячӗллӗ чӑваш халӑх театрӗн режиссерӗн Нина Панинӑн фильмӗсене экран ҫине кӑларӗҫ. Пӗрремӗш фильм кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Сеанс умӗн куракансем куравпа паллашӗҫ.
Шупашкарти «Победа» театра, унта театрпа кино актерӗсене хатӗрлеҫҫӗ, кӑмӑл пуррисене ҫырӑнтараҫҫӗ. Кашни фильм хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явӗҫ.
Паян, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 17:00 сехетре Наци вулавӑшӗн кинозалӗнче — вӑл 213-меш пӳлӗмре вырнаҫнӑ — «Нарспи» илемлӗ фильм пӗрле ларса пӑхӗҫ. Кинкурава Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗ йӗркеленӗ.
«Нарспи» илемлӗ фильма Михаил Луков юрӑҫ тата композитор 2013-мӗш ҫулта режиссер пулса ӳкернӗ. Рольсенче: Арина Андреева (Нарспи), Давид Александров (Сетнер), Илья Ананьев (Михетер), Галина Чернова (Михетер карчӑкӗ), Петр Григорьев (Тӑхтаман), Мария Григорьева (Сетнер амӑшӗ) тата ыттисем. Фильмра Чӑваш Республикинчи паллӑ фольклор ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ: «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем» фольклор ушкӑнӗ, Патӑрьел районӗн Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи «Шуҫӑм» халӑх фольклор ушкӑнӗ. Фильма Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ӳкернӗ. Унӑн тӑршшӗ 110 минут.
Аса илтеретпӗр, кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пырать.
Тӗмен хулинче ача-пӑча тата ҫемье кинофильмӗн «Ноль плюс» пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. «Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем» документлӑ фильм унта дипломант пулса тӑнӑ.
Пирӗн ентешсем пирки ӳкернӗ фильма И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тата Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева хатӗрленӗ.
Фильмри сӑнарсем — ахаль ҫынсем. Вӗсем, тӗрлӗ вӑхӑтра Ҫӗпӗре куҫса килнӗскерсем, ӗҫчен, чӑтӑмлӑ. Тӑван кӗтесӗнчен аякра пулсан та тӑван халӑхӗн йӑли-йӗркине манмаҫҫӗ. Вӗсем юрӑ фольклорне, халӑх костюмне, наци кухнине сыхласа хӑварнӑ. Культура аталанӑвне наци уявӗсем урлӑ уҫса параҫҫӗ.
Владимир Васильев каланӑ тӑрӑх, вӗсем фильмра чӑваш халӑхӗн лайӑх енӗсене уҫса панӑ.
Шупашкарта «Ветки» фильмӑн премьери пулнӑ. Ӑна Шупашкарти режиссер Владимир Синяев ӳкернӗ. Хупӑ сеанса ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен, Культура, Вӗренӳ министерствисенче ӗҫлекенсем, журналистсем, кинокартинӑра ӗҫленисем килнӗ.
Фильм сюжечӗ ҫивӗч. Авторсем унта наркомани ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Сценари тӑрӑх, тӗп сӑнар Даша качча каять, анчах савни ӑна наркоманипе явӑҫтарса ярать. Тӗп сӑнарсен пурнӑҫӗ турат пекех хуҫӑлма тытӑнать. Вӗсем доза шырама тытӑнаҫҫӗ, ҫакӑ пурнӑҫ тӗллевне ҫаврӑнать.
Фильмра «Ҫӗнтерӳ» вырӑс халӑх театрӗн актерӗсем, наркотӗрӗслевпе прокуратура ӗҫченӗсем, Шупашкар ҫыннисем ӳкерӗннӗ.
Авторсем фильм ҫамрӑксене наркотикрен сивӗтме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Ӑна прокатра ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче курма май пулӗ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ кӗснерни кун, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Анатолий Миттов» фильм кӑтартнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫак уйӑхра, раштавӑн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре пӗрлешӳ тата тепӗр фильм кӑтартма палӑртса хунӑ. Вӑл фильм — «Аслӑ халӑхӑн историйӗ» (История Великого народа). Ӑна Чӑваш Ене кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Юрий Сергеев ӳкернӗ.
Ку фильм документлӑ-илемлӗскер. Вӑл Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пуҫланса кайни, тӑван халӑхӑмӑрӑн вӑл вӑхӑтра пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Фильм продюссерӗ — Юрий Михеев. Сценари авторӗ те Ю. Михеевах. Операторӗ — Николай Яковлев. VFX
супервайзерӗ Константин Ефремовӑн. Компьютер графики — Максим Ильинӑн. Гримерӗ — Мария Гишберг-Якушина, композиторӗ — Антон Якшибаев.
Фильма хатӗрлеме Александр Котов, Юхма Мишши, Сергей Щербаков тата ыттисем хастар хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Анатолий Миттов» фильм кӑтартнӑ.
Унпа паллашас текенсем Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн кинозалне пухӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗ ун пек фильмсем тӑтӑшах йӗркелет. Ӗнерхи кинокуравра кӑтартни документлӑ пулнӑ. «Анатолий Миттов» — чӑваш ӳнер культурин хӑй евӗрлӗхне анлӑ тӗпченӗ ӳнерҫӗ ҫинчен документлӑ фильм. Режиссерӗ те, сценари авторӗ те — Михаил Воробьев.
Кинокурава пухӑннисем Михаил Воробьев режиссер 1990-мӗш ҫулта ӳкернӗ «Анатолий Миттов» документлӑ фильма пӑхнӑ кӑна мар, кайран ӑна пӗрле сӳтсе явнӑ, хак панӑ, хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ май килӗшнипе килӗшменнине асӑннӑ.
Фильм 27 минута пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |