Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче пӗрле 50 ҫул пурӑнакан мӑшӑра чысланӑ. Ҫак кунсенче Лебаковсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.
Валентинӑпа Вячеслав 1970 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Унтанпа вӗсем пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ, йывӑр чухне пӗр-пӗрне алӑ параҫҫӗ. Вячеслав пурнӑҫ тӑршшӗпех савутра ӗҫленӗ. Вӑл чылай грамотӑна тивӗҫнӗ. Валентина ӗҫ биографине ЖБК-9 савутра пуҫланӑ, унтан Шупашкарти электроаппарат савутӗнче тӑрӑшнӑ, Чапаев ячӗллӗ савутра та вӑй хунӑ.
Лебаковсем икӗ хӗрпе пӗр ывӑла пурнӑҫ парнелесе анлӑ ҫул ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем виҫӗ мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак уйӑхӑн 26-мӗшӗччен пирӗн республикӑра «Сурпан Пӗрле» халӑх акцийӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ.
Акцие ирттернӗ май хуласемпе районсенчи ӑстасем сурпан тӗрлӗҫ, ӑна Чӑваш тӗррин кунӗнче кӑтартӗҫ.
Муниципалитетсем сурпанӑн икӗ вӗҫӗ валли тӗрлӗҫ. «Паха тӗрӗ» хапрӑк сурпан варрине «Пӗрле» тесе тӗрлесе хурӗ. Унтах сурпан пайӗсене пӗрлештерӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫалтан пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне уявлӗҫ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тесе йышӑннӑ.
Ҫитес эрнере сахалтарах ӗҫлеме май килӗ. Паллах, пурин те мар. Ҫапах та тӑватӑ кунлӑ ӗҫ эрни самайӑшне савӑнтарма тивӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче – Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ. Ҫавна май вӑл кун пирӗн ҫӗршывра канмалли кун тесе йышӑннӑ.
Пилӗк кунлӑ ӗҫ эрниллисем чӳк уйӑхӗн 2 тата 3-мӗшӗсенче, 5 тата 6-мӗшӗсенче ӗҫлӗҫ. Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ, канмалли кун умӗн пулнӑ май ун чухне ӗҫрен пӗр сехет маларах киле кайма юрӗ.
Нормӑламан ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем канмалли тата уяв кунӗсем тесе лараймӗҫ. Вӗсен пӗрех ӗҫлеме тивӗ.
Кӑшӑлвируса пула Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне каярах куҫарма йышӑннӑ. Ҫак кун, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен фестивалӗ иртмеллеччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна каярах ирттерессине пӗлтернӗ.
Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, тен, уяв чӳкӗн 30-мӗшӗнче иртме пултарӗ. Ун чухне Чӑваш Ен Конституцине йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитет.
Палӑртмалла: Халӑхсен фестивальне ирттересси пирки утӑ уйӑхӗнче диаспорӑсен тӗлпулӑвӗнче калаҫнӑ. Культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова республика уява ахаль чухнехи форматпа ирттерме пултарассине каланӑ. Анчах ку Роспотребнадзортан та нумай килет – вӑл мӗнле йышӑну тӑвать.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче — Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче — пирӗн республикӑра Чӑваш Енри халӑхсен фестивальне ирттерме палӑртса хунӑ. Анчах кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру кӑткӑссине шута илсе ӑна йӗркелемӗҫ. Ҫакӑн пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова фестивале ирттермелли вырӑна палӑртассипе ҫине тӑнине пӗлтернӗ-ха. Анчах Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен аса илтернӗ май мероприятие каярах вӑхӑта куҫарма сӗннӗ. Сӑмахран, Чӑваш Республикин Конституцине йышӑннӑ кун — чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче — йӗркелеме пулать. Е Раҫҫей Конституцийӗн кунӗнче.
Паян Шупашкарти Пӑр керменне хура тар тӑкса хура ҫӑкӑр туса илекенсене професси уявӗпе саламлама пухӑннӑ. Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансен кунне палӑртма ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекенсем те ҫитнӗ.
Унччен вара отрасль ӗҫченӗсенчен пӗрисене: чи сумлисене, чи хисеплисене, чи тивӗҫлисене — республикӑн Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Йышра уй-хирте вӑй хуракансем те пулнӑ. Сӑмахран, Комсомольски районӗнчи «Труд» хуҫалӑхри Минрешит Тимергалеев. Вӑл 40 ҫул ытла трактористра тӑрӑшать. Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Приволье» тулли мар яваплӑ обществӑн (ӑна «Ольдеевская» хуҫалӑхра ӗҫленипе те чылайӑшӗ пӗлет) пуҫлӑхӗ Евгения Беликова хӑйӗн кӗске сӑмахӗнче Чӑваш Ен тата чӑваш ялӗ аталантӑр, эпир ҫавӑншӑн пӗрле ӗҫлер тесе палӑртса хӑварнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫeҫnӗл Мишши музейӗнче «Кӗр сӑри» уяв ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Шупашкар районеӗнчи «Шортан» халӑх фольклор ансамблӗ авалхи йӑла-йӗркене, юрра-ташша кӑтартса парӗ. Ертӳҫи — Надежда Михайлова, купӑсҫи — Геннадий Якимов, ташша вӗрентекенӗ — Надежда Васильева.
20 сехетрен Надежда Васильева чӑваш халӑх ташшине ӑста ташлама вӗрентӗ. Вырӑн сахал, ҫaвӑнпа 20 сехетчен пыма тӑрӑшӑр. Маска илме ан манаӑр», — тесе ҫырнӑ Антонина Андреева.
Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «КрутОтец» пултарулӑх конкурсне ирттерет. Вӑл юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӑна Ашшӗн кунне халалланӑ. Аса илтерер: ку куна пирӗн республикӑра юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче ирттерме кӑҫал йышӑнчӗҫ. Ӑна республика ертӳҫи Олег Николаевӑн ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи хушӑвӗпе ҫирӗплетрӗҫ.
Наци вулавӑшӗ ирттерекен конкурса хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Гуманитари литературин пайӗ» ушкӑнра хӑйне евӗр те хаваслӑ сӑнӳкерчӗксене, коллажсемпе видеоӗҫсене вырнаҫтармалла. Вӗсенче ашшӗсен маттурлӑхне кӑтартмалла.
Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Ӑслӑ атте», «Атте тӗпелте», «Хӗрӗн ҫӳҫне хитрелетни», «Пуян атте» (Нумай ачаллӑ ашшӗсем), «Эпӗ атте пек».
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Красноярскри Ӗҫпе килӗшӳ керменӗнче Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ.
Мероприятие хутшӑннисем И.Я. Яковлев ҫинчен видеофильмсем курнӑ, ун кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартакан сӑнӳкерчӗксемпе паллашнӑ.
Йӑхташӑмӑрсем РСФСР халӑх художникӗн В. Мешковӑн ӳкерчӗксен куравне те йӗркеленӗ. Сӑмах май каласан, вӑл В. Мешковӑн куравӗ чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Чӑваш культуиин кунӗнче Ачасен ӗҫӗсен куравӗ те ӗҫленӗ. Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн артисчӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне туса хунӑ. Кун пирки Олег Николаев паян хушу кӑларнӑ. Чӑваш тӗррин кунӗ чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫак куна ахальтен суйламан. Шӑпах ҫав кун Екатерина Ефремова художник ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн тӗрӗ ӳнерне аталантарма нумай тӑрӑшнӑ.
Екатерина Иосифовна 1914 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесӗнчи Якурккел ялӗнче (халӗ – Тутарстанри Нурлат районӗ) ҫуралнӑ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Паллӑ ӑста Мускаври техникумра тата институтра ӳнер ӑсталӑхне вӗреннӗ.
Аса илтерер: Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем Чӑваш тӗрррин кунӗ пирки ӗмӗтленни ҫинчен эпир шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла пӗлтернӗччӗ . Ӑстасем республикӑн ун чухнехи Элтеперӗпе, Михаил Игнатьевпа, 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗл пулнӑччӗ. Тӗрӗҫӗсенчен пӗри, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева, Чӑваш тӗррин кунне йышӑнма сӗннӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |