Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӑшарни

КӑшарниСурхури уявӗн шутне кӗрекен эрне, кӑрлачӑн 7-14-мӗшсенче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Уяв ячӗ

Тӗрлӗ вырӑнта тӗрлӗрен паллӑ тунӑ. Хӑш-пӗр тӑрӑхсенче ҫак эрнене Нартукан тесе те палӑртнӑ.

Кӑшарни ят ӑҫтан пулсан кайни пирки тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Пӗрисем вырӑссенчен кӗнӗ теҫҫӗ — Крещение сӑмахран. Теприсем унӑн тымарӗ авалтарах пулнине палӑртаҫҫӗ. Чӑвашла хӗл тутарла кыш пулнине шута илсен уяв ятне «хӗл эрни» пек ӑнланма пулать.

Теприсем «кӗш» (кайӑк) + «эрни» сӑмахсенчен пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл эрнере имӗш, кайӑк-кӗшӗке тӑрантарнӑ.

Уяв йӑли

Кӑшарни эрни Раштавран (Кӑрлач, 7) пуҫласа Крещени (кӑрлач, 19) таран пынӑ.

Уявра ҫамрӑксемпе ачасем савӑннӑ. Ытларах чухне вӗсем пӗр-пӗр ҫурта суйласа илсе унта хӗр сӑри (Кӗпшинкке) ирттернӗ. Юр-варне вара ял тӑрӑх пуҫтарнӑ — кашниех мӗн пама пултарнипе тивӗҫтернӗ.

Хӗр сӑри умӗн хӗрсем пӗр кун маларах пухӑнса сӑра вӗретнӗ, кукӑль пӗҫернӗ. Каҫхи вара пӳрте пӗчӗккинчен пуҫласа асли таранах пухӑннӑ. Сарипе те кукӑльпе те чи малтанах аслисене астивтернӗ. Ҫамрӑксене телейпе пил суннӑ хыҫҫӑн аслисем килӗсене саланнӑ, яшсемпе хӗрсем вара ҫӗрӗпех савӑннӑ — юрланӑ, ташланӑ, такмаксем каланӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Кӑшарни
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-01-09 19:59:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7453 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем