Ӗнер республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин ҫамрӑк усламҫӑсемпе тӗлпулнӑ.
Усламҫӑсене министр хӑйсен ведомстви хальхи вӑхӑтра пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма 2030 ҫулчченхи малашлӑх планне хатӗрленине пӗлтернӗ. Паянхи куна патшалӑх усламҫӑсене епле пулӑшу кӳни пирки те вӑл каласа кӑтартнӑ. Оборудование ҫӗнетекенсене тата куравсене хутшӑнакансене тӑкаксен пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Лизингпа хатӗр-хӗтӗр туянакансене тӳлевӗн малтанхи пайӗ валли хыснаран укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кивҫен укҫа паракан учрежденисем те пур.
Шупашкарта хута яма палӑртакан индустри паркӗ те усламҫӑсене тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ. Унта ҫӗре тара илекенсен пӗр гектарне ҫулталӑкне 45 пин тенкӗ тӳленипех парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах пасар хакӗпе шутласан, ку 700 пин тенке ларать.
Министрпа ҫамрӑк усламҫӑсен тӗлпулӑвӑн самай пайне икӗ енлӗ калаҫу евӗр йӗркеленӗ. Владимир Аврелькин мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Малашне кун пек тӗлпулӑва квартлата пӗрререн кая мар ирттерес шухӑша палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (8)
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан управляющи компанисем епле ӗҫлени тӑрӑх Раҫҫей шайӗнчи регионсене хакланӑ. Танлаштарӑма Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фонд йӗркеленӗ.
Управляющи компанисене пилӗк енпе хак панӑ: ӗҫ калӑпӑшне, укҫа-тенкӗ енчен тӑнӑҫлине, тухӑҫлӑха, ят-сумлӑха тата уҫҫӑнлӑха кура. Чӑваш Енри управляющи компанисем Раҫҫейре ҫиччӗмӗш вырӑн, Атӑлҫи федераци округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Танлаштарӑма пурӗ 15 пин ытла организаципе уйрӑм усламҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсем пурте — нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑраканскерсем.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен Чӑваш Ене 163 управляющи компани шутланать. Вӗсенчен 125-шӗ лицензи илнӗ. Унсӑр пуҫне ку отрасле тата тепӗр 2 компани ҫӗнӗрен кӗнӗ. 32 организацие ирӗк паман, 16-шӗ хӑйсен кӑмӑлӗпе ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи икӗ усламҫӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе хыснаран укҫа илнӗ те лава вырӑнтан та хускатман. Халӗ ку фактпа тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 25 икӗ каччӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе асӑннӑ район администрацине бизнес-план тӑратнӑ. Вӗсенчен пӗри тимӗр-тӑмӑртан япала шӑратма пулнӑ, тепри — сӗтел-пукан кӑларма. Унтан хайхисем хӑйсен ӗҫне пуҫарма пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене уйӑракан 300 пин тенкӗ укҫана илес шанчӑкпа хавхаланнӑ. Кӗҫех вӗсемпе вырӑнти тӳре-шара ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Усламҫӑ пулатпӑр текенсене банк счечӗ ҫине кӗҫех 270-шер пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑйсенчен лешсен 30-шар пин тенкӗ уйӑрмалла пулнӑ.
«Кӗмӗлне» илессе илнӗ те, ӗҫне пуҫарман. Халӗ вӗсене пысӑк виҫепе улталанӑ тесе пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ.
Паян Шупашкар районӗнчи Мӑн Мамӑш ялӗнче 37 ҫулти вӑй питтие юлашки ҫула ӑсатрӗҫ. Унӑн тусӗсемпе тӑванӗсем миҫе машинӑпа миҫе ҫын пырса ҫитнине шутласа та кӑлараймӑн. Пурте вӗсем ун пирки уҫӑ кӑмӑллӑ та пурне те пулӑшма хатӗрччӗ тесе палӑртрӗҫ.
Вилӗм тени пирӗнтен ыйтса килмест те, ҫынна юлашки ҫула ӑсатни пирки кунта асӑнса тӑмалла та мар пек. Анчах тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи хӑй вилӗмӗпе пурнӑҫран уйрӑлманни ҫинчен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен хӑшӗсем пӗлтерме ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ.
37-ри Мӑн Мамӑш арҫынни тимӗр-тӑмӑрпа ӗҫлекен фирмӑна 2009 ҫулта уҫнӑ. Эрнекун, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, вӑл ним пулман пекех ӗҫне кайнӑ. Ирхи 8 сехет те 20 минутра ӗҫе ҫитнӗ, машинӑна сарнӑ кавире ҫума тесе шыв ӑсса тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна пӑшалпа пенӗ те. Усал ӗҫ тӑваканӗсем, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, иккӗн пулнӑ. Видеосӑнава тем пек лекес темесен те ун тӗлне лекнех.
Правӑна сыхлакан органсем пӗлтерни ҫине таянса «МК» хаҫат фирмӑн 37-ри пуҫлӑхне саккаспа вӗлерни пирки хыпарлать. Ун пек тӗслӗхсем Шупашкарта юлашки вунӑ ҫулта пулман-мӗн.
Халӗ тӗпчев ӗҫӗ малалла пырать.
Кам епле укҫа тума пултарать, ҫавӑн пек тӑвать. Ҫӑмӑл машинӑллисенчен хӑшӗсем хӑйсен транспорчӗпе ҫын е тавар турттарса тупра тӑваҫҫӗ. Ҫак рынокра саккунлӑ майпа тар тӑкас тесен ятарлӑ ирӗк илмелле-ха. Анчах хӑшӗсем вӑл хутсӑрах ӗҫлени те вӑрттӑнлӑх мар. Ҫапах та саккунпа килӗшӳллӗн пурӑнакансем те сахал мар.
Чӳкӗн 21-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пассажирсене тата ҫӑмӑл таксипе багаж турттарма ирӗк илме 1616 заявлени панине пӗлтерет. Иртнӗ эрнере кӑна 3 ҫынна ирӗк панӑ.
Камсене ирӗк панипе паллашас тесен маларах асӑннӑ министерствӑн сайтне кӗрсе пӑхмалла. Унта мӗнпур информацие вырнаҫтарнӑ.
Монополипе кӗрешекенсем Шупашкар хула администрацийӗ пӗр усламҫӑна хӑйӗн ӗҫне пуҫарса яма вырӑн уйӑрса пама ыйтнине тивӗҫтерменнине палӑртнӑ.
Монополипе кӗрешекенсем патне хайхи ҫын ҫынсене урапапа тата лаша ҫине лартса ярӑнтарас шухӑш тытнине пӗлтернӗ. Анчах хула администрацийӗ тивӗҫлӗ аукцион ирттерсе ҫавӑн пек вырӑна палӑртма васкамасть-мӗн.
Монополипе кӗрешекенсем кун ура хума юрамасть тесе хула администрацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртсе хула администрацийӗн вырӑн уйӑрса пама раштавӑн 26-мӗшӗччен конкурс ирттермелле. Тата, паллах, ҫав вырӑн ӑҫта пулмаллине палӑртмалла.
Чӑваш Енре усламҫӑсем валли ҫураҫтару пӳлӗмӗ туса памалла. Ку ыйтӑва Предпринимательсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Владимир Иванов профессилле медиаторпа, Раҫҫейӗн хисеплӗ ваккачӗпе Марианна Михайловӑпа юпан 17-мӗшӗнче тӗл пулнӑ чух сӳтсе явнӑ.
Ҫураҫтару центрӗн тӗллевӗ — хирӗҫ-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ усламҫӑсене пӗр чӗлхе тупма пулӑшасси. Ку процедурӑна саккунлӑ майпа ҫирӗплетни пит нумаях мар-ха, ятарлӑ саккуна 2011 ҫулта йышӑннӑ.
Ҫӗнӗрен йӗркелекен тытӑм валли ӗҫ халех пур иккен. Унта, сӑмахран, Элӗк районӗнчи пӗр усламҫӑ парӑма кӗрсе ӳкнӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн унӑн парӑма татмаллах. Анчах укҫана кӑларса хурсан унӑн панкрута тухасси кӑна юлать. Ҫак лару-тӑрӑва епле татассине ҫураҫтаруҫӑсен пуҫ ватма тивӗ.
«Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑх ӗҫлӗхӗ ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн усламҫӑсем ӗҫлӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Ҫапла пулмалла та ӗнтӗ. Усламҫӑ ӗҫӗ ик алла усса ларнипе пулмасть.
Ӗҫсӗр юлнисене вырӑн тупса парас тесе ӗҫлӗх центрӗсем харпӑр хӑй ӗҫне пуҫарма май пурри ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. Шикленменнисем ҫӗнӗ утӑма хӑюллӑнах тӑваҫҫӗ. Ҫитменнине патшалӑх хыснинчен вӗсем валли укҫа уйӑрса та пулӑшаҫҫӗ. Кам парикмахерски уҫать, кам пӗчӗк кӑна суту-илӳ точки... Урӑх енпе тӑрӑшакансем те пур.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта кӑна ӗҫсӗрсене хӑйсен ӗҫне уҫмаллине ӑнлантарса 5 семинар ирттернӗ. Унта 104-ӑн хутшӑннӑ. Пиллӗк ҫынна кирлӗ хутсене хатӗрлесе пулӑшнӑ, 16 ҫынна ӗҫ пуҫарма укҫа уйӑрса панӑ. Кашнине — 58 пин те 800 тенкӗшер.
Пурте мар-ха. Хӑшӗсем. Сӗт хакне Ял хуҫалӑх министерствинче ирттернӗ ӗҫлӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта сӗте ял ҫыннисенчен пухакансене пуҫтарнӑ. Анчах пурте пыман иккен.
Халӑхран сӗт пуҫтаракансем йӳнӗ тӳлени пирки юлашки вӑхӑтра вӗҫӗмех калаҫма тытӑнчӗҫ. Ку ыйтӑва районсене тухса ҫӳренӗ май республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӑтӑшах хускатать. Вӑл литрне 13 тенкӗрен йӳнӗрехпе туянмалла мар тесе те каланӑччӗ. Хальлӗхе сӗт хакӗ — 10 тенкӗрен тытӑнса 13 тенкӗ таран.
Сӗт хакӗ чылай чух нарӑс уйӑхӗн ҫурринчен тытӑнса йӳнелме пуҫлать. Ку вӑхӑтра ӗнесем пӑрулама тытӑнаҫҫӗ те сӗт паракансем нумайланаҫҫӗ.
Халӑхран туянакан тата тирпейлекенсем туянакан хак хушшинче уйрӑмлӑхӗ 4 тенке ҫитет иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ вара услама литр пуҫне 50–70 пус хӑварсан та ҫителӗклӗ тесе шухӑшлать.
Сӗте халӑхран йӳнӗрехпе пухакансем хӑйсем ытларах услам тӑвасшӑн ҫуннине тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ иккен-ха. Етӗрне районӗнчи «Сареевское» общество ертӳҫи Сергей Сапожников хӑйсен районӗнче сӗт пухакансенчен 6 организаци кӑна официаллӑ ӗҫлет имӗш, тепӗр вуннӑшӗ — официаллӑ мар.
Ишек чиркӗвӗ пирки «Арҫури» хайлав тӑрӑх та пиртен кашниех пӗлет. 1740-мӗш ҫулхи ҫав чиркӗве таврари ялсенчен кӑна мар, аякри ҫӗрсенчен те ҫынсем пухӑнаҫҫӗ. Анчах ҫак чиркӗве юсама тахҫанах тӗмсӗлекенсем пулсан та унта ниепле те ал ҫитеймен. Ҫапах та пӗчӗкӗн-пӗчӗкӗн юсама тӑрӑшнӑ-ха. Халӗ, ав, унӑн иккӗмӗш хутне хӑпартма тытӑннӑ.
Ҫӗнӗ чиркӳ унчченхинчен 6 хут пӗчӗкрех пулать-мӗн. Ҫӳллӗшӗ вара 26 метрпа танлашмалла. Чиркӗве хӑпартма ҫынсем укҫа пухаҫҫӗ. Асӑннӑ районти Лапсар ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем 35 пин тенкӗ пуҫтарнӑ, ҫӗньял-покровскисем — 17 пин. Район администрацийӗнче тата Пенси фончӗн районти пайӗнче ӗҫлекенсем те ыркӑмӑлланаҫҫӗ иккен. Предприяти-организацисем те укҫана ӑҫтана куҫармаллипе кӑсӑкланаҫҫӗ-мӗн. Укҫаллӑ пуянсене илсен Сергей Иванов усламҫӑ чиркӳ тума миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |