Ҫӗнӗ Шупашкарта 16 ҫулти яш банк счечӗ ҫинчи ҫын укҫине вӑрланӑ. Вӑл укҫа ачан аслашшӗ пулнӑ.
16-ри яш пӗррехинче 74-ри аслашшӗн банк карттипе лавккана кайнӑ. Лешӗ ӑна хӑйне валли апат-ҫимӗҫ туянса пама ыйтнӑ.
Банк картти алла лексен ҫамрӑк хӑйӗн телефонӗ ҫине мобильлӗ приложени вырнаҫтарнӑ. Унтан вӑл аслашшӗн банк картти ҫинчен 320 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ.
Ҫын укҫине (аслашӗнне пулин те) тытнӑ ҫамрӑка тӗрмене хупса усрамасӑр 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шупашкар хулинчи хула строительствин тата хуҫалӑхӗн техникумӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ ҫыннӑн хвтатерсӗр юлас хӑрушлӑх пур.
Пуҫлӑхра ӗҫленипе пӗрлех вӑл Шупашкар хулин депутачӗ те пулнӑ. Ун пеккисен тупӑша кӑтартакан декларацисем тӑратма тивет. Ҫав ҫын та ҫаплах тунӑ. 2015, 2016, 2017 ҫулсенчи миҫе тенкӗ ӗҫлесе илнине вӑл пытарман. Ҫав вӑхӑтра унӑн тата мӑшӑрӗн тупӑшӗ 5 миллион тенкӗрен кӑшт иртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫемье 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туяннӑ. Ипотекӑпа мар. Ӑна директорӑн арӑмӗн аякри тӑванӗ ҫине ҫыртарнӑ. Лешӗ те пенсири ҫын та, унӑн 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туянма укҫи-тенки пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хваттере туртса илме прокуратура тавӑҫпа тухнӑ. Ӑна судра пӑхса тухмалла.
Шупашкарта маскӑсӑр ҫӳрекенсене юлашки кунсенче ҫине тӑрса штрафлаҫҫӗ. Аса илтерер: хулари общество транспорчӗсенче рейдсем иртеҫҫӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ май пассажирсем маска тӑхӑннипе тӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 11 мобильлӗ ушкӑн ӗҫлет.
Тунтикун тата тепӗр пилӗк ҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Кӑшӑлвирусран сыхланмалли мерӑсене пӑхӑнман ҫынсене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, должноҫри ҫынсене – 10-50 пин тенкӗ, усламҫӑсене – 30-50 пин тенкӗ, организацисене – 100-300 пин тенкӗ.
Ӗнер хулари 107 лавккапа 2 апатлану предприятине тӗрӗсленӗ. Маскӑсӑр виҫӗ сутуҫӑ тата общество транспортӗнчи 2 ҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Шупашкарта тата тепӗр инфекци корпусӗ тӑвасшӑн. Вӑл Республикӑн клиника пульницин тытӑмӗнче пулӗ. Хальлӗхе проект тӑвассине пӗлтернӗ. Укҫа-тенке республика хыснине иккӗмӗш хутчен улшӑну кӗртнӗ чух пӑхса хӑварнӑ.
Республикӑн вице-пермьерӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ корпус тума 19,3 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ, ҫав шутран 11,7 миллион тенкине кӑҫал уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, кӑшӑлвируспа, ӳпке шыҫҫипе, тӗрлӗ вирус чирӗпе аптӑракансем юлашки вӑхӑтра сахал мар. Ҫавна май пульницӑсенче хушма вырӑнсем йӗркелемелле. Ҫапла тума республика Элтеперӗ Олег Николаев паян Правительство ҫуртӗнче министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура яваплисене хушнӑ.
Йӗпреҫ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Сергей Горбунов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӑл республикӑри ял тӑрӑхӗсенчен пӗринче депутат шутланать иккен. Тӳре-шара пулнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, района нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 2,2 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ҫурт тума район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӗн паллаканне сӗннӗ, ӑна аукционта ҫӗнтерме пулӑшнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Лешӗ, чӑн та, ӗҫе пурнӑҫланӑ. Ҫемьене ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине те тыттарнӑ. Анчах ҫурт санитари нормипе те, строительство нормипе те килӗшсе тӑман.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 15574 ҫын ӗҫе вырнаҫнӑ, вӗсенчен 254-шӗ сусӑр.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 29 пине яхӑн ҫын ӗҫсӗррисен йышӗнче тӑрать. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 6 хут ытларах. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.
Кӑҫал кӑшӑлвирус пандемийӗ вӑхӑтӗнче ӗҫсӗррисен йышне лекнисене чи нумаййи уйӑхра 12130 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен валли ӗҫсӗррисене тӳлеме 227 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Халӗ ӗҫсӗррисем ӗҫсӗр тесе регистрациленес тесен «Работа России» порталӑн харпӑр кабинетӗнче онлайн мелпе заявлени пама пултараҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти полицейскисенчен икӗ хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Иккӗшне те пӗр пек хуйхӑ канӑҫсӑрлантарнӑ. Вӗсем тӗнче тетелӗнчи ятарлӑ лапамсем урлӑ тавар пӗрле туянмалли меслетпе усӑ курас тенӗ. Апла меслетпе вӗсем унччен вӗҫӗм туяннӑ. Анчах хальхинче укҫа кирлӗ ҫӗре ҫитеймен.
59 ҫулти хӗрарӑм вырӑн ҫине сармалли комплект туянма икӗ пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах тавар сутакан патне вӑл укҫа ҫитмен. Ултавҫӑсем ун ячӗпе суя страница хатӗрленӗ иккен.
Шупашкарти 37 ҫулти хӗрарӑм та улталаннӑ. Вӑл 3 пин тенкӗ ытларах куҫарса янӑ.
Шупашкар хулинчи Ленин район сучӗ хулара пурӑнакан икӗ ҫамрӑк арҫынна суд тунӑ. Вӗсем ҫынсене 3 миллион тенкӗ ытлалӑх улталанӑ.
Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 32 тата 35 ҫулсенчи арҫынсем хӑйсемпе риелторсем тесе паллаштарнӑ. Вӗсем ҫынсене кредит илсе ҫурт-йӗр туянма ӳкӗте кӗртнӗ. Уншӑн хайхисене кӑштах укҫа тӳлесе хавхалантарнӑ. Кредита «риелторсем» хӑйсем тӳлеме шантарнӑ. Кредитӑн пӗр пайӗпе ҫурт-йӗр туяннӑ, ытти ултавҫӑсен кӗсйине кӗрсе ҫухалнӑ. Кредита ултавҫӑсем тӳлесе тӑман.
Суя риелторсен капкӑнне икӗ ҫын ҫакланнӑ.
Следстви ҫулталӑка яхӑн пынӑ. Халӗ ултавҫӑсен тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӗсене ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа икӗ ҫул таран хупса хума йышӑннӑ. Айӑплав вӑхӑтне ултавҫӑсем пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерӗҫ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ хӗрарӑм самолет туяннӑ чух улталаннӑ. Вӗсенчен пӗри 18 пин тенкӗсӗр юлнӑ, тепри - 16 пинсӗр.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм онлайн-билет илес тесе пӗр сайта кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл анкета тултарнӑ май хӑйӗн пирки йӑлт ҫырса пӗлтернӗ. Ҫав шутра – банк карттин тӳнтер енчи CVV-кода та. Смс-ҫырупа килнӗ кода ҫырса янӑ хыҫҫӑн электрон авиабилета электрон почтӑпа ярса парассине кӗтме тытӑннӑ. Анчах усси пулман.
Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм та ҫавӑн пек мелпе улталаннӑ.
Тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чух питӗ тимлӗ пулмалла. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче сайтӑн домен адресне тата браузерта хӑрушсӑрлӑх ҫӑри пуррине пӑхмалла.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын тӗнче тетелӗнче ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ хӗрпе паллашнӑ, унпа ҫывӑхланма ӗмӗтленнӗ. Куншӑн вӑл ӑна 38 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Лешӗ вара сӑмахне тытман, хӑй пачах ҫухалнӑ. Арҫын кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Йӗр вӗсене Ставрополь крайне илсе ҫитернӗ. Хайхи «каҫхи лӗпӗш» хӗр те пулман, арҫын иккен! 25 ҫулти арҫын Шупашкар ҫыннипе калаҫнӑ чухне сассине хӗрарӑмӑнни пек тунӑ.
Полицейскисем ҫав ҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл кунашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине те тӗрӗслеҫҫӗ халӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |