Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӳре-шара

Вӑл е ку куҫман пурлӑх хуҫи камне пӗлме ӳлӗмрен питех те ҫӑмӑл пулӗ. Ҫакӑн валли Росреестра е Нумай ӗҫ тӑвакан центра пурлӑхӑн хуҫи кам иккенне калакан выписка пама ыйтса ҫырмалла. Ҫак ӗҫ хакӗ пӗтӗмпе те 200 тенкӗ кӑна тӑрать.

Выпискӑна 5 кун хушшинче ҫырса пыраҫҫӗ. Унта хваттерӗн е пӳртӗн е ытти ҫурт-йӗрӗн хуҫи хӑш вӑхӑтра кам пулнине кӑтартӗҫ. Маларах ун пек хыпара пурлӑх хуҫисем, правӑна сыхлакан тата патшалӑх органӗсем кӑна пӗлме пултарнӑ. Халӗ, ав, йӗрке ылмашӗ.

 

«Партизанла тата пиратла» тесе вӗсем видео тата сӑн ӳкерекенсем пирки калаҫҫӗ-мӗн. Асӑннӑ меслетсенчен пӑрӑнас тесе вӗсем хӑйсен регламентне улшӑну кӗртнӗ иккен.

Пӗр енчен, илӗртӳллӗ ылмашу — Депутатсен пухӑвӗн ларӑвне кирек кам та кӗме пултарни. Паспорт е хӑв кам пулнине ӗнентерекен урӑх документа кӑтартсан. Анчах пӗр «анчах» пур. Фото тата видео ӳкерме, диктофон ҫине ҫырма пурин те юрамасть. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене чармӗҫ. Апла тума (чарма) саккун та ирӗк памасть-ха. Вӗсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирки калакан саккунпах фото тата видео ӳкерме, диктофон ҫине ҫырса илме ирӗк панӑ.

Ыттисене диктофонпа е ытти ҫавӑн йышши хатӗрпе ларма йышӑннин сӑлтавне уйрӑм парламентарисем ун пек информацие тӗнче тетелне вырнаҫтарнипе, тӗрӗсрех, ҫавсене ылмаштарса, касса-вакласа е сыпса-пӗрлештерсе лартнипе ҫыхӑнтарнӑ.

 

Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, «Контактра» социаллӑ тетелте Республика Элтеперӗн Михаил Игнатьев ячӗпе уҫнӑ страницӑна хуратнӑ иккен. Ку акӑ мӗнпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Нумаях пулмасть массӑллӑ информаци хатӗренче Михаил Игнатьев ячӗпе уҫнӑ страница хуҫине хирӗҫ Республика Элтеперӗн чысне вараланӑшӑн пуҫиле ӗҫе пуҫарса яма пултарни ҫинчен хыпар анлӑ сарӑлчӗ. Ку информаци, паллах, страницӑна уҫакана пӑшӑрхантарса яма пултарнӑ, ҫавӑнпа та вӑл суя аккаунта тетелтен хуратнӑ та пуль.

— Паянхи кун Михаил Игнатьевӑн твиттерта кӑна пӗртен-пӗр офицаллӑ аккаунт пур, — пӗлтереҫҫӗ Республика Элтеперӗн пресс-службинче.

«Контактра» тетелте ларакансем хушшинче Михаил Игнатьев страницине Шупашкар ҫынни мар, Волгоградра пурӑнакан Сергей Петров ятлӑ ҫын уҫнӑ текен сас-хура сарӑлнӑ. Нумай чухне Игнатьев ятран «Мухтанатӑп», «Пурте сире валли — Чӑваш Республика ҫыннисем» йышши ҫырусем янӑ пулнӑ. Ҫырури текстра характерлӑ йӑнӑшсем пулнине те сӑнанӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/65345/
 

Тӳре-шарана тӑватӑ кунлӑх ӗҫ эрни ҫине куҫарасшӑн. Перекетленӗ «кӗмӗле» хысна вӗрентекенсене тата хысна тытӑмӗнче ӗҫлекен ытти ҫынна шалу ӳстерсе пама ярасшӑн. «Кӗмӗле» перекетлемелли ҫакӑн пек хӑйне евӗр меслет сӗннӗ нумаях пулмасть Вологда облаҫӗн кӗпӗрнатторӗ Олег Кувшинников. Ҫапла-ҫапла, пирӗн патра мар.

Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн, «Советская Чувашия» хаҫат, сӑмах май, республикӑри хӑш-пӗр тӳре-шарапа, профсоюз тата прокуратура ӗҫченӗсемпе тата тивӗҫлӗ канури ҫынпа калаҫнӑ, кун пек меслете вӗсем епле йышӑннипе кӑсӑкланнӑ. Никам та хапӑлланине палӑртман. Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова вара ун пек хӑтланмасӑр та Чӑваш Енре педагогсен шалӑвне ӳстерсе пынине асӑнса хӑварнӑ.

 

Паян Шупашкарта парашютпа сикессипе Тӗнче кубокӗ уҫӑлать. Шел те, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫӗршыв командине чӑваш парашютистчӗсем лекмен. Ҫапах та кун пек мероприятие Чӑваш Енре йышӑнни пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе хӑюллӑнах калама пулать. Ҫавӑн шайри унчченхи мероприятисем пирӗн ҫӗршывра пӗтӗмпе те икӗ хутчен кӑна иртнӗ теҫҫӗ.

Кубок уҫӑлас умӗн республикӑн спорт министрӗ Сергей Мельников хӑй парашютпа сиксе пӑхнӑ. Унпа пӗрле тӗнчери парашют федерацийӗн контролерӗ Юрий Блашка хӑй сикнӗ-мӗн. Спорт министрӗ парашютпа пӗрремӗш хут сикнине пӗлтернӗ, ҫынсем мӗншӗн ку утӑма тунине ӑнланса илнине палӑртнӑ.

 

Ӗнер, ҫурлан 22-мӗшӗнче, Шупашкара вӗренӳ тата ӑслӑлӑх ӗҫӗн пайне сыхлакан федераллӑ службӑн ҫӗнӗ ертӳҫи Сергей Кравцов килсе ҫитнӗ. Талӑк хушшинче вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ, ача ҫурчӗпе психологи-вӗренӳ реабилитацийӗпе коррекци центрне кӗрсе тухнӑ. Унсӑр пуҫне ӗнер республика тӗп хулинче вӗрентекенсен конференцийӗ иртнӗ, Сергей Кравцов унта та тухса калаҫнӑ.

— Чӑваш Республикинчи вӗренӳ системи лайӑх аталану кӑтартать, унсӑр пуҫне федераллӑ проектсенчен нумайӑшне те хутшӑнать. Сирӗн тӑрӑхра пуҫтарнӑ сӑнава ҫӗршывӑн ытти хуласемпе ялсенче те усӑ курма мелле пулӗ, — тенӗ ертӳҫӗ.

Сергей Кравцовпа Михаил Игнатьев республикӑра вӗренӳ системине аталӑнтарас ыйтӑва татса панӑ. Республика Элтеперӗ вӗрентекенсен шалу укҫи мӗнлерех ӳсни ҫинчен ӑнлантарса панӑ тата ҫӗнӳ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнӗ пӗтӗм шкул ачасене йышӑнма хатӗр пулассине шантарса каланӑ.

 

Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев Шупашкарта ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ. «Toyota Camry» машинӑна тытса пыраканскер ун чух вӑл ӗҫе кайма тухнӑ пулнӑ иккен, Калинин тата Гагарин урамсен пӗрлештерекен ункӑра тепӗр йӗр ҫине кӗме хӑтланса «Лада Калина» машинӑна пырса лекнӗ. Инкекре ҫынсем аманман-ха. Машинӑсем кӑна кӑштах чӗрмеленнӗ.

Министр ҫумӗ правилӑна пӑсни пирки административлӑ протокол ҫырнӑ-мӗн. Министра 100 тенкӗлӗх штрафлама йышӑнни пирки хыпарлать «Ирӗклӗ сӑмах» сайт РИА Новости пӗлтернине тӗпе хурса.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1202.html
 

Росреестрӑн республикӑри управленийӗнче куҫман пурлӑх правипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа регистрацилессине черетлӗ хутчен пӗчӗклетни пирки пӗлтерет асӑннӑ тытӑмӑн пресс-служби. Ҫӗнӗлӗх ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен вӑя кӗнӗ.

Регистрацилеме тӑрсан чи нумаййи 10 кунтан ытла кӗттермӗҫ. Чылай чухне вара, сӑмахран, хваттере приватизацилени, ҫӗр пайӗн хуҫи пулнине ӗнентерекен хутсене шӑп та лӑп пӗр эрнере алла илме май килӗ. Хутсене «Регистраци — Кадастр» «пӗр чӳрече» меслетпе е тата Нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсем урлӑ парсан та ӗҫе ҫичӗ кунта туса пӗтерӗҫ.

 

Паянхи пурнӑҫ укҫа-тенкӗ ҫинче тӑрать тесен те йӑнӑш пулмӗ. Юрать-ха вӑйпитти ҫамрӑксем кахаланмасан хӑйсене тӑрантарӗҫ. Ваттисене вара ку енчен йывӑртарах, пенҫи укҫине уйӑхсерен парса тӑраҫҫӗ пулин те вӑл пур тӑкакӗсене те саплаштараймасть ҫав.

Ку ыйтӑва татса пама вара депутатсем пуҫарӑннӑ. Саккун тӑвакансем шухӑшӗпе ӗҫлекен ҫамрӑка икӗ процентлӑ налука тӳлеттерме тытӑнмалла, укҫи вара ват ҫынсен аллине лекӗ.

Ҫӗнӗ саккун проектне Патшалӑх канашлавӗн депутачӗ Игорь Зотов сӗннӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх ват ҫынсем хӑйсене туллинех тивӗҫтереймеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫамрӑксен шучӗпе пенҫи укҫине хӑпартсан лайӑх пулӗччӗ.

Игорь Зотов ҫемье кодексӗнче те конкретлӑ хисепсене палӑртасшӑн, мӗншӗн тесен саккун йышӑнӑвӗпе ачисем хӑйсен ватӑ ашшӗ-амӑшне яланах кирлӗ пулӑшупа тивӗҫтерсе тӑмалла.

Депутат шухӑшӗпе ҫӗнӗ саккун пур ҫамрӑка та пырса тивмӗ. Ашшӗ-амӑшӗсерех ӳснӗ е пурнӑҫ тӑршшӗпе вӗсенчен усӑ курманнисем налук тӳллемӗҫ.

Ӗҫпе социаллӑ политика тата ветерансен ӗҫӗ-хӗлӗпе ӗҫлекен канашлӑвӗн комитетне ҫӗнӗ сӗнӳ кӑсӑклантарнӑ, анчах хальлеххе ӑна ҫирӗплетме васкамаҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64528
 

Регионсенчи влаҫ ӗҫ-хӗлне хаклас йӗркене ӳлӗмрен ҫӗнӗлӗх кӗртӗҫ. Экономика, социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн тата ытти хӑш-пӗр кӑтартӑва тӗпе хурса палӑртнипе пӗрлех регионсенче халӑхсем хушшинчи хутшӑну еплине те малашне шута илӗҫ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн миснистерствин департаменчӗн пуҫлӑхӗ Александр Журавский пӗлтернӗ.

Федерацин тӳри-шарине ҫак шухӑш патне ҫитсе тухма Сарӑту облаҫӗнчи Пугачев хулинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хистенӗ-мӗн. Иртнӗ уйӑхра унта урӑх ҫӗртен куҫса килнӗ ҫул ҫитмен каччӑ Пугачевра пурӑнакан пӗр ҫынна скалпельпе амантнӑ иккен. Унччен вӗсен тавлашу сиксе тухнӑ. Хӗрсе кайнӑ каччӑ алла скальпель ярса илнӗ. Сурана пула лешӗ вилнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вырӑнти халӑх тепӗр кунхине пуху ирттерсе Кавказ ҫыннисене хуларан хӑваласа ямалла тесе йышӑннӑ.

Маларах асӑннӑ департамент пуҫлӑхӗн шучӗпе ун пек ыйтусене Мускав йӗркелесе тӑраймӗ, вырӑнти пуҫлӑхсен тӑрӑшмалла. Ҫынна вӑл нацине кура уйӑрма юраманни пирки палӑртса хӑварнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 258, 259, 260, 261, 262, 263, 264, 265, 266, 267, [268], 269, 270
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ