Ҫӗнӗ Шупашкарти музей комплексне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах историпе ӳнер музей комплексӗ пирки пырать. Унӑн пуҫлӑхне Александр Ильина ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти музейпа Нина Глотова «хуҫаланӗ». Рита Кириллова журналист Фейсбукра тӗлӗнсе ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑх юлашки ҫулсенче Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Музейра вӑл нихӑҫан та ӗҫлемен: пуҫламӑш классене вӗрентнӗ, шкул тулашӗнчи ӗҫе йӗркеленӗ, Шупашкарта КПСС райкомӗнче инструкторта тӑрӑшнӑ, хула комитетӗнче агитаципе пропаганда пайӗнче консультант пулнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче педагогика пӗлӗвӗ илнӗскер юлашки ҫулсенче тивӗҫлӗ канура.
Журналиста пуринчен ытла тӗлӗнтерни музея ертсе пыма отрасльте ӗҫлемен ҫынна лартни.
Шупашкарта 50 ҫул каялла хупнӑ масара тепӗр хутчен хупнӑ. Хулан тӗп пайӗнче 2А микрорайонта вырнаҫнӑ ҫӑвана (Гагарин, Ярмӑркка, Пионер, Калинин урамӗсен чиккинче вӑл) хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хупасси пирки постановление алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑван пур территорийӗнче те пытарма юрамасть. Анчах ку виле ҫунтарнӑ кӗле пырса тивмест. Ӑна тӑванӗн вилтӑпри ҫине пытарма юрать. Анчах ҫакна тумашкӑн тӑван пулнине ӗнентерекен документ кирлӗ.
Ку масара 2015 ҫулта строительсем микрорайона пӑхса ҫаврӑннӑ чухне тупнӑ. Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ку ҫӑвана 1967 ҫулта Шупашкарти ӗҫ тӑвакан комитет хупнӑ пулнӑ.
Тӑвай район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, паян райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке чиркӳ ҫыннисемпе «актуаллӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ».
Муниципалитетӑн пӗчӗк залне чиркӳ ҫыннисемпе пӗрлех район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ.
Кӗске те ытлашши уҫӑмлах хыпарпа паллашсан чиркӳ ҫыннисемпе тӳре-шара хайхисене ҫӗр парас тата религи тӗллевӗллӗ пурлӑха вӗсене куҫарас ыйтусене хускатнине ӑнланма пулать. Ку ыйтупа экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Берилло тухса калаҫнӑ.
Объектсене регистрациленишӗн мӗн чухлӗ тӳлемеллине те уҫӑмлатнӑ. Ку ыйтупа нумай ӗҫ тӑвакан центр пуҫлӑхӗ Николай Перцев сӑмах илнӗ.
Тӗлпулура прихутсемпе вӗренӳ учрежденийӗсем килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва та хускатнӑ.
Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри Раиса Терюкалова художникӑн пултарулӑх мастерскойӗнче пулнӑ чух унӑн ӗҫне туяннине эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министр тата тепӗр ӗҫ илнӗ. Хальхинче вӑл урӑх художникӑн ӗҫне туяннӑ.
Чӑваш патшалӑх музейӗнче нумаях пулмасть Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче унта Константин Яковлев министр ҫитсе курнӑ. Экспозици музей фондӗнче упранакан ӗҫсемпе ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенчи пуянлӑхпа та куракана илӗртет.
Республикӑн культура министрӗ Владимир Агевӑн ӗҫне туяннӑ. Ун пирки Фейсбукра Рита Кириллова журналист Константин Яковлев ырӑ тӗслӗх кӑтартнине палӑртнӑ.
Иртнӗ уйӑхра эпир Ҫын правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй пулма Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Александр Иванова шанаҫҫӗ текен сас-хура ҫӳренине хыпарланӑччӗ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Александр Белов журналист ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, министр апла сӑмах-юмахран тӗлӗннине пӗлтернӗ. Ӑна вӑл пысӑк трибуна умне тухса каламан, калем ӑстипе куҫран куҫ сӑмах вакланӑ чухне кӑмӑл-туйӑмне уҫнӑ.
«Прессӑра эпӗ вӑл вырӑна йышӑнасшӑн тесе ҫыраҫҫӗ. Хамран ыйтасчӗ хать. Эп ун ҫинчен шутламан та. Вӑл ман валли мар», — тенӗ министр Александр Белова.
Аса илтерер, ӗнер иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн Юрий Кручининӑн ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявленине пӑхса тухса омбудсмен пулнӑ ҫыннӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхрах пӗлтерчӗ. Чӑн та, паян иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче унӑн заявленине депутатсем пӑхса тухнӑ. Юрий Кручинин омбудсмен пуканне пушатас тесе ыйтни пирки депутатсем хайсен шухӑшне вӑрттӑн сасӑлавра палӑртнӑ.
Юрий Кручинин должноҫрен мӗншӗн каяс тенипе «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫеҫ кӑсӑкланнӑ. Ҫынсен правине хӳтӗленӗ ҫын ку ыйтӑва татӑклӑнах тата уҫӑмлӑнах хуравламан, должноҫре ытла нумай лартӑм тесе каланӑ. Республика хыснинчен укҫа илекен должноҫри ҫын ирӗклӗн ӗҫлеме пултарайманнине те вӑл кӑштах палӑртнӑ.
Ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ хӑйӗн заявленине пӑхса тухиччен Юрий Кручинин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкерсе доклад тунӑ.
Паян иртекен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Юрий Кручинин ҫынна хӳтӗлемен тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Сӑмахӗ тӗрлӗ шайри тӳре-шарана тивнӗ.
Юрий Кручинин ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенчен ҫынсене куҫарас ыйту пирки те чарӑнса тӑнӑ. Вӑл сессире палӑртнӑ тӑрӑх, ку енӗпе кӑлтӑк ҫук мар. Сӑмахран, Вӑрнарта малтан Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен балансӗ ҫинче тӑнӑ ҫуртсем паян та никам балансӗ ҫинче те мар иккен. Кивелсе япӑхса кайнӑ ҫуртсене ишӗлекеннисен списокне те ҫавна пулах кӗртмен. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ посёлокӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра пурӑнакансене Ишлея ирӗксӗртен куҫарма хӑтланнине те аса илнӗ. Шупашкарта та пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру сахал мар пулнӑ.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш халӑх сайтӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама» статья пичетленине сайтпа кӑсӑкланакансем асӑрхарӗҫех пулӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи фольклор уявӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче кӗнекесемпе дисксем сутнишӗн аренда укҫи ыйтнишӗн чунтан кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑччӗ.
Аренда хакӗ концерт пуҫланас умӗнхи 15–20 минутра, тӑхтавра 15 минут сутмалли вӑхӑтшӑн 500 тенкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. «Эпӗ ун чухлӗ укҫа тӳлесе кӗнекесемпе дисксем сутаймастӑп. Светлана Яковлевӑна: «Ун чухлӗ таса тупӑш тӑваймастӑп», — терӗм те вӑл мана хирӗҫ: «Эпӗ сана 140 пин тенкӗ парса тутарнӑ витринӑсем патӗнче тӳлевсӗр суттараймастӑп ӗнтӗ. Аренда укҫи илме мана ҫӳлтен хушнӑ, хам ирӗкпе пӗр ыйтӑва та таса параймастӑп», — тесе хучӗ», — илсе кӑтартнӑччӗ Альбина Юрату Культура керменӗн пуҫлӑхӗпе пулса иртнӗ калаҫӑва.
Хӑйӗн чун ыратӑвӗпе сӑвӑҫ ЧР Культура министерствине ҫитнӗ. Халӗ вӑл унтан хурав илнӗ. Ҫавна А. Юрату Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ирхине ҫынсем Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара аран килнине хӑй куҫӗпе курса ӗненнине Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Министр ун чухне ку ыйтӑва уҫӑмлатассине каланӑ.
Владимир Иванов хӑйӗн сӑмахне тытнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара 101-мӗш маршрутпа 3 пысӑк автобус ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫакӑ ҫынсене ҫӑмӑллӑх кӳмеллех.
«Транспорт расписание ҫирӗппӗн пӑхӑнсан лару-тӑру ҫитес вӑхӑтра лайӑхланмалла. Ку ыйтӑва ЧР Транспорт министерстви тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫынсене турттаракан транспортсем пӗтӗм нормӑна пӑхӑнасса шанас килет», — тенӗ Владимир Иванов министр.
Чӑваш Енӗн Правительство ҫурчӗн путвалӗнче сауна тӑвас тени хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче хытах шӑв-шав ҫӗкленӗччӗ.
Халӑха калаҫтаракан объекта следовательсем «Алза» строительство организацийӗ хӑпартма пуҫланӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Ӑна ӗҫе кӳлӗнме «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Борис Портнов хушнӑ тесшӗн пулчӗҫ. Портнов ӗҫӗ суда ҫитрӗ, анчах унта вӑл амнистие лекрӗ.
Халӗ вара сауна тума хӑтланса республика хыснине 7,6 миллион тенкӗ сиен кӳнӗ тесе ҫав укҫана Портновран шыраса илесшӗн иккен. Суда тавӑҫпа Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви тухнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Борис Портнов кунпа килӗшменнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑл хӑй тӗллӗн пуҫӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |