Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Журналист Борис Бронштейн «Новая газета» (чӑв. Ҫӗнӗ хаҫат) хаҫатра Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев районсенчен пӗринче пулнӑ чух сӗт-ҫу ферминче пулнинчен тӗлӗннине палӑртса ҫырнӑ.
«Ӑнланма ҫук официаллӑ пӗлтерӳ: Чӑваш Енӗн культура министрӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ чухне вӑкӑрсене самӑртмалли фермӑна тата тырӑ ампарне кӗрсе тухнӑ. Тем йӗркеллех мар пек-и? Тен, ку вӑл — йӑнӑш? Тен, тӗрӗсрех ҫапла: ял хуҫалӑх министрӗ районти музыка шкулӗнче пулнӑ. Ҫук, каллех тем йӗркеллех мар. Ҫапах та мӗн ҫырнине ӗненмеллех. Ҫитменнине тӳре-шара фермӑра пулнине республикӑн Культура министерствин сайтӗнче 15 сӑнӳкерчӗкпе кӑтартнӑ», — йӗкӗлтешет журналист.
Манӑн вара, эсир ирӗк парсан, культура министрне хӳтӗлес килет. Вырӑнти тӳре-шара ертсе кайнӑ та ӗнтӗ, вӑл хирӗҫлемен. Кунта вырӑнтисем пӗр министра тепринпе арпаштарнӑ тейӗн. Кушаккине вара патакки.
Agabazar // 1066.37.9482
2017.09.28 16:02 | |
Культура министрне Вика Сорокина "хӳтӗлевӗ" ним тума та кирлӗ мар. | |
Базиль Кириллов // 3660.44.0434
2017.09.28 19:35 | |
Вика Сорокина журналист пек ӳссе пырать: ваттисен сӑмахне усӑ курма вӗренчӗ. Анчах чӑвашла "Борис Бронштейн журналист" темелле (троллейбусра та "Чарӑну - "Хусанкай урамӗ" теме пуҫларӗҫ). Зп каланине тӗрӗс ӑнланӑр: элек паракан тӳрене юранӑ, тӳрӗ калакан тӑванне юрайман теҫҫӗ мар-и? | |
