Ҫӗнӗ Шупашкар хулин экс-мэрӗ тӗлӗшпе чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд пулӗ. Ун чухне малтанхи итлев иртӗ.
Экс-мэр дожноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков мэр пулнӑ чухне администрацин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхӗ Елена Егорова кӳнӗ тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Елена Егорова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хыснине 3,1 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Хӗрарӑма айӑплӑ тесе йышӑннӑ, условлӑ майпа 2 ҫуллӑха айӑпланӑ, анчах Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ амнистие лекнӗ.
Хула администрацийӗ вара кӳнӗ тӑкак шыраса илмен. ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ ҫакӑншӑн ун чухне сити-менеджер пулнӑ Олег Бирюков айӑплӑ тесе шутлать.
Йӗпреҫ послокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ те унта темиҫе сехет выртнӑ. Унӑн тӑванӗсем кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ҫав кун Сергей Тихонов мунче кӗме кайнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл киле кайма тухнӑ. Анчах 1,5 сехет иртнӗ — ҫитеймен. Ҫавна май тӑванӗсем пӑшӑрханма пуҫланӑ та ӑна шырама тухнӑ. Сергея тепӗр 1,5 сехетрен ҫеҫ тупнӑ. Арҫын ҫӑлра тӑнсӑр выртнӑ. Тӑванӗсем ӑна унтан кӑларнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ та киле янӑ. Сергей вара самаях суранланнӑ пулнӑ. Халӗ вӑл килте выртать, ыратнине ирттерекен эмел ӗҫет.
Люк уҫӑ пулнӑшӑн кам айӑплӑ? Йӗпреҫ хула администрацийӗ ҫав ҫӑла халӗ хупнӑ ӗнтӗ. Шар курнӑ Сергея 2 пин тенкӗ парса пулӑшма шантарнӑ. Сергейӑн амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, администраци ывӑлӗнчен каҫару та ыйтман.
Шупашкарта общество транспорчӗн тепӗр икӗ чарӑнӑвӗ пулӗ. Павильонсене вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ, вӗсем кӗҫех ӗҫлесе каймалла.
Пӗрремӗшӗ «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ умӗнче пулӗ. Унта унчченхи «Ленин Комсомолӗн урамӗ» чарӑнӑва куҫарнӑ. «Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ» чарӑну вара «Раҫҫей» хӑна ҫуртне хирӗҫ пулӗ. Унччен вӑл кӑштах аяккарах ларнӑ.
Тӗрӗссипе, павильонсен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлесе каймалла пулнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чарӑнусене пӑхса ҫаврӑннӑ, ун чухне вӑл ҫӗнӗ павильонсем чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлесе каяссине пӗлтернӗ. Хальхинче ҫӗнӗ чарӑнусем ҫак эрне вӗҫӗччен ӗҫлеме пуҫлассине каланӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче пурӑнакан Матрена Ямброськина паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.
Тыл ӗҫченӗ хӑйӗн чаплӑ юбилейне ачисемпе, мӑнукӗсемпе, кӳрши-аршипе тата тӑванӗсемпе паллӑ тунӑ. Саламлама ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Игорь Живоев, Акчикасси ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Ольга Сергеева ятарласа пынӑ, Владимир Путин Президентӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.
Каласа хӑвармалла: Матрена Филипповна Октябрь революцийӗн вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин терт-нушине курнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл фронтри салтаксемпе офицерсем валли ҫӗрулми типӗтнӗ. Кайран Павел Ямброськина качча тухнӑ, вӗсем пӗрле ултӑ ача ӳстернӗ. Матрена Филипповна «Путь Ильича» колхозра тар тӑкнӑ.
«Эпӗ чи пуян хӗрарӑм, — тет юбиляр. – Манӑн мӗн кирли йӑлтах пур: ачасем, вунӑ мӑнук, тӑватӑ кӗҫӗн мӑнук. Патшалӑх пенси парать. Хӑш-пӗр чухне ӑна ӑҫта чикмеллине те пӗлместӗп».
Паян Чӑваш Енре патшалӑх истори архивӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ хута кайнӑ. Ҫурта уҫма федерацин архив агентствин ертӳҫи Андрей Артизов, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра 750 пин ытла документа упранайӗ.
Михаил Игнатьев Андрей Артизовпа Правительство ҫуртӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Енре архив тытӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ нумай ыйтӑва тишкернӗ.
Хӑна пирӗн республикӑра архив ӗҫӗсен уйрӑмӗн пурлӑхпа техника бази чылай ҫӗнелнине, тытӑм ырӑ енне улшӑннине палӑртнӑ. Вӑл Патшалӑх архивӗн ҫуртне тӗпрен юсанине пысӑка хурса хакланӑ. «Объектра условисем ӗҫлеме ҫителӗклӗ. Документсем ӗмӗрӗпех паха упранасси те паллӑ. Информаци технологийӗ вӑй илсе пыни савӑнтарать. Пӗр сӑмахпа калас пулсан, хальхи пурнӑҫ таппипе тӳр килет ҫак учреждени», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тата хӑйне пӑхӑнакан тӳре-шаран ӗҫ укҫине пӗчӗклетнӗ. Михаил Васильев ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Документа шӑпах паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Элтеперӗн шалӑвӗ 10 процент чакать. Кунсӑр пуҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ, правительство пайташӗсем пӗчӗкрех ӗҫ укҫи илме пуҫлӗҫ.
Ку улшӑнусем ытти пысӑк тӳре-шарана та пырса тивме пултараҫҫӗ. Документра Чӑваш Енри ытти патшалӑх органӗнче тӑрӑшакансене те шалӑва 10 процент сахалрах тӳлеме сӗннӗ.
Сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин патшалӑх ертӳҫин ӗҫ укҫине 10 процент чакарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Михаил Игнатьев та шалӑва пӗчӗклетес тӗлӗшпе хушу кӑларнӑ.
Паянтанпа Ҫӗмӗрле хулине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Пачах ҫӗнӗ тени те пӗр енчен тӗрӗсех мар-ха. Сити-менеджер тилхепине тыттарнӑ ҫын унччен те район администрацийӗнче тӑрӑшнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма халӗ шаннӑ Алексей Григорьев унчченхи сити-менеджер Александр Зиновьев ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Аса илтерер, хула администрацийӗн сайтӗнче ун чухне А. Зиновьевӑн контракчӗ тухнине хыпарланӑччӗ.
Алексей Григорьев ҫӗнӗ должноҫе паянтанпа йышӑннӑ. Унӑн ӗҫ вӑхӑчӗ хальхи созыври хулари Депутатсен пухӑвӗн вӑхӑчӗ тухиччен пырӗ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнче ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ ларӑвне республикӑн вице-премьерӗ — экономика министрӗ Владимир Аврелькин та хутшӑннӑ.
Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ку хутӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служащийӗ пирки калакан Чӑваш Республикин саккунӗн 7-мӗш тата 15-мӗш статйисене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе хӑварассипе ҫыхӑннӑ проекта пӑхса тухнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев саккун проектне РФ Президенчӗ кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ 478-мӗш Указа тӗпе хурса йӗркеленине пӗлтернӗ.
Проектпа килӗшӳллӗн, ҫакӑн пек ылмашусем пулӗҫ: аслӑ должноҫри патшалӑх граждан служащийӗсен маларах 6 ҫул специальноҫпе ӗҫленӗ стаж пулмалла пулнӑ, халӗ вӑл пӗчӗкленсе 4 ҫула ҫитӗ, тӗп должноҫрисен 4 ҫултан икӗ ҫула куҫӗ, ертсе пыракан ушкӑнрисен ӗҫ стажӗ пулнипе пулманни пӗрех.
Хваттере саккуна пӑхӑнсах тара панӑ-и? Шупашкарта кунашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртас тӗллевпе рейд ирттереҫҫӗ. Кун пирки Шупашкарти Калинин район администрацийӗ пӗлтерет.
Юлашки вӑхӑтра тӳре-шара кунашкал 23 рейд ирттернӗ, 388 хваттере тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 140-шне ҫынсем тара тытса пурӑнни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Ку рейда мӗншӗн ирттереҫҫӗ-ха? Ҫапла майпа тӳре-шара хыснана налук ытларах кӗтӗр тесе тӑрӑшать, ҫавна май «сӑрӑ шалу» тӳлекенсене тата хваттер тара паракансене тӗрӗслеҫҫӗ.
Рейд хыҫҫӑн налук служби хваттер хуҫисене тӗпчеве килмелли пирки пӗлтернӗ.
Шупашкарта Китайри Аньцин хулинчи делегаци пулнӑ. Икӗ ен экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулура Шупашкарта Китайри автобуссене ҫӳреттересси пирки калаҫнӑ. Хулара хальлӗхе троллейбуссемпе автобуссем ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Троллейбусӑн линине тӑсмашкӑн йывӑр, автобус бензинӗ вара тавралӑха варалать. Мӗн тумалла? Электробуссем ямалла. Ҫапла калаҫса татӑлнӑ тӗлпулура. Вӗсем экологи тӗлӗшӗнчен те таса-мӗн.
Аньцинра унашкал транспорта кӑлараҫҫӗ. Шупашкар чиновникӗсем ӑна хула валли туянасшӑн. Ку кӑна мар, Шупашкарта Аньцинпа пӗрле ҫак производствӑна хута ярасси пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Аса илтерер: 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта транспорт реформи пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |