Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ӗҫченӗсем Тӗп пасар умне рейда тухнӑ. Пасар ҫывӑхӗнче карчӑк-кӗрчӗк суту тума юратать-ҫке-ха.
Унта сӗт юр-варӗ (тӑпӑрчӑ, сӗт, хӑйма), тӑварланӑ ҫимӗҫсем сутаҫҫӗ. Вӗсене йӗркеллӗ те хумаҫҫӗ, хурт-кӑпшанкӑ ирӗклӗнех пырса лараҫҫӗ.
Аяла курупка лартаҫҫӗ. Вӗсене вара ҫӳп-ҫап контейнерӗсенчен йӑтса килеҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, ял ҫыннисем ҫимӗҫсене ҫӗр ҫине сарса хурса сутаҫҫӗ.
Йӗркене пӑсса суту тӑвакансене хӑваласа янӑ. Кунашкал рейдсем кашни кун иртессине пӗлтереҫҫӗ. Сутакансене вара ҫакна асӑрхаттарнӑ: хула администрацийӗ ялти сутуҫӑсем валли ятарлӑ вырӑнсем уйӑрса панӑ. Ку ыйтупа Тӗп пасар ертӳлӗхӗпе 2015 ҫултах калаҫса татӑлнӑ. Унашкал ҫынсене йӳнӗ вырӑн уйӑрса панӑ: кунне 30 тенкӗрен пуҫласа.
Шупашкар çынни // 2266.7.7219
2018.07.16 23:57 | |
Ĕлĕк вĕсенчен нумайрах илнĕ пуль. 30 тĕнке пулсан - ытла нумай мар пуль. Хамăр ял çыннисене хута кĕмеллеччĕ. | |
