
Шупашкар хулинче ыркӑмӑллӑх сестрисен класӗ уҫӑлнӑ. Вӗсене Медицина колледжӗнче вӗрентӗҫ.
Ҫак колледжра ыркӑмӑллӑх сестрисене унччен те вӗрентнӗ-ха. 2006 ҫулта Шупашкар тата Чӑваш епархийӗ пулӑшнипе ятарлӑ программӑна пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн чухне унтан 44 специалист вӗренсе тухнӑ.
Хальхинче ыркӑмӑллӑх сестрисен класӗнче 16 хӗр студент ӑс пухӗ. Вӗсем «Акушер ӗҫӗ» специальноҫа алла илӗҫ. Хӗрсем тӗн дисциплинисене та тарӑнрах ӑса хывӗҫ. Ку енӗпе вӗсене преподавательсем кӑна мар, психологсемпе пачӑшкӑсем те вӗрентӗҫ.

Чӑвашсем христос турра ӗненме пуҫлани ҫинчен фильм ӳкересшӗн.
Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем христос тӗнне йышӑнни пирки фильм ӳкерес ыйтӑва РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков «Спас» телеканал ертӳҫипе Борис Корчевниковпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Кино урлӑ чӑвашсем тӗнпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене ламран лама парса пынине, ҫавна май тӗн культурӑн пӗр пайӗ пулса тӑнине кӑтартса парасшӑн.
Депутатпа журналист православипе ҫыхӑннӑ пуҫарусене пулӑшассине те сӳтсе явнӑ.

Шупашкарти Ҫветтуй Троица арҫынсен мӑнастирӗнче Африкӑри семинаристсем практикӑра пулнӑ.
Вӗсем Чӑваш Енри тӗрлӗ храмра пулса курнӑ. Ҫавӑн пекех мӑнастирти ӗҫ-хӗле хутшӑннӑ: территорире ӗҫленӗ, чечексемпе газонсене шӑварнӑ.
Ют ҫӗршывран килнӗ хӑнасене Атӑл тӑрӑх уҫӑлма та илсе кайнӑ. Паруслӑ карап ҫинче вӗсем хӗвел аннине сӑнанӑ.

Чӑваш Енре ачасене пӗр кунлӑха мӑнастире яма пулать. Ку – ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн. Чӑваш Енре «Пӗр кун – мӑнастирте» проект пуҫарнӑ. Унта республикӑри 500 яхӑн ача хутшӑнӗ.
Шӑпӑрлансене Муркаш округӗнчи тата Шупашкарти арҫынсен, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастирӗпе тата Улатӑрти мӑнастирпе паллаштарӗҫ, унти пурнӑҫ пирки каласа кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне чан ҫапма, чиркӳ тумӗсем ҫинче тӗрлеме вӗрентӗҫ. Ачасем кӗлӗсене те хутшӑнӗҫ, тропарь вулӗҫ.

Канаш епархийӗнче Екатеринбургри «Союз» православи телеканалӗн ӳкерӳ ушкӑнӗ пулнӑ.
Чӑваш Енре вӗсем икӗ кун ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Шӑхасанти Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвӗнче, вырӑнти сӑваплӑ ҫӑлкуҫ патӗнче сюжетсем ӳкернӗ.
Ӳкерӳ ӗҫне Шӑхасанти 6-мӗш «Б» православи класӗн ачисем те хутшӑннӑ.
Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвне халалланӑ кӑларӑм ҫулла эфира тухӗ.

Вӑрнар округӗнчи Эльмен ялӗнче ӗлӗкхи чиркӗве консерваци тӑвасшӑн. Ҫапла культура палӑкне упраса хӑварса ӑна кайран юсаса ҫӗнетме пултарӗҫ. Ҫакна «Культура аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн тӑвасшӑн.
Ҫак ялти Хусан чиркӗвне 1825 ҫулта вырӑс классицизмӗпе хӑпартнӑ. Ӑна тума тӑватӑ ялта пурӑнакан ҫынсем пухнӑ. Чиркӗве 1930 ҫулсенче хупнӑ. Унта клуб, минераллӑ удобренисен склачӗ пулнӑ.

Кӑшарни ҫитет. Кӑҫал Чӑваш Енре вакра шыва кӗмелли 118 вырӑн хатӗрлеме палӑртнӑ. Вӗсенчен 96-шӗ чиркӳсен ҫывӑхӗнче пулӗ.
Шупашкарта шыва кӗмелли вырӑнсене Сосновка тата Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ патӗнче хатӗрлӗҫ. 7-мӗш маршрут ҫур ҫӗр иртни 2 сехетчен ҫӳрӗ. Ҫав вырӑнсенче трапсем тӑвӗҫ, ӑшӑ палаткӑсем лартӗҫ. Вӗри чейпе, кукӑльпе сӑйланма та май пулӗ.
Ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттараҫҫӗ: кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран пӑр ҫӳхе.

Шупашкара каллех Ҫветтуй Матрона турӑшне илсе килӗҫ. Пирӗн пата вӑл ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫитӗ. Кунта авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен пулӗ.
Ҫветтуй Матрона Московская пирӗн республикӑна унччен те килнӗ. Православи тӗнне ӗненекенсем вара ӑна каллех илсе килме ыйтнӑ. Ковчега ҫветтуйӑн тӑвӑн тӑрӑхӗнчен Шупашкар епархине ҫитерӗҫ. Матрона Московская Тула облаҫӗнче 1881 ҫулта хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл мӗн пӗчӗкрен суккӑр пулнӑ, анчах пӗрмай кӗлтунӑ пуласлӑха каланӑ, чирлисене сыватнӑ.
Ковчега ҫурлан 26-мӗшӗнче Введени кафедра соборӗнче кӗтсе илӗҫ.

Шупашкар округӗн тӗп пульницинче, Кӳкеҫ поселокӗнче, часавай туса лартнӑ. Ӑна Лука ҫветтуйӑн, Симферополь тата Крым архиепископӗн, ятне панӑ.
Ахальтен мар. Крымри Керчь хулинче 1877 ҫулта ҫуралнӑ Лука Киеври медицина унивеситетӗнчен вӗренсе тухсан чухӑнсене сиплеме пулӑшнӑ. Вӑл медицинӑра ҫӗнӗ енсем шутласа кӑларнӑ. 1923 ҫулта Лука ятпа манаха тухнӑ. 1946 ҫулта ӑна Симферополь тата Крым архиепископне лартнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вӑл йывӑр аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ.

Чӑваш митрополийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр епархине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ку тивӗҫе Шупашкар епархийӗн клирикне Феодосий (Шитов) игумена шаннӑ.
Феодосий 2011 ҫултанпа арҫынсен Александр Невский православи мӑнастирне ертсе пынӑ. Вӑл (Антон Михайлович Шитов) 1968 ҫулта Шупашкарта служащисен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1994 ҫулта Феодосий Киево-Печорский ятпа манаха тухнӑ. 10 ҫултан ӑна игумен санне панӑ. Ҫав ҫулах вӑл Чулхулари тӗн семинарине пӗтернӗ.
