«Халӗ, ҫынсем психика тӗлӗшӗнчен айланнӑ тапхӑрта, татса памалли ыйту чылай пирӗн. Ҫакӑ информаци сахаллипе те ҫыхӑннӑ. Ҫынсем хӑйсен чирлӗ тӑванӗсене питӗ кая юлса илсе килеҫҫӗ. Психиатрсенчен пулӑшу ыйтма маларах пырсан чылайӑшне сыватма та май килӗччӗ. Ҫавӑнпа ҫирӗплетсех калатӑп: психиатрсем патне кайма вуҫех хӑрамалла мар», — тенӗ Дон ҫинчи Ростоври центрӑн ертӳҫи Ольга Бухановская паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта иртнӗ ҫавра сӗтелте. Унта тӗрлӗ регионти психиатри пульницисен тӗп тухтӑрӗсем, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсемпе облаҫсен тӗп психиатрӗсем хутшӑннӑ.
«...Психиатри – чи кӑткӑс специальноҫсенчен пӗри, ҫавӑнпах ку енӗпе ӗҫлекен тухтӑрсен йышӗ ҫулран-ҫул чакса пырать», — палӑртнӑ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп психиатр Ринат Валинуров. Канашлура вӗсем шӑпах ҫак ыйтусене татса памалли майсене тишкернӗ.
Тухтӑрсем сисчӗвленнӗ. Ахальтен мар. Вӗсем Чӑваш Енре сысна грипӗн эпидемийӗ пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче чирлекенсен йышӗ нумайланӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗн даннӑйӗсене илсе кӑтартать: кӑҫал ытларахӑшӗ сысна грипӗпе чирлеме пултарӗ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чирлекенсен йышӗ нумайланма тытӑнӗ. Кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче вара эпидеми пикӗ пулӗ.
Тухтӑрсем чирлес мар тесен прививка тума сӗнеҫҫӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ӗненес тӗк, пӗр ҫынна прививка тума 200 тенкӗ кирлӗ. Чирлесен сипленмешкӗн вара 700 тенкӗ тухса каять.
Шупашкарти тухтӑрсем чи нумай шалу илеҫҫӗ. Ӗненместӗр-и? «Avito Работа» пӗтӗмлетӗвне тишкерӗр.
Чӑваш Енри тухтӑрсен ӗҫ укҫи 70 процент ӳснӗ-мӗн, Питӗрти, Екатеринбургри, Пермьри специалистсен шайне ҫитнӗ.
Экспертсем «Медицина, фармацевтика» категорири ӗҫ укҫине тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейри тухтӑрсем вӑтамран 35,5 пин тенкӗ шалу илеҫҫӗ. Шупашкарта вара вӑтам кӑтарту унран та пысӑкрах пулнӑ: 39,6 пин тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр вара ку кӑтарту 23,2 пин тенкӗ пулнӑ.
Омскари Брянскри медиксем вара сахал укҫа илеҫҫӗ: 17,8 пин тата 18 пин тенкӗ. ЧР Сывлӑх сылавӗн порталне тишкермесӗр хӑварар мар. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче Чӑваш Енри тухтӑрсен вӑтам ӗҫ укҫи 35,1 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкарти пӗр медицина учрежденийӗнче ӗҫлекен тухтӑр тӗлӗшпе Шупашкар полицийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Унашкалли Раҫҫейре пӗрремӗш пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейри антидопинг агентствин материалӗсене тӗпе хурса пуҫарнӑ. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухтӑр спортсмена «Реамберин» препарат панӑ. Вӑл вара спортра усӑ курма юраман эмелсен йышне кӗрет.
Полицейскисем дознани вӑхӑтӗнче тухтӑр допингпа усӑ курнӑ тесе нимӗнле айӑп та тупман. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче ачана ҫӗнӗ меслетпе операци тунӑ. Кун пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ку операцие Чӑваш Енӗн тӗп нейрохирургӗ Павел Святочевский республикӑри ача-пӑча клиника больницин нейрохирургӗпе Владимир Родионовпа тата Чӑваш Енӗн тӗп анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа пӗрле тунӑ. Пӗчӗк пациента пуҫ мимин юн пусӑмӗн датчикне вырнаҫтарса панӑ.
Ҫак мониторпа ачасемпе аслисене сипленӗ чухне те усӑ кураҫҫӗ иккен. Анчах паянхи кунччен республикӑра унпа усӑ курса ачасене операци туман. Ҫак хатӗр пациентӑн сывлӑхне тӗрӗс палӑртма, пусӑм улшӑнӑвне курса тӑма, диагнозне пӗлсе сиплеве кирлӗ пек йӗркелеме май парать.
Шупашкарта икӗ медсестрана чирлӗ ҫыннӑн картти ҫинчен укҫа илнӗ тесе шухӑшланӑран йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шурӑ халатлисем 6 пин тенкӗ ытларах укҫана хӑйсен тунӑ.
Усал хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ.
47 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе пынӑ иккен. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Сипленсе тухнӑ хыҫҫӑн арҫын банк картти ҫухалнине асӑрханӑ. Унӑн кодне вӑл паспортра тытнӑ.
Арҫыннӑн укҫи вӑл пульницӑра сипленнӗ чух ҫухалнӑ иккен. Пӗтӗмпе 6 пин те 500 тенкӗ ҫӗтнӗ унӑн.
Тупрана 38 ҫулти икӗ медсестра вӑрланӑ иккен. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, ҫапла хӑтланнишӗн ӳкӗннине палӑртнӑ.
Кукӑр алӑллӑ хӗрарӑмсем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем часах пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти тӑватӑ пульницӑра уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун ҫынсем унта пырса специалистсемпе канашлама пултарӗҫ.
Шӑматкун Хулари 1-мӗш клиника пульници, Хулари 7-мӗш пульница, Республикӑри кардиологи диспансерӗ тата Республикӑри наркологи диспансерӗ пуриншӗн те уҫӑ пулӗҫ.
Хулари 1-мӗш клиника пульницин 1-мӗш поликлиникинче ҫынсем пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсемпе тата ансӑр специалистсемпе канашлама пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех флюорографи тума май пур.
Хулари 7-мӗш пульницӑра терапевтпа, педиатрпа, ансӑр специалистсемпе канашлама май пулӗ. Направлени илсен ЭКГ, УЗИ, рентген, флюорографи тума тата юна пама пулать.
Республикӑри кардиологи диспансерӗнче физиотерапевтсем, кардиологсем, наврологсем йышӑнӗҫ. Наркологи диспансерӗнче вара наркотикрен мӗнле хӑталмалли пирки калаҫӗҫ.
Пациентсен хӑйсен ҫумӗнче полис, паспорт пулмалла.
Иртнӗ эрнекун РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ҫӗршыври ҫак ведомствӑна йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ пуху ирттернӗ. Уява тухтӑрсене те чӗннӗ. Анчах ӳпке-пӗвер, ал-ура тӗрӗслекенсене мар. Республикӑри психиатри пульницинче тӑрӑшакансем пухӑвӑн хаклӑ хӑнисенчен пӗрисем пулнӑ.
Следстви управленийӗнче ӗҫлекенсем пӗрлехи ӗҫшӗн тав тунӑ май вӗсен профессионализмне пысӑка хурса палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курнине те ырӑпа асӑнса хӑварнӑ.
Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче управленипе пульница пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене медицинӑпа психологи пулӑшӑвӗ парасси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Преступление пула шар курнӑ 53 ачана пулӑшнӑ та иккен.
Тӗпчевҫӗсен Тав ҫырӑвне пульницӑн тӗп врачӗ Елена Калинина, патопсихологи лабораторийӗн заведующийӗ Оксана Рындина тата Елена Николаева медицина психологӗ тивӗҫнӗ.
«Ылтӑн кӗркунне поэтсемпе писательсен кӑна мар, вируссен те юратнӑ тапхарӗ», — палӑртнӑ ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче ирттернӗ селекторлӑ канашлура. Унта сыватмӑшсен тӗп тухтӑрӗсем ҫывхарса килекен грипп тата ОРВИ тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫак амаксенсен хӳтӗленме вӗсем прививка туса хӑтӑлмаллине аса илтернӗ, кун пирки халӑха май пур таран ытларах пӗлтермеллине палӑртнӑ.
Вакцинаци — паянхи кун чи витемлӗ мел, прививка тунисен 80-90% гриппа вуҫех чирлемест. Аптӑраса ӳксен те темччен нушаланмасть. Унсӑр пуҫне прививка ҫынна 12 уйӑх таран гриппа ОРВИрен упрать. Палӑртма кӑмӑллӑ: ӗнерхи кун тӗлне республикӑри 182 пин те 372 ҫын прививка туса сезон чир-чӗрӗнчен хӳтӗленнӗ. Тепӗр самант: пӗлтӗр Чӑваш Енре пурӑнакансен 42,3% прививка тунӑ, кӑҫал ку йыша 43% ҫитерме палӑртнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче
«композици» специальноҫа алла илме вӑтамран миллиона яхӑн тухса кайнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Композици» специальноҫне суйласа илнисен вӗренсе тухиччен 716 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку вӑл — хамӑр ҫӗршыврисен. Чикӗ леш енчен килнисен 1,2 миллион тенкӗ шӑкӑрт кӑна кӑларса хума тивӗ.
Кӑҫал ЧПУра хысна вырӑнӗсене 900 ытла пӑхса хӑварнӑ. Анчах вӗсен шутӗнче медицина факультетӗнчи специальноҫсем ҫук. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫурла уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитменнине эпир те пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче хускатнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |