
Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем арҫын ачан сӑмсинчен вӑлта ҫекӗлне кӑларнӑ.
Вӑл юлташӗпе пулла кайнӑ. Вӑлта ҫекӗлӗ унӑн сӑмсине ӑнсӑртран ҫӑкланнӑ. Ӑна хӑй тӗллӗн кӑларма пултарайман паллах, пульницӑна кайма тивнӗ. Уйрӑм заведующийӗ Регина Федорова каланӑ тӑрӑх, тухтӑрсем малтан ҫав вырӑна тасатнӑ, унтан суранран ҫекӗле кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫамрӑк пулӑҫа киле янӑ.
Кун пек тӗслӗх пӗрре кӑна пулман. Кун пек суран хӑрушла курӑнать паллах. Анчах тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулла ҫакнашкал тӗслӗх самай тӗл пулать.
Аса илтерер: кӑҫал офтальмологсем 13 ҫулти арҫын ачан куҫ хупанкинчен вӑлта ҫекӗлне кӑларнӑ.

Санитари вертолечӗ Улатӑр хулинчи арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
70 ҫултан иртнӗ арҫынна малтан васкавлӑ медпулӑшупа районти пульницӑна илсе пынӑ. Унӑн чӗре таппи 35 кӑна пулнӑ. Тухтӑрсем канашланӑ та пациента Шупашкар хулине ӑсатма йышӑннӑ, санитари вертолечӗ чӗнме заявка панӑ. Ҫапла вертолет арҫынна 180 ҫухрӑм аякри хулана 40 минутран илсе ҫитернӗ.
Юрать-ха, вертолет борчӗ ҫинче пациентӑн юн таппи кӑшт лайӑхланнӑ. Шупашкарти пульницӑра ӑна ЭКГ, УЗИ тунӑ, анализ илнӗ. Кайран тухтӑрсем операци туса кардиостимулятор вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын хӑйне аванрах туйма пуҫланӑ.

Хулан 1-мӗш клиника пульницине хӗрарӑм килнӗ, унӑн сывлӑхӗ тӑрук япӑхланнӑ.
Икӗ ҫул каялла кӗлетке йывӑрӑшне йӗркене кӗртме унӑн хырӑмлӑхне силиконлӑ гастробаллон лартнӑ иккен. Ун пеккине 6-12 уйӑхлӑха вырнаҫтараҫҫӗ. Анчах пациентка ӑна вӑхӑтра кӑларттарайман.
Тухтӑрсем баллон кӑмпасемпе витӗннине асӑрханӑ. Хӗрарӑмӑн сепсис тата перфораци аталанма пултаранӑ. Пациенткӑна часрах пульницӑна вырттарса ҫав кунах операци тунӑ. Йӗпсем пулӑшнипе тухтӑрсем баллонран 600 миллилитр шыв, кайран ятарлӑ хатӗрпе баллона кӑларнӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Эндоскопи уйрӑмӗн заведующийӗ Алексей Естифеев ку йывӑр тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Вӑл гастробаллонсене хырӑмлӑхра срокран ытларах хӑварма юраманнине аса илтернӗ.

Чӑваш Енри пӗр арҫын ӑнсартран шал протезне ҫӑтса янӑ.
Арҫын шӑл протезне астумасӑр ҫӑтса янӑ хыҫҫӑн тӳрех больницӑна васкаман-ха — вӑл сахалтан та ҫавӑн пек пӗр 10 кун пурӑннӑ. Тата ниҫта та каймастчӗ пуль-ха: сӑлтавсӑрах ӳслӗк тапӑнни канӑҫсӑрлантарнӑ. Вара вӑл тухтӑрсем патне кайса пӑхас тенӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницинчи тухтӑрсем арҫынӑн бронхӗнче темӗскер пуррине асӑрханӑ. Малтан вӗсем томографи туса тӗрӗсленӗ, кайран — рентген. Ҫавӑн чухне вӗсем 5 шӑлтан тӑракан протез ӳпкере ларнине асӑрханӑ.
Протеза арҫын ӳсӗрсе ҫӳреме пуҫличчен кӑшт маларах ҫухатнӑ иккен. Епле ҫӑтса янине хӑй те сисмен, протез ҫухалнине асӑрхасан та ним пулман пекех пурӑннӑ.
Тухтӑрсем 55 ҫулти арҫыннӑн протезне туртса кӑларма пултарнӑ.

Пӗр кунта ҫавӑн чухлӗ ача наркӑмӑшланнӑ-ши тесе пӑлханса ан ӳкӗр-ха. Кунта сӑмах ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пулса иртнӗ пӑтармах пирки пырать.
Шар курнӑ шӑпӑрлансене Республикӑн ача-пӑча клиника больницине илсе пынӑ. Республикӑн ача-пӑча клиника больницинче Токсикологи уйрӑмӗ ӗҫлет, унта пӗчӗк пациентсене талӑкӗпех пулӑшаҫҫӗ.
Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекӗн тӗп сӑлтавӗ — ача-пӑча ҫӗннине пӗлме ӑнтӑлни. Эпир вара хамӑр енчен ҫакна та хушса калар: хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне питех чарсах каймаҫҫӗ. «Хамӑр та ача пулнӑ», — теме юратаҫҫӗ.
Ача-пӑча йӑлари химие ас тивсе пӑхать, эмел ҫӑтать, хӑрушӑ ытти япалана илсе ҫӑварне хыпать. Асларах ҫулхи ачасене сӑмахпа ӑнлантарса пама май килет-ха, пӗчӗккисенчен вара ун пек япалана ал ҫитмен вырӑна пытарса хумалла.

Етӗрне округӗнче пурӑнакан 76 ҫулти хӗрарӑм тӑрук хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ – сывлӑш ҫитмен, вӑл сывласа илеймен.
Ҫав самантра ун патне шӑпах кӳрши кӗрсе тӑнӑ. Вӑл мӗн пулса иртнине курсан часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ӑна Етӗрне районӗн тӗп пульницине илсе ҫитернӗ. Унти специалистсем унӑн инфаркут пулнине палӑртнӑ. Сывлӑхне кӑштах йӗркене кӗртме май килнӗ, анчах пурнӑҫне ҫӗр проценчӗпех ҫӑлса хӑварас тесен операци тумалла пулнӑ. Ӑна вара Шупашкарти тухтӑрсем кӑна пурнӑҫлаҫҫӗ.
Машинӑпа каяс тӑк – вӑхӑт хаклӑ, ҫапла санавиаци чӗннӗ. Вертолет хӗрарӑм Шупашкара ҫур сехетренех илсе ҫитернӗ. Унта вара тухтӑрсем ҫийӗнчех операци тунӑ.
Халӗ вӑл хӑйне йӗркеллех туять. Кардиологсем ӑна сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре тӗлӗнмелле пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Унта ачасем тетте-машинӑпа ярӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Кун пек транспорта проката илме пулать.
Хӗрлӗ тӳремре час-час пулакансем каланӑ тӑрӑх, машина рулӗ умне ачасемпе пӗрле аслисем те кӗрсе лараҫҫӗ, вӗсем пӗчченшерӗн те ярӑнаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫавӑн пек пӗр машина тӗреклӗ арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре арҫын хытах аманнӑ, унӑн ура хуҫӑлнӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене тата патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене чӗнсе илнӗ.
Тӗрӗссипе каласан, унта электросамокатпа ярӑнма юрамасть иккен, анчах ача машинисене вара проката илсе ярӑнса ҫӳреме чармаҫҫӗ. Халӑх ҫуран уҫӑлса ҫӳреме юратакан илемлӗ вырӑнта каҫсерен ҫын уйрӑмах йышлӑ.

Республикӑри кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем, Михаилпа Елена Протасовсем, каллех Эльбрус тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ. Вӗсем 5642 метр ҫӳллӗшне 5 сехет ҫурӑра парӑнтарнӑ.
Ҫӑмӑл килмен вӗсене. Маларах юр вӑйлӑ ҫунӑ, 10 метр аякри те курӑнман. Ҫавна май альпинистсен ним курмасӑр Эльбрус ҫине хӑпарма тивнӗ.
Сӑмах май, унччен Протасовсем Килиманджаро тӑвне парӑнтарнӑ. «Ҫӳлте пӗр ансат япалана ӑнланатӑн. Чӗре юн хӑвалать кӑна мар, вӑл ура утма хирӗҫлесен сана малалла тӗкет. Операци пӳлӗмӗнчи эпир пациентсен чӗре таппине йӗркелетпӗр. Кунта вара хамӑрӑнне тӗрӗслетпӗр», — тенӗ Михаил Протасов. Вӑл – юн тымарӗсен хирургӗ тата пай заведующийӗ. Мӑшӑрӗ – тухтӑр анестезиолог-реаниматолог.

Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 59 ҫулти хӗрарӑм – виҫӗ ача амӑшӗ тата тӑватӑ ача асламӑшӗ-кукамӑшӗ – гинеколог патӗнче 10 ҫул ытла пулман. Унтан-кунтан ыраткаланине вӑл ӳсӗмпе ҫыхӑнтарнӑ та пульницӑна кайман.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче вара тухтӑрсем УЗИ тусан унӑн амалӑхӗнче темӗн ӳснине палӑртнӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн гинекологсем операци тумаллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑма кӗлетке виҫине чакарма та сӗннӗ вӗсем.
Утӑ уйӑхӗнче тухтӑрсем операци тунӑ. Вӑл 2 сехете тӑсӑлнӑ. Тухтӑрсем амалӑха миомӑпа пӗрле касса кӑларнӑ. Миома 2,5 килограмам тайнӑ, 22х20 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.
Хӗрарӑм тухтӑрсене тав тунӑ. Вӑл пульницӑран тухнӑ, халӗ ахаль пурнӑҫпах пурӑнать.

Васкавлӑ медпулӑшу пульницин «Красноармейски районӗн тӗп пульници» филиалне ҫамрӑк офтальмолог ӗҫлеме килнӗ. Вӑл – Виктория Геннадьена Федорова.
Студент чухне Виктория Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче анестезиологи-реанимаци тата хирурги уйрӑмӗсенче медицина сестринче ӗҫленӗ, опыт пухнӑ.
Университетра вӗреннӗ чухне Викторийӑна офтальмологи енӗпе занятисен ярӑмӗсем килӗшнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл ӑнланнӑ: ку – унӑн специальноҫӗ.
