Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Урезеево ялӗнче чӑн чӑвашла туй ирттернӗ. Кунта чуна чи савӑнтараканни чӑн чӑвашла туй йӗркелени кӑна та мар — авалхи йӑласем манӑҫаҫҫӗ пулин те, Турра шӗкӗр, чӑвашла туй аваллӑхах юлайман-ха. Хӑпартлантараканни — унти чӑвашсен чӑвашла туйне РЕН ТВ канал хӗлле телевизорпа кӑтартасси.
Телевиденире ӗҫлекенсем наци йӑли-йӗркине кӑтартакан проекта хута янӑ пулинех теме те пулать пек. Пур-ши ун пекки ҫав каналӑн е ҫук-ши — калаймӑпӑр. Аксу районӗнчи Надежда Пименовӑпа Петр Ваструков телекамера умне каналӑн «Тӑватӑ туй» проектне хутшӑннӑ май лекнӗ. Тупӑшас ӗмӗтне палӑртса малтанласа Надя анкета шӑрҫаланӑ. Кӗҫех вӑл Мускав, Питӗр тата Пенза пикисемпе пӗрле проекта лекнӗ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, пикесен хӑйсемпе тупӑшӑва тухнисен туйӗсене хакламалла. Питӗрпе Пензӑра туй иртнӗ те иккен, каярах Мускав хӗрӗн туйне ӳкерӗҫ.
Чӑваш туйне тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркипе ирттернӗ. Мӗнпур саманчӗ пирки кӗске информацире тӗплӗн каласа параймӑпӑр. Пӗрне вара асӑнар — каччӑ килне ҫитсен хӗре тухья хывтарса хушпу тӑхӑнтартнӑ.
ҪӖР | 23 |
Юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем хӑйне евӗр туйсем ирттерме пӑхни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ик ҫул каялла, сӑмахран, байкерла тумланнӑ ҫамрӑксем туй кӗрлеттернӗччӗ. Пулас мӑшӑрсем хӑйсем те, вӗсен юлташӗсем те мотоциклпа ярӑнма юратаҫҫӗ-мӗн те ҫавӑнпа туя та ыттисенчен расна ирттерме шут тытнӑччӗ вӗсем.
Халӗ, ав, Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакан Ранис Шайдулловпа Рилия Мухаметзянова тутарла туй ирттернӗ. Хӑйсен наци тумне вӗсем кӑна мар, туя пынӑ хӑнасем те тӑхӑннӑ. ЗАГСра та тутар кӗвви янӑранӑ, ура хуҫасла тутар ташшисене ташланӑ. Туйри тӗп ӗҫме-ҫиме шутӗнче чак-чак пулнӑ. Ҫамрӑксене пылпа ҫу парса телей пилленӗ.
Сӑнсем (30)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |