Патӑрьел районӗнче иртнӗ шӑматкун А151 (Ҫӗрпӳ–Чӗмпӗр) ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ — Мазда ҫӑмӑл урапа (машина) аслӑ ҫул ҫине тухнӑ вӑхӑтра Камаза ирттерсе яман. Ҫапла май икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкек ҫурҫӗр ҫитеспе, 23:32 вӑхӑтра пулса иртнӗ. 26 ҫулти водительпе пӗрле малта ларакан хӗр вырӑнтах вилсе кайнӑ, хыҫалта ларса пынӑ икӗ ҫынна вара Патӑрьелти тӗп район пульницине ӑсатнӑ.
«Руль умӗнче» канашлури калаҫӑва хутшӑнакансем пассижирсемпе малта ларакан хӗр пиҫиххипе ҫыхӑнманнине асӑрханӑ — шӑп та лӑп ҫакӑ пысӑк инкек патне илсе ҫитернӗ те. Водителӗ хӑй Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен пулнӑ теҫҫӗ.
Халӗ чӑвашла туй кӗрлеттерекенсем юлмарӗҫ те пулӗ. Пинте пӗрре тӗл пулсан кӑна. Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасра вара чӑвашла туй кӗрлеттернӗ.
Анастасия тата Леонид Мокшинсем ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсемпе тус-юлташне кӗрекене пухнӑ. Хӑна-вӗрле туй ӗҫкине тӗрӗллӗ чӑваш кӗпи, илемлӗ саппун ҫакса пынӑ. Туй арӑмӗсем купӑс кӗввипе чӑвашла ташласа, юрласа ҫамрӑк ҫемьен пӗрремӗш уявне илем кӳнӗ.
Канашра шӑматкун ыттисенчен расна туй иртнӗ. Хальхинче Раҫҫей тата Украина ҫыннисем пӗр ҫемьене тӗвӗленнӗ.
Туя ҫамрӑксем наци йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттернӗ-мӗн. Тӗрӗллӗ ҫипуҫ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑна чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ертӳҫӗ ҫырӑнтарттарнӑ. Пикен Украинӑран килнӗ тӑванӗсем пурте наци тумне тӑхӑннӑ.
Украина хӗрӗпе пӗрлешекен каччӑ умне унти халӑх йӑлипе тӗрленӗ ал шӑлли хурса панӑ. Ун ҫине ура ярса пусни шӑпана яланлӑха пӗрлештерни пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫырӑннӑ самантра чӑвашла тата украинла юрӑсем янӑратнӑ, саламӗ виҫӗ чӗлхепе янӑранӑ.
Сӑнсем (19)
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Шуркасси ялӗнче Евгенийпе Ирина туй кӗрлеттернӗ. Уяв хӑйне евӗр иртнӗ. Туйра чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпе хунӑ.
Шуркассине ҫав кун Елчӗк районӗнчи «Алмантай» фольклор ушкӑнӗ килнӗ, туй хӑнисене «Эй, туй килет, туй килет!» программӑпа паллаштарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, анатри чӑвашсен туй юррисене шӑрантарнӑ. Куракансем «Алмантай» ушкӑна питӗ ӑшшӑн йышӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑвашсен ӗлӗкхи туй йӑли-йӗркипе пӗрремӗш хут паллашнӑ.
Халӑх «Алмантай» ушкӑнӑн хушпӑвӗсене, тухйисене, тевечӗсене, ӗлӗкхи ҫи-пуҫне кӑсӑклансах сӑнанӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр кунашкал туйпа питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ.
Сӑнсем (4)
Халӑхсем хушшинчи журналистикӑн гильдийӗ «НацАкцент» порталта «Манӑн пысӑк наци туйӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн тӗллевӗ — ӑруран ӑрӑва куҫакан йӑли-йӗркине, Раҫҫей халӑхӗсен нумай енлӗ культурине туй ҫипуҫӗ урлӑ кӑтартасси.
Конкурса хутшӑнас текенсен авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сӑнӳкерчӗксене svadba@nazaccent.ru электрон адреспа ярса памалла. Ҫырура туя мӗншӗн наци тумӗпе ирттерес тени пирки те каласа кӑтартмалла. Тӳресем ӳкерчӗксене кӑна мар, вӗсен хуҫисен историне те хаклама шантараҫҫӗ.
Юпан 1-мӗшӗнче конкурсӑн виҫӗ ҫӗнтерӳҫине палӑртӗҫ: пӗрне профессилле журналистсем хаклӗҫ, иккӗмӗшне — сайт ҫинчи сасӑлав тӑрӑх, виҫҫӗмӗшне — «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑн урлӑ.
Конкурс пирки тӗплӗ информацие nazaccent.ru/content/12258-konkurs-moya-bolshaya-nacionalnaya-svadba-startuet.html сайтра тупмалла.
Тӑвай районӗнчи Акатуйра «Ял тӑрӑхӗсен чи лайӑх картишӗ» конкурс иртнӗ. Районти ял тӑрӑхӗсем хӑйсен картишӗсене наци йӑлине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Жюри композицие, ӳнер тӗлӗшӗнчен епле хатӗрленине хакланӑ.
Мучар ял тӑрӑхӗ халӑх ӳнер промыслине — ҫыхнине, тимӗре ӳнерленине, наци йӑлипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ тумтире — кӑтартнӑ. Кусем пирки пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, юрланӑ. Мучарсем 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Енӗш Нӑрваш тата Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗсем чӑваш туйне тата чӑваш каччине салтака ӑсатнине кӑтартнӑ. Вӗсен картишӗсем 2-мӗш вырӑна тухнӑ.
Чутей ял тӑрӑхӗ халӑха килти сӑрапа, кваспа хӑналанӑ. Тӗмер ял тӑрахӗ чӑвашсен лармине кӑтартнӑ. Хӗрарӑмсем ҫӑм арланӑ, ҫыхнӑ, халӑх юррисене юрланӑ. Чутей тата Тӗмер ял тӑрӑхӗсем виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (3)
РАШ | 18 |
Ҫак кунсенче Чӑваш ӳнер музейӗнче «Халӑх туйӗ художник куҫӗпе. Символсем, йӑла-йӗрке, сӑнарсем, хальхи вӑхӑт» ятпа курав ӗҫлет. Вӑл иккӗмӗш хутри икӗ зала йышӑнать. Тивӗҫлипе темелле. Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн диреткорӗ Юрий Исаев калашле, «Туй вӑл — пӗр ҫемье уявӗ кӑна мар. Вӑл этемлӗхӗн те, мӗншӗн тесен туйра аталану вӑйӗ пур».
Проекта пурнӑҫа кӗртме тахҫанах шухӑшласа хунӑ-мӗн. Кун пирки куравӑн кураторӗ Генадий Иванов-Орков Рита Кириллова журналистпа калаҫнӑ чух пӗлтернӗ. Урӑхларах тӑвас шухӑш та пулнӑ-мӗн. Анчах ку вӑл малашнехи утӑмӑн пуҫламӑшӗ кӑна иккенне шута илсен кӑсӑклӑ проектсем татах пулӗҫ-ха. Раштавӑн 25-мӗшӗнче, сӑмах май, регионсем хушшинчи «Халӑх туйӗ художник тата тӗпчевҫӗ куҫӗпе» ятлӑ музей конференцийӗ иртмелле.
Сӑнсем (34)
Канаш хулинче культурӑпа кану паркӗнче «Шанӑҫпа юрату йывӑҫӗ» «ӳссе ларнӑ» иккен. Кӑҫал ҫуллахи кунсенче паркра ӑсталанӑ, вырнаҫтарнӑ пысӑках мар кӳлепесем хушшинче ҫак «йывӑҫ» кану вырӑнне илемлӗрех турӗ, пуянлатрӗ.
Канаш районӗн администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ кӳлепен композицийӗ вара ҫапларах: тимӗр «хулӑсене» усӑ курса чӗресенчен йывӑҫ ӑсталанӑ, тӑрринче вара — икӗ кӑвакарчӑнсен йӑви. Йывӑҫ патне пырас тесессӗн пысӑках мар таканланнӑ кӗпер урлӑ каҫмалла.
Кӳлепе авторӗ — хула паркӗн тӗп художникӗ — Федоров Георгий Аркадьевич.
— Тахҫанах паркра ҫамрӑк мӑшӑрсем валли хитре кӗтес хута ямалли ҫинчен шут тытнӑччӗ, вӑл вырӑнта асӑнмаллӑх сӑнӳкерчӗксем тума та меллӗ пулӗччӗ. Пур хулара та хӑйне майлӑ «туй вырӑнӗ» пур. Халӗ вара ун пек кӗтес малашне Канашра та пулӗ. Йывӑҫ тӑрри икӗ кӑвакарчана пӗрлештерет, ҫакӑ вӑл тасалӑха, юратупа пӗр шухӑшлӑха символлать, — каласа парать кӳлепе авторӗ Георгий Федоров.
Кунта вара пӗр-пӗрне савакансем йӑла тӑрӑх шанӑҫлӑх ҫӑрасене ҫакаҫҫӗ, ҫакӑнтах хаваспах ӳкеренеҫҫӗ.
Криминалпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене вуласан тек тӗлӗнмелли пулмассӑнах туйӑнать. Ҫук вӗт, тем шухӑшласа кӑларакан та, тем хӑтланакан та пур.
Акӑ, ҫак уйӑхра Канашра пулса иртнӗ тӗслӗх. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче мӑшӑрсем туй тунӑ. Тепӗр кунне 24-ри каччӑ (эх, мӑнтарӑн тесси кӑна юлать) ӳсӗр пуҫпах руль умне ларса тухнӑ. Тата машини хӑйсен те пулман. Проката илнӗскер. Унпа пӗрле арӑмӗ те пулнӑ. Нумай кайнӑ-и, сахал-и, анчах часах Канашри автостанци хуралтине пырса тӑрӑннӑ. Ҫакна асӑрханӑ хуралҫӑ полицейскине пӗлтернӗ. Каччӑ машинине лартсах вырӑнтан тарса пытаннӑ. Хуҫасӑр машинӑна курса йӗрке хуралҫисем эвакуатор чӗнтернӗ. Машинӑсӑр тӑрса юлассине ӑнланнӑ каччӑ сиксе тухнӑ. Транспорта тиеттересшӗн килменнипе хирӗҫме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл йӗрке хуралҫисенчен пӗрне пуҫӗпе ҫапнӑ. Савнӑ ҫыннине хӳтӗлеме ҫамрӑк арӑм та пырса ҫитнӗ. Ӳсӗр пулин те упӑшкишӗн кар тӑрнӑ вӑл. Халӗ хӗрсем артан ирттереҫҫӗ те, полицейскисене хӗрарӑм ним мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йӗрке хуралҫипе ҫапӑҫнӑшӑн ӑна маларах та условлӑ майпа айӑпланӑ пулнӑ иккен.
«Туй кӑлтӑксӑр иртмест», — каларӑш паянхи пурнӑҫра та хӑйӗн чӑнлӑхне ҫухатман. Савӑнӑҫлӑ пулӑмра та ятлаҫса е тытӑҫса илмеллӗх сӑлтавӗ яланах тупӑнать. Ав, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Иртнӗ кану кунӗсенче республика тӗп хулинче мӑшӑрланакан икӗ чун туй савӑнӑҫлӑ иртессе шаннӑ ӗнтӗ, анчах та шанни кӑлӑха пулнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар.
Туй вӑл тепӗр майлӑ хӗвешӳ: пур те таҫта васкаҫҫӗ, тӗл паллисӗр енчен енне чупкалаҫҫӗ, темрен юласран хӑраҫҫӗ. Васкакан вара вакка сикет. Кӑна ӗнтӗ ваттисем ахальтен мар каланӑ. Хайхи туйра вара качча тухакан хӗрӗн тантӑшӗ ватӑсем каланине чухласах кайман пулмалла. Пулас мӑшӑрсем ларса пыракан урапана хуса ҫитес тесе вӑл ҫул урлӑ каҫакан ҫуран утакансене те асӑрхаман, ҫапса кайнӑ.
«НТВ» хыпарланӑ тӑрӑх вӑйлӑ ҫапӑннине пула арҫынпа хӗрарӑм темиҫе метр малалла вӗҫсе кайнӑ. Иккӗшӗ те вара хӑйсем тӗллен ура ҫине тӑма пултарайман, вӗсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне туй хӑнисем кӳнӗ. Ҫав вӑхӑтра иртсе пыракан васкавлӑ пулӑшу урапи вара икӗ шӗремете пульница леҫнӗ.
Инкекре шар курнӑ хӗрарӑмпа арҫын самай сусӑрланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |