Ҫӗнтерӳ кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти хӑш-пӗр урамсенче транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Стоянкӑсемпе те ирӗклех усӑ курма май пулмӗ.
Уявра общество транспорчӗн хӑш-пӗр маршручӗ улшӑнӗ. Халӑха меллӗ пултӑр тесе троллейбуссемпе автобуссем ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗҫ.
Аса илтерер: Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра курма пулать.
Хӑш чухне, уявсенче, Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухать. Ҫӗнтерӳ кунӗнче те ӑна курма май пулӗ. Унпа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 9-11 сехетсенче тата 14-17 сехетсенче ярӑнма пулать.
Троллейбус 1-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ. Вӑл ҫӳренине «Ӑслӑ транспорт» сарӑм урлӑ йӗрлеме пулать. Унта ӑна «Р» саспаллипе паллӑ тунӑ.
ЗИУ-5 троллейбуса, ретро-транспорта, 1964 ҫулта туса кӑларнӑ. Ӑна 2019 ҫулта юсаса уявсенче маршрут ҫине кӑларма пуҫланӑ.
Паян республикӑра ҫӗнӗ перевозчик туса хунӑ. Вӑл «Чӑваш транспорт управленийӗ» ятлӑ.
Ӑна Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсенчен туса хунӑ. Унччен вӗсем муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ.
Ҫӗнӗ предприяти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсем валли автобуссем туянма палӑртнӑ. Ҫав шутра – районсем валли те. Ҫитес вӑхӑтра 153 троллейбус туянасшӑн. Вӗсен йышӗнче автономлӑ мелпе ҫӳрекеннисем те пулӗҫ.
Паян 11 сехет те 20 минутра Шупашкарта «Ҫеҫпӗл» чарӑнуран пуҫласа «Афанасьев урамӗ» чарӑну таран троллейбус линийӗ ҫинче авари пулнӑ. Ҫавна май троллейбуссем вӑхӑтлӑха ҫӳреймен.
Вырӑна техпулӑшу машини килнӗ. Вӑл троллейбуссене куҫарма пулӑшнӑ. Пӗр троллейбуса вара, 18-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскере, водитель тата пассажирсем тӗксе куҫарнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуспа ҫӳреме хакланӗ. Яланхи пекех билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ.
Ҫапла майпа билет хакӗ 23-рен 25 тенке ҫитӗ. Карточкӑпа тӳлесен вара 23 тенкӗ пулӗ /халӗ 21 тенкӗ/. Проездной халӗ 1260 тенкӗ тӑрать-тӑк ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 1380 тенкӗ пулӗ. Шкул ачисемпе студентсен проезднойӗ 750 тенкӗ мар, 828 пулӗ.
Юлашки хутчен Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбусри билет хакне 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑпартнӑ.
Шупашкарти троллейбус управленине республика харпарлӑхне пама палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак хушӑва алӑ пуснӑ.
Управленипе пӗрле унӑн пӗтӗм куҫман пурлӑхӗ куҫнӑ. Халӗ троллейбус упавленийӗ - патшалӑх унитари предприятийӗ. Унччен вӑл МУП пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине те республика харпӑрлӑхне пама палӑртнӑ.
Аса илтерер: тӳре-шара кӑҫал раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ хула хушшинче троллейбуссем ҫӳреме пуҫлассине пӗлтернӗччӗ
Паян Шупашкарта троллейбус хыпса илнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, транспортра вут-ҫулӑм 15 сехет тӗлӗнче хыпса илнӗ.
Троллейбус хулари Иван Яковлев проспекчӗпе пынӑ. Чукун ҫул вокзалӗпе Пичет ҫурчӗ хушшинче троллейбус водитель кабининче ҫунма пуҫланӑ. Унтан пушар кабинӑран салона хӑвӑрт куҫнӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗнчен 14,7 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Энергосбыт компанийӗн тавӑҫне Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗ. Ку парӑм - 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчи электроэнергишӗн.
Пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче суд компанин пӗрремӗш тавӑҫне тивӗҫернӗ: 13 миллион тенкӗлӗх. Раштав уйӑхӗнче иккӗмӗш тавӑҫа пӑхса тухса тивӗҫтернӗ: 13,2 миллион тенкӗлӗх. Ку парӑмсем пӗлтӗр ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче усӑ курнӑ электроэнергишӗн.
Судра троллейбус управленийӗ тӗлӗшпе тепӗр тавӑҫ выртать. Вӑл - 17,3 миллион тенкӗлӗх.
Шупашкарти троллейбус управленине республика харпӑрлӑхне парасшӑн. Проекта ЧР Экономика министерстви хатӗрленӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, управленипе пӗрле пӗтӗм пурлӑх республика харпӑрлӑхне куҫӗ. Ҫав йышра – администраци ҫурчӗсем, подстанцисем, депосем, складсем, ытти ҫурт.
Республика харпӑрлӑхне куҫсан вӑл «Троллейбус управленийӗ» унитари предприятийӗ ятлӑ пулӗ. Ун йышне Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ те кӗрӗ.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине Шупашкарти общество транспорчӗ мӗнле ҫӳрӗ? Кун пирки хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине троллейбуссем те, автобуссем те ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ҫӳрӗҫ. 5-мӗш, 12-мӗш, 20-мӗш, 24-мӗш, 30-мӗш тата 65-мӗш автобуссем ҫур ҫӗр иртиччен ҫӳремӗҫ.
Кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче хулара вырсарникунхи графикпе 130 троллейбус ҫӳрӗ, кӑрлачӑн 3-6-мӗшӗсенче - 138 троллейбус, кӑрлачӑн 6-7-мӗшӗсенче - 145 троллейбус.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |