Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарта ретро-троллейбус маршрут ҫине тухӗ. Вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫула тухакан ретро-троллейбусра Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ, вӗсем пассажирсене кӗтсе илӗҫ. Салона гирляндӑсемпе, «кӗмӗл ҫумӑрпа» илемлетнӗ.
Троллейбус 9 сехет те 25 минутран пуҫласа 18 сехет те 25 минутчен ӗҫлӗ. Апатлану вӑхӑчӗ те пулӗ. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра 1964 ҫулта кӑларнӑ ЗиУ-5 троллейбуса Р саспаллипе шыраса тупма май пулӗ.
Шупашкарти икӗ троллейбусра кондукторсем ҫук. Вӗсен вырӑнне валидаторсем «ӗҫлеҫҫӗ». Кун пирки хула администрацийӗ пӗлтерет.
Хальлӗхе ку системӑпа тест шайӗнче кӑна тӗрӗслӗҫҫӗ. Валидаторсене 17-мӗш маршрутпа ҫӳрекен икӗ троллейбусра вырнаҫтарнӑ. Унта банк карттипе тата транспорт карттипе блеет илме пулать. Укҫапа тӳлекенсене водитель билет парать.
Тест ӑнӑҫлӑ иртсен валидаторсене пур троллейбуса та вырнаҫтарасшӑн. Ҫавӑн пекех линире тӗрӗслев вӑйланӗ, пассажирсене кашни кунах тӗрӗслӗҫ.
Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле пӑтӑрмах пулса иртнӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, вӗҫсе кайнӑ реклама баннерӗ троллейбуса хупласа хунӑ. Юрать, троллейбус водителӗ ҫӗтсе кайман — транспорта васкавлӑн чарса лартнӑ.
Пӑтӑрмах Гагарин урамӗнче, «Патрис Лумумба» тата «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнӑвӗсем хушшинче, пулса иртнӗ. Реклама баннерӗ 9-мӗш маршрутпа хутлакн троллейбуса хупласа илнӗ. Общество транспорчӗ Ленин проспекчӗ енне ҫул тытнӑскер пулнӑ.
Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн Шупашкарта ҫил ҫеккунтра 16 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.
Чӑваш Ен ертӳҫисем троллейбуссене перекетлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Ҫав тӗллевпе туртакан подстанцисене модернизацилӗҫ. Асӑннӑ хатӗрсем троллейбуссене ҫутӑпа тивӗҫтереҫҫӗ.
Подстанцисене ҫӗнетни электроэнерги тӑкакне 40-50 процент таран пӗчӗклетме май парӗ. Модернизаци валли кирлӗ укҫа-тенке инфраструктура кредичӗн пӗр пайӗнчен илесшӗн. Ҫак хыпара республика Элтеперӗ Олег Николаев «Регнум» информаци агентствине пӗлтернӗ.
Троллейбус управленийӗсем (Шупашкарти те, Ҫӗнӗ Шупашкарти те) тӑкаклӑ ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти управлени ҫутӑ парӑмне юлашки 5 ҫулта ниепле те тӳлесе татаймасть. 2017 ҫул вӗҫӗнче энергетиксен умӗнчи парӑм 149 миллион тенке ҫывхарнӑччӗ. Ҫавӑн чухне муниципалитет предприятийӗ панкрута тухасси патнех ҫитнӗччӗ. Ун чухне парӑма реструктуризацилени йывӑрлӑхран тухма пулӑшрӗ.
Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Паян «Руль умӗнче» форумра инкек сӑлтавне кӑтартса паракан видео вырнаҫтарнӑ.
Инкек Максим Горький проспекчӗпе Кривов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ.
Ҫул ҫинче пӗр ҫӑмӑл машина тата икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Видео тӑрӑх хакласан, «Сузуки» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑна светофорӑн симӗс ҫути ҫуннӑ чухне сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗр 15 ҫеккунтлӑха чарӑнса ларать (машина сӳнсе ларнӑ-ши?), унтан вӑл пӑрӑнма тӑрать те троллейбуспа ҫапӑнать. Хайхи троллейбус теприн ҫине пырса кӗрет.
Инкекре, Турра шӗкӗр, никам та шар курман.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче «Солнечный» микрорайона 14-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса ярасси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах транспорта унта халӗ те яман-ха.
Кайран троллейбуса ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне яма палӑртнӑ. Ун чухне те яман. Тинех троллейбус ҫӗнӗ микрорайона ҫӳреме тытӑнӗ. Республика кунӗ ячӗпе троллейбус маршрутне тӑсӗҫ.
Уявра Шупашкара 60 ҫӗнӗ троллейбуса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ – автономлӑ мелпе ҫӳрекенсем.
Шупашкарти троллейбуссенче икӗ хӗрарӑм аманнӑ. Кунта сӑмах пӗр троллейбус ҫинчен пымасть. Вӗсен маршручӗсем расна.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайонтан Университет урамне ҫӳрекен 3-мӗш троллейбусра салонри пассажир аманнӑ. Троллейбуса кӗтмен ҫӗртен хӑвӑрт чарнӑ, хӗрарӑм тытӑнса ӗлкӗреймен — суранланнӑ. Ӑна Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине илсе кайнӑ. Инкек транспорт мичман Павлов урамӗпе пынӑ чухне пулса иртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 8-мӗш маршрутри троллейбусра (вӑл Хӗветухӑҫ проходнойран Кӑнтӑр посёлокне каять) кондуктор шар курнӑ. Салонта персе аннӑ хӗрарӑма хулари 1-мӗш клиника пульницине ӑсатнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗнӗ троллейбуссен маршрут ҫине тухмаллаччӗ. Анчах вӗсем курӑнмаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 58 троллейбуса ҫула кӑларма палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт хальлӗхе обкаткӑра. Халӗ вӗсене ҫитес эрнере маршрут ҫине кӑларма палӑртнӑ.
Аса илтерер: 14-мӗш троллейбуса «Солнечный» микрорайона ҫити тӑсмалла. Анчах ҫакна тумашкӑн шӑпах ҫӗнӗ троллебуссем, автономлӑ мелпе ҫӳрекеннисем, кирлӗ.
Палӑртса хӑварар: Шупашкара пӗтӗмпе 68 ҫӗнӗ троллейбус килнӗ, вӗсенчен 10-шӗ ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейус ҫул тухӗ. Вӑл хула урамӗсемпе ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен ҫӳрӗ. Троллейбус 1-мӗш маршрутпа кайӗ.
Троллейбусри кондуктор ҫар тумӗпе пулӗ, салонра вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ кӗвӗ янӑрӗ. Билет хакӗ ахаль троллейбусри пекех пулӗ. Ку маршрут buscheb.ru картта ҫинче «р» саспалли пек курӑнӗ.
Палӑртмалла: ЗИУ-5 тролейбуса 1964 ҫулта кӑларнӑ, халӗ вӑл пысӑк уявсенче ҫеҫ ҫула тухать. Ҫӗнӗ ҫулта унпа Хӗл Мучипе Юр пике ҫӳренӗ.
Шупашкар хулинче Ҫӗнтерӳ парадне ҫине тӑрсах хатӗрленеҫҫӗ. Асӑннӑ мероприяти вӑрҫӑ ветеранӗсемсӗр иртӗ, мӗншӗн тесен вӗсене халӑх йышлӑ ҫӗре пухса чирлеттересрен шикленеҫҫӗ. Ҫапах та хисеплӗ ҫынсене уяв туса памаллах. Ҫитменнине, ӑна тӳрӗ эфирта трансляцилеме шантараҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 22, 27-мӗшӗсенче тата ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Республика лапамӗнче парад репетицийӗ иртӗ. Ҫав кунсенче 13 сехет хыҫҫӑн хулари транспорта, ҫав шутра троллейбуссене те, урӑх ҫулпа ҫӳретӗҫ. Ку йӗрке репетици вӗҫлениччен пырӗ.
7, 15, 41, 44, 45, 54-мӗш маршрутпа хутлакан автобуссем Энгельс тата Ярославль урамӗсемпе ҫӳрӗҫ. 4-мӗш троллейбус Президент бульварӗпе Гладков урамне ҫити кайӗ. 1-мӗш троллейбус хулан Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнчен килнӗ чух Калинин урамӗпе, Мир тата Яковлев проспекчӗсемпе кайӗ. Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчен таврӑннӑ чух Гагарин тата Фучик урамӗсемпе, Никольский проспекчӗпе, Гузовский урамӗпе ҫул тытӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |