Кӑшӑлвируса пула пандеми тесе йышӑннӑ тапхӑрта экономикӑн тӗрлӗ отраслӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкрӗ. Усламҫӑсене пулӑшас тесе ҫӗршыв тата регионсен шайӗнче тӗрлӗ мера йышӑнчӗҫ. Паллах, пур ҫӗрте те пӗр пек мар. Кашни регионӑн экономикин хӑйне евӗрлӗхне шута илсе.
Наци рейтингӗн агентстви пандеми вӑхӑтӗнче бизнеса хӑш регионта еплерех пулӑшнине тишкернӗ. 15 регион лидерсен шутне лекнӗ. Пуринчен ытла пулӑшу кӳнисен йышне Мускав, Бурят Республики, Крым Республики, Тула, Иркутск облаҫӗсем, Пермь тӑрӑхӗ, Челябинск облаҫӗ, Чукотка автономи округӗ лекнӗ.
Тепӗр ҫичӗ регионта: Амур облаҫӗнче, Кабарда-Балкар, Адыгея, Тува, Рязань облаҫӗсенче, Удмурт Республикинче тата Чӑваш Енре — пулӑшу мерине тӗрлӗ енлӗн палӑртнӑ.
Чӑваш Енри район-хулана кӑшӑлвирус тӑрӑмне кура виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Ҫакна кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ӗнерхи ларӑвӗнче палӑртнӑ. Япӑх ӗҫленӗшӗн хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене Алла Салаева вице-премьертан сӑмах лекнӗ.
«Симӗс» (лару-тӑру лайӑххисем кунта кӗнӗ) ушкӑнра – Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Куслӑвкка, Красноармейски районӗсем тата Улатӑр хули.
«Сарӑ» зонӑра – кӑтарту реапубликӑри вӑтам статистикӑран пысӑк маррисем: Тӑвай, Канаш, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисем.
«Хӗрлӗ» зонӑна чирлекенсем йышлисем: ултӑ районпа икӗ хула – лекнӗ. Кунта – Етӗрне, Шупашкар, Патӑрьел, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем.
Раҫҫейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ Конституцире РФ Федераци Канашӗн тата Патшалӑх Думин полномочийӗсене анлӑлатнине хирӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп саккунне ҫак нормӑна кӗртнине пирӗн ҫӗршыврисенчен 47 проценчӗ ҫеҫ ырлать. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Халӑх шухӑшне ыйтса пӗлекен пӗтӗм Раҫҫейри центр (вырӑсла ӑна ВЦИОМ аббревиатурӑпа палӑртаҫҫӗ) хатӗрленӗ танлаштарӑма тишкерсен. Пӗтӗмлетӗве ВЦИОМ сайтӗнче паян пичетленӗ.
Пӗлтерӗшлӗ пилӗк тӗп улшӑну шутне ҫынсем медицина пулӑшӑвне тӗрӗслесе тӑрассине, ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрессине, ҫӗршывӑн ҫутҫанталӑкне упрассине, пенсие тата социаллӑ тӳлеве индексацилессине кӗртнӗ. ВЦИОМ ыйтӑмне хушӑннисенчен маларах эпир асӑннӑ улшӑнусене ырлакансен хисепӗ 90 процентран пысӑкрах.
«ДепутатКлуб» порталта РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Усӑллӑ 50 парламентари йышне (ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче хатӗрленӗ) Чӑваш Енрен икӗ депутат ҫеҫ кӗрейнӗ.
Танлаштарӑма хатӗрлекенӗсем — Дмитрий Гусев тата Алексей Мартынов политологсем. Мускавра вӗсем парламентарисен уссине палӑртакан саккӑрмӗш интеграллӑ рейтинг йӗркеленӗ. ТОП-50 танлаштарӑма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Алена Аршинова лекнӗ. Анатолий Аксаков — ҫӳлтен виҫҫӗмӗш йӗркере, Алена Аршинова — 14-мӗшӗнче.
Танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне парламентарисен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи хастарлӑхне те шута илнӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, хӑшӗсен ячӗ-шывӗ МИХсенче янӑранипех ҫырлахнӑ, теприсем, Анатолий Аксаков пеккисем, чӑннипех те ӗҫленӗ.
«Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пысӑк шалу илекен хуласене палӑртнӑ.
Агентствӑн аналитикӗсем вӑтам шалу шайне тата стандартлӑ потребитель карҫинккине тишкернӗ. Ку кӑтарту — 1,4-ран пуҫласа 3,8-ччен.
Тишкерӗве Раҫҫейӗн 100 хули хутшӑннӑ. Вӗсенче 65 миллион ҫын пурӑнать.
Танлаштарӑмра, ним тӗлӗнмелли те ҫук, Мускав ҫӳлти йӗркене йышӑнать. Унти уйӑхсерен вӑтамран ларакан шалупа таварсемпе пулӑшӑвӑн 3,83 пуххине туянма пулать. Иккӗмӗш вырӑнта Кӑнтӑр Сахалинск. Унта вӑтам ӗҫ укҫи тӗрлӗ таварпа пулӑшӑвӑн 3,81 пуххине туянма ҫитет.
Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра Мускаври вӑтам ӗҫ укҫи 97 пин тенке ларнӑ, Кӑнтӑр Сахалинскра — 90,6 пине.
Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Салехард (3,35), тӑваттӑмӗшӗнче — Сургут (3,24), пиллӗкмӗшӗнче — Ханты-Мансийск (3,20).
Чи пӗчӗк кӑтарту Ростов облаҫӗнчи Шахты хулинче. Унта уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи стандартлӑ потребитель карҫинккин 1,36 чухлӗ туянма ҫеҫ ҫитет.
Туту.ру сервис чи хаваслӑ ятлӑ ялсене палӑртать. Халӗ конкурсӑн 6-мӗш раунчӗ пырать. Танлаштарӑма пирӗн ҫӗршыври 10 ял ячӗ кӗнӗ, ҫав шутра — Шупашкар районӗнчи Ишек те (вырӑсла вӑл Ишаки пулать. Ӑна ҫапла каланине илтсен хӑшӗсем ашаксем тесе тӑрӑхлама юратаҫҫӗ. Тӳрккес, хӑлӑхсӑр ҫынна та ҫапла калаҫҫӗ ).
Туту.ру сервис сасӑлавӗ 10 раундпа иртӗ. Хаваслӑ ятлӑ 10 ял конкурсӗнче чи хӑйне евӗррисем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑрӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Ишекре 653 ҫын пурӑнать. Ял калӑпӑшӗ – 1,46 тӑваткал километр.
Ашак тесе вырӑсла куҫакан Чӑваш Енри тепӗр ял Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл – Чӑваш Ишекӗ. Унта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче ӗҫленӗ Лев Кураков ҫуралнӑ.
Раҫҫейри чи хӑрушсӑр региона палӑртнӑ. Регионсенчи ыйтусенче тӗпчекен институт хӑш тӑрӑхра епле пурӑннине шута илнӗ. Ятарлӑ танлаштарӑм палӑртнӑ тӑрӑх, Чукотка автономи округӗнче криминаллӑ лару-тӑру енчен питех те лӑпкӑ.
Рейтинга йӗркелекенсем ҫапӑҫакан-харкашакансемпе хӗнекен-вӗлерекенсене картса пынипех ҫырлахман. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пӗлтернӗ тӑрӑх, Росстатӑн, Федерацин налук службин, Тӗп прокуратурӑн, Шалти ӗҫсен министерствин, Федерацин казначействин, Раҫҫей банкӗн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, преступлени тунине кӑна мар, шалу тата ӗҫсӗрлӗх виҫине, чухӑнлӑх индексне тата ыттине те тӗпе хунӑ. Чукотка тӑрӑхӗ пур енчен те хӑтлӑ регион пулса тӑнӑ.
Этникӑсен хушшинчи журналистикӑн гильдийӗн «Национальный акцент» (чӑв. Наци акценчӗ) пирӗн ҫӗршывра ҫулла ирттерекен чи лайӑх наци уявӗсене палӑртнӑ. Списока 20 уява кӗртнӗ. Ҫавсен шутӗнче чӑвашсен Акатуйӗ те сумлӑ вырӑн йышӑнать.
Списока пирӗннисен евӗр Акатуй уявсенчен Сабантуйпа уҫнӑ. Чи лайӑх уявсен шутне ҫавӑн пекех удмуртсен «Быг-быг»-ӗ, якутсен «Ысыах»-ӗ, вепс культурин «Древо жизни» (чӑв. Пурнӑҫ йывӑҫҫи) фестивалӗ, вырӑс пултарулӑхӗн «Самоварфест» фестивалӗ, удмуртсен «Кöрбан»-ӗ тата ытти уяв пур.
Чӑваш Акатуйӗ пирки вӑл ака-суха уявӗ, ҫураки пӗтернӗ хыҫҫӑн палӑртаҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ. Кӑҫал ӑна Шупашкарти Анне монуменчӗ патӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уявлама палӑртса хунӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗчӗк шалупа та ҫырлахма хатӗр.
Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх служби (вырӑсла кӗскетсе каласан, Роструд) ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакансем епле шалу пирки ӗмӗтленнине тишкернӗ. Ҫак танлаштарӑмра пирӗн республика чи аялти рете йышӑннӑ. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем уйӑхсерен вӑтамран 17833 тенкӗ тӳленипе ҫырлахнине пӗлтернӗ.
Роструд «Работа в России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) вакансисен банкне тишкернӗ. Федерацин Атӑлҫи регионӗсенчен чи пӗчӗк шалу ыйтакан субъектсен шутне ҫавӑн пекех Киров тата Ерӗнпур облаҫӗсем кӗнӗ. Вӗсенче 22 пин тенкӗрен сахалтарах шалупа ҫырлахма хатӗр.
Чукоткӑра пурӑнакансем уйӑхсерен вӑтамран 50 пин те 51 тенкӗ ӗҫлесе илесшӗн. Унта ӗҫпе тивӗҫтерекенсем 70 пин тенкӗ таран тӳлеме шантараҫҫӗ. Мускавра 45 пин те 365 тенкӗпе тар тӑкма хирӗҫ мар.
Лапсарти «Юрма» предприяти Шупашкара тата хӑй тавралли ялсене ырӑ мар шӑршӑ сарни пирки пӗр вӑхӑтра халӑх питех шавлатчӗ. Кайран предприяти каяш тирпейлекен производство хута яма шантарчӗ. Халӗ чӑх-чӗп хапрӑк шӑрши кӗнине сисмен. Тен ҫавӑнпа та пулӗ пирӗн республика федерацин Атӑлҫи регионӗсенче экологи тӗлӗшӗнчен чи таси шутланать. Ҫапла пӗтӗмлетме «Зеленый патруль» (чӑв. Симӗс патруль) пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн танлаштарӑмӗ хистет.
Асӑннӑ организаци Раҫҫей Федерацийӗн наци экологи танлаштарӑмне пичетленӗ. 2018 ҫултанпа ӑна ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен пӗтӗмлетеҫҫӗ.
2018—2019 ҫулсенчи хӗллехи танлаштарӑмра пирӗн республика ҫӗршывра 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Федерацин Атӑлҫи округӗнче вӑл — пӗрремӗш.
Федерацин Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ округӗнче экологи енчен чи таси — Мурманск облаҫӗ, Тӗп округра — Тамбов облаҫӗ, Ҫурҫӗр-Кавказ округӗнче — Карачай-Черкесск Республики, Ҫӗпӗр округӗнче — Алтай крайӗ, Кӑнтӑр округӗнче — Краснодар крайӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ округӗнче — Магадан облаҫӗ, Урал округӗнче — Тӗмен облаҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |