Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен Чӑваш Енри управленийӗн юсанмалли 1-мӗш колонийӗнче тӑрӑшнӑ 29-ти майора Шупашкарти Калинин район сучӗ ӗнер 4 ҫул та 8 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ҫамрӑк арҫынна 771 пин тенкӗлӗх штарфланӑ, патшалӑх учрежденийӗсенче йӗркелӳпе валеҫӳ, администраципе хуҫалӑх ӗҫӗнче 2 ҫул ӗҫлеттермелле мар туса хунӑ.
Ҫапла айӑплава майор коммерци фирмин ертӳҫинчен 257 пин тенкӗ илнишӗн тивӗҫнӗ. Ку укҫана фирма ертӳҫи 1-мӗш колонире юсав ӗҫӗ ирттерме хӑйӗн строительствӑпа отделка материалне кӑна туянччӑр тесе парса тӑнӑ. Сӗтев пирки тата калаҫса татӑлнӑ-ха, анчах черетлӗ хут илес тенӗ чух ӑна йӗрке хуралҫисем ярса илнӗ. Сӑмах май, сӗтев илекенни хӑй сӑмахне тытнӑ — май пур таран пулӑшса пынӑ.
Суд йышӑнӑвӗпе майор килӗшмест иккен. Укҫана вӑл ун чухлех илмен тесе хирӗҫленӗ май пӗрремӗш инстанцинчи суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр пысӑкрах шая ҫӑхавлассине пӗлтернӗ.
Авӑн уйӑхӗнче 13-мӗшӗнче ЧР Элтеперне суйлассине, унта Михаил Игнатьев хӑйӗн кандидатурине тӑратассине пӗлтернӗччӗ.
Кандидатсен списокӗ ҫӗнӗ ятсемпе пуянланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Хальлӗхе суйлава хутшӑнасси пирки виҫӗ кандидат официаллӑ мелпе пӗлтернӗ.
Ҫав списокра Михаил Игнатьевсӑр пуҫне РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, регионсенчи банксен «Раҫҫей» ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Аксаков, «Сӗтев» хаҫатӑн тӗп редокторӗ Эдуард Мочалов пур.
Анатолий Аксаков хӑйӗн кандидатурине Михаил Игнатьев хыҫҫӑн тӑратнӑ. Унтан — суд ӗҫӗ-хӗлӗпе палӑрнӑ Эдуард Мочалов.
Тепӗр икӗ ят тӗлӗшпе паллӑ мар-ха. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов ыйтӑва татса паман-ха: хӑйӗн кандидатурине тӑратмалла-и е КПРФ фракцин ҫамрӑк ертӳҫине Дмитрий Ефсеева-и?
ЛДПР хӑйӗн кандидатури пирки ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче пӗлтерӗ.
Республикӑра кӑна мар, ҫӗршывӗпех коррупципе вирлӗн кӗрешеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра вара Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Унта шӑнкӑравласа коррупци пирки пӗлтерме май пулӗ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнчи ларура нумай пулмасть каланӑ.
Палӑртмалла: чылай ведомствӑра «шанӑҫ телефонӗ» пур. Вӗсен номерӗсемпе шӑнкӑравласа йӗркене пӑсни ҫинчен пӗлтерме пулать. Ҫав шутра — коррупци пирки те.
Тӗслӗхрен, РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗнче юлашки 2 ҫулта кунашкал шӑнкӑравсен шучӗ 30 процента яхӑн сахалланнине палӑртаҫҫӗ. Анчах пуҫиле ӗҫсен йышӗ улшӑнман.
Ведомство ертӳҫи шутланӑ тӑрӑх, ку тухӑҫлӑ ӗҫ кӑтартӑвӗ. Пӗлтӗр коррупци преступленийӗсем 540 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Хыснана ҫакӑн 60 процентне ҫеҫ тавӑрма май килнӗ.
Йӗрке хуралҫисем айӑплисене явап тыттарасшӑн кӑна мар, тӑкака хыснана тавӑрттарасшӑн та.
Шупашкарта Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тата укҫана кӗсьене чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ректор пулнӑ май ҫав ҫын 2007–2009 ҫулсенче Вӗренӗвӗн федераци агентствипе килӗштермесӗрех хӑйне хавхалантармалли тӳлев парасси пирки хушусем кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ӑна 4,5 миллион тенкӗ тӳленӗ. Ҫакӑ хайхи ертсе пынӑ аслӑ шкула ҫавӑн чухлӗ тенкӗлӗх шар кӑтартнине пӗлтерет.
Ректор пулнӑ ҫынна Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе преступлени тунӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ.
Халӗ тӗпчев малалла пырать.
Ӗнер Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Ку ӗҫ ҫулталӑк ытла тӑсӑлнӑ ӗнтӗ. Чиновнике виҫӗ статьяпа айӑпланӑ.
Приговора вуламашкӑн икӗ кун кирлӗ пулнӑ. Аса илтерер: Юрий Моисеева 2013 ҫулхи ҫулла тытса чарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйне пӑхӑнакан ҫынна ҫӗр лаптӑкне аукционра выляса илме пулӑшнӑ. Ку кӑна мар. Вӑл вырӑнти усламҫӑран Романовсен ҫурчӗ 400 ҫул тултарнине уявламашкӑн 1 пин доллар илнӗ. Анчах ҫак укҫана Юрий Моисеев урӑх тӗллевпе тӑкакланӑ-мӗн.
Утӑ уйӑхӗнче вӑл ҫав усламҫа ҫӗр лаптӑкӗн аукционӗнче выляса илме, кайран ӑна дача категорине куҫарма шантарнӑ. Куншӑн усламҫӑ 4 миллион тенкӗ тӳленӗ-мӗн.
Суд виҫӗ статьяна пӑхса тухса приговор вуланӑ. Юрий Моисеева йӗплӗ пралук леш енне 11 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне экс-пуҫлӑхӑн сӗтев илнӗ укҫаран 7 хут нумайрах штраф тӳлеме тивӗ: 280 миллион тенкӗ.
Юрий Моисеевӑн адвокачӗ Владимир Романов пӗлтернӗ тӑрӑх, экс-пуҫлӑхшӑн ку приговор кӗтменлӗх пулман. Ҫавӑн пек пуласса вӑл пӗлнӗ. Паллах, вӑл ҫӑхав ҫырӗ.
— Юлашки 4 ҫулта 11 пуҫлӑха судпа айӑпланӑ.
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Управленийӗ иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ май. Сӗтев илни пирки 2013 ҫулта пуҫиле 89 ӗҫ пуҫарнӑ пулсан, пӗлтӗр — 107. Сӗтев паракансене те явап тыттараҫҫӗ. 2013-мӗш ҫулта 16 тӗслӗхпе ӗҫ пуҫарнӑ, пӗлтӗр — 38-па. Тӗпчевҫӗсем ҫакна правӑна сыхлакансем принициплӑ пулнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Коррупципе ҫыхӑннӑ преступленишӗн айӑплисен тенкелӗ ҫине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗнче ӗҫлекен 14 ҫын лекнӗ, ҫав шутран ҫиччӗшӗ — муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем. Ҫапах та коррупципе ҫыхӑннӑ преступлени тунӑ тесе муниципалитет тӳре-шарине айӑпласси пӗлтӗр сахалланнӑ. Ун йышшисене пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен икӗ хута яхӑн сахалтарах явап тыттарнӑ. Кунта тӗпчевҫӗсен хӑйсен ӑнлантарӑвӗ: правӑна сыхлакан органсем пӗр шухӑшлӑн ӗҫлени, влаҫ тытӑмӗнчисем ун пек преступленисене тӑвасран профилактика ирттерни.
Шупашкар хулин Калинин район сучӗ Сергей Красильников тата Ирина Григорьева тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫпе пӑнчӑ лартнӑ. Анчах приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Унпа килӗшмесӗр енсен Аслӑ суда тухма ирӗк пур.
Красильников Федерацин налук службин Шупашкарти инспекцийӗнче ӗҫленӗ май «Налог Плюс» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫипе Григорьевапа ӑна ӗҫре пулӑшса пыма калаҫса татӑлнӑ. Асӑннӑ служба ӗҫченӗсене вӑл саккунлӑ мар япаласем пурнӑҫлама, асӑннӑ фирма ӗҫченӗсене канашпа пулӑшма, вӗсене кирлӗ хыпарсене пӗлтерсе тӑма шантарнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлачран пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен хайхи налукҫӑ 50 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Тепӗр тесен, укҫи пысӑках та мар та, анчах ҫавӑншӑн Красильникова суд 1 миллион тенкӗлӗх штрафламалла тата патшалӑх должноҫне йышӑнмалла мар тунӑ. Григорьеван вара сӗтев панишӗн 400 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗртен-пӗр Раҫҫей Паттӑрне Евгений Борисова хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарни самай пулать. Теприсем каланӑ тӑрӑх, унччен ӑна алӑ тытса сывлӑх суннисем те унран пӑрӑннӑ имӗш. Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсен кунне те, вӑл раштавӑн 9-мӗшӗнче пулчӗ, Борисов следстви изоляторӗнче кӗтсе илнӗ.
Сывлӑх Чечняри тусем ҫинче хӑварнӑ ҫыннӑн ҫылӑхӗ мӗнре-ха? Ҫак ыйтусене хускатать те ҫав кӑларӑм. Унӑн мӑшӑрӗ каланӑ тӑрӑх, ӑна сӗтев панӑ тесе айӑпласшӑн иккен. Евгений Борисов чирлӗ пулсан та ниҫта каймасси пирки алӑ пустарса та ӑна СИЗОран кӑлармаҫҫӗ-мӗн. Андрей Караулов журналист ертсе пыракан «Наказание без преступления» кӑларӑмра раштавӑн 8-мӗшӗнче кӑтартнӑ.
Республикӑн Патшалӑх ветеринари службин пай пуҫлӑхне 550 пин тенкӗ сӗтев илнӗшӗн 33 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ тата 9 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. Кун пирки Чӑваш Ен прокуратурин коррупцие хирӗҫле законодательствӑна пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Павлов пӗлтерчӗ.
2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Ен хыснинчен выльӑх масарӗсене йӗркене кӗртме тесе 5,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Патшалӑхӑн ветеринари службинче тӑрӑшакан маларах асӑннӑ ҫав ҫын котировка ирттересси пирки икӗ коммерци фирмине систернӗ. Районти ветеринари станцийӗсене тӑратнӑ котировка заявкисенчи чи пӗчӗк суммӑсем пирки те вӑл хайхисене пӗлтернӗ. Ҫапла вара лешсем конкурсра ҫӗнтерсе ӗҫе пурнӑҫлама тивӗҫнӗ. Вӗсене пулӑшнӑшӑн вӗсенчен 553 пин тенкӗ е ӗҫ хакӗн 10 проценчӗ чухлӗ, сӗтев илнӗ.
Айӑплӑ арҫынна суд 9 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарса ҫирӗп режимлӑ колоние хупмалла тунӑ, штрафне сӗтев виҫине 60 хут ӳстерсе пама йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн хыснине 1,8 миллион тенкӗ шар курнӑ тесе хакланине саплаштарнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин профпатологи центрӗн заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд 8 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтне ӑна 4 ҫуллӑха палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тухтӑра 10 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн сывлӑх сыхлав сферинче ертӳҫӗ пуканне 3 ҫул йышӑнма юрамӗ. Ҫакӑн пек кӑра айӑплава хӗрарӑм сӗтев илнӗшӗн, ҫав шутра хӑратса та, «тивӗҫнӗ».
Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗ тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, хӑйне пӑхӑнса тӑракансенчен хайхи хӗрарӑм 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе 2012 ҫулхи ҫурлаччен 630 пин тенкӗ ытла сӗтев илнӗ. Ҫав укҫана лешсем хавхалантармалли тӳлеврен уйӑрса тӑнӑ. Пама килӗшмесен тӳлеве памассипе хӑратнӑ пулать.
Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Айӑплавпа килӗшмесӗр кассаци ҫӑхавӗ ҫырмалли вӑхӑт — вунӑ кун.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |