Чӑваш Енӗн тӗпчевҫисем республикӑн Экономика министерствин пайӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм-пуҫлӑх, унӑн ывӑлӗ тата паллаканӗ каварлашса преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӳре-шара пуканне йышӑнаканскер пысӑк виҫепе сӗтев илнине виҫӗ тӗслӗх палӑртнӑ. Унӑн паллаканӗпе ывӑлӗ ку енӗпе хӗрарӑма пулӑшса пынӑ пулать.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртмен 18–19-мӗшӗсенче хӗрарӑм-пуҫлӑх маларах каланӑ паллаканӗпе хӑйӗн ывӑлӗ пулӑшнипе фирмӑсенчен пӗрин пуҫлӑхӗнчен 200 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Ку укҫашӑн министерствӑри хӗрарӑм фирмӑна хура тата тӗрлӗ тӗслӗ тимӗр тирпейлессипе ӗҫлеме ирӗк пама пулнӑ. Унччен кӑҫалхи пуш тата ҫӗртме уйӑхӗсенче хӗрарӑм ҫавӑн пек ирӗк панишӗн тепӗр икӗ коммерци организацийӗн ертӳҫисенчен 100-шер пин тенкӗ сӗтев илнӗ теҫҫӗ.
Халӗ ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать.