Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Юрий Моисеева 11 ҫул ҫурӑлӑх хупнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.01.2015 14:40 | 1472 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем Юрий Моисеев
Юрий Моисеев

Ӗнер Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Ку ӗҫ ҫулталӑк ытла тӑсӑлнӑ ӗнтӗ. Чиновнике виҫӗ статьяпа айӑпланӑ.

Приговора вуламашкӑн икӗ кун кирлӗ пулнӑ. Аса илтерер: Юрий Моисеева 2013 ҫулхи ҫулла тытса чарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйне пӑхӑнакан ҫынна ҫӗр лаптӑкне аукционра выляса илме пулӑшнӑ. Ку кӑна мар. Вӑл вырӑнти усламҫӑран Романовсен ҫурчӗ 400 ҫул тултарнине уявламашкӑн 1 пин доллар илнӗ. Анчах ҫак укҫана Юрий Моисеев урӑх тӗллевпе тӑкакланӑ-мӗн.

Утӑ уйӑхӗнче вӑл ҫав усламҫа ҫӗр лаптӑкӗн аукционӗнче выляса илме, кайран ӑна дача категорине куҫарма шантарнӑ. Куншӑн усламҫӑ 4 миллион тенкӗ тӳленӗ-мӗн.

Суд виҫӗ статьяна пӑхса тухса приговор вуланӑ. Юрий Моисеева йӗплӗ пралук леш енне 11 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне экс-пуҫлӑхӑн сӗтев илнӗ укҫаран 7 хут нумайрах штраф тӳлеме тивӗ: 280 миллион тенкӗ.

Юрий Моисеевӑн адвокачӗ Владимир Романов пӗлтернӗ тӑрӑх, экс-пуҫлӑхшӑн ку приговор кӗтменлӗх пулман. Ҫавӑн пек пуласса вӑл пӗлнӗ. Паллах, вӑл ҫӑхав ҫырӗ.

— Юлашки 4 ҫулта 11 пуҫлӑха судпа айӑпланӑ. Чӑвашра 21 район. Кӑштахран мӗнпур пуҫлӑх пулӗ. Кам пуҫаруллӑрах, ҫавӑ кунта лекет. Мӗн, Моисеева лартнӑ хыҫҫӑн унта йӗрке лайӑхрах пулӗ тесе шухӑшлатӑр-и? Сӗнтӗрвӑрри районӗ тутӑрах пурӑнма пуҫлать-им? Шанмастӑп, — тенӗ Моисеев.

Моисеева суд залӗнчен наручникпе илсе тухнӑ.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #судсем, #айӑплавсем, #ҫӗр ыйтӑвӗ, #сӗтев

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем