ҪУР | 02 |
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта пӗри 11-мӗш хутран персе аннӑ.
Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек 16 сехетре пулса иртнӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫын 11-мӗш хутри балконран персе аннӑ. «Питӗ хӑрушӑ тата шел», — тесе ҫырса хунӑ пӑтӑрмаха курнӑ ҫын.
Кӗске хыпарта пӑтӑрмах хӑш урамра пулнине, ӳкекенни кам иккенне (арҫын-и е хӗрарӑм-и) кӑтартман.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнче пӗр ача выляма тухсан аманнӑ.
Унта баскетбол вылямалли лапам пур иккен. Анчах унӑн тавра карта тытса ҫавӑрман.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, баскетбол вылякансен мечӗкӗ айккинелле сирпӗнсе кайса 3 ҫулхи хӗрачана пуҫӗнчен пырса лекнӗ. Ача персе аннӑ, вӑл велосипед ҫине ӳкнӗ. Ача темиҫе хутчен суранланнӑ: баскетбол мечӗкӗ хытӑ лекнипе, велосипед ҫине персе аннипе.
Асӑннӑ пӑтӑрмах пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ. Вӑйӑ лапамӗнче карта та тытса ҫавӑрман иккен, ӳксен аманасран резина сий те пӑхса хӑварман-мӗн.
Патӑрьел районӗн тӗп пульницин инфекци уйрӑмне юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.
Юсав ӗҫӗсене ирттерме 17,2 млн тенкӗ уйӑрма хатӗр. Подрядчике ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен уйрӑма юсаса пӗтермелле: фасадне, шалтине ҫӗнетӗҫ, унитазсемпе умывальниксене, душ кабинисене улӑштарӗҫ, инженери сечӗсене юсӗҫ.
Палӑртмалла: пандеми вӑхӑтӗнче унта 20 койкаллӑ ковид-госпиталь пулнӑ.
Ҫулла пахчара ытларах ӗҫлеме тивнӗрен суранланакансем те нумай. Акӑ нумаях пулмасть Республикӑри офтальмологи центрне пӗр хӗрарӑм пынӑ. Унӑн сулахай куҫне тем чӑрмантарнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, малтанхи кун вӗсем уйра утӑ хатӗрленӗ.
Тухтӑр куҫне тӗрӗсленӗ те унта ҫӳпӗ кӗрсе кайнине асӑрханӑ. Тӗрӗсрех каласан, куҫ хупанкин коньюктивине нӑрӑ кӗрсе кайнӑ. Тухтӑр ӑна пинцетпа кӑларнӑ.
Палӑртмалла: Республикӑри офтальмологи центрне ҫулталӑкне 10 пин ытла ҫын пулӑшу ыйтма пырать.
Кӑҫал ҫур ҫулта республикӑра хӗрлӗхенпе чирленӗ (выр. - корь) тӗслӗхе шута илнӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирленӗ тӗслӗхсем пирӗн регионта 2019 ҫултанпа пулман.
Комсомольски районӗнче - 1, Шупашкарта 7 ҫын аптӑранӑ. Ытларах чухне ку чирпе ачасем чирлеҫҫӗ. Вӑл - хӑвӑрт ерекен вируслӑ амак. Унран сипленмелли ятарлӑ эмел ҫук. Ачасене 12 уйӑхра чухне унран прививка тӑваҫҫӗ, 6 ҫулта - ревакцинаци.
Мускавра пӑрӑхран вӗри шыв тапса тухсан пиҫсе кайнипе 4 ҫын вилнине федераци шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ-ха. Тепӗр 10 ҫын пиҫсе кайнипе пульницӑна лекнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ.
Вӗри шыв пӑрӑхӗшӗн «Времена года» суту-илӳ центрӗ яваплӑ пулнӑ. Асӑннӑ организацие тӗп инженер пулса Чӑваш Енри Евгений Боткин ӗҫленӗ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫуралнӑ.
39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 217-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ентешӗмӗре суд авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен килтен тухмасӑр пурӑнмалла йышӑну кӑларнӑ. Боткин судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл Чӑваш Енре пулнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын аллине картлашкан карлӑкӗ хушшине чиксе лартнӑ. Ӑна вӑл унтан каялла кӑларайман.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине, 19 сехет те 40 минутра, хулари Лебедев урамӗнчи пӗр ҫуртра пулса иртнӗ.
Аллине карлӑк хушшинче хӗстерсе лартнӑ арҫыннӑн ирӗксӗрех ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Арҫынна пулӑшма ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Спрут» ятлӑ хатӗр пулӑшнипе алла карлӑкран кӑларма пулӑшнӑ.
Патӑрьелти ача ҫуратмалли уйрӑма хупӗҫ. Малашне вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе аптӑракан пациентсене йышӑнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тишкерӳ тунӑ та ҫакӑ палӑрнӑ: Патӑрьел районӗнчи пулас амӑшӗсен 50 проценчӗ Шупашкара ҫуратма каять. Ыттисем вара Канаш хулинче ҫӑмӑлланаҫҫӗ. Кӑшӑлвирус пандемийӗ вӑхӑтӗнче ҫапла йӗрке пулнӑ: йывӑртарах пациентсене Президент пепкелӗх центрне ҫуратма янӑ, ыттисене - Канаша.
Патӑрьелти ача ҫуратмалли ҫурта иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ. Вӑл хальхи пурнӑҫ ыйтакан условисемпе килӗшсе тӑмасть-мӗн. Ҫавӑнпа унӑн профильне улӑштарма йышӑннӑ. Ҫапах районти пульницӑра ача ҫуратмалли зал ӗҫлӗ.
Улатӑрти 78 ҫулти Светлана Васильевна пуҫ ҫаврӑннине, вӑй ҫуккине, ури шыҫӑннине туйнӑ. Чӗри пӗр минутра 30 хутчен кӑна тапнӑ. Ӑна пӗр тӑхтамасӑр санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ. Унта унӑн чӗрине хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ электрокардиостимулятор вырнаҫтарнӑ.
Паянхи кун 78 ҫулти хӗрарӑм хӑйне лайӑх туять. Вӑл тепӗр эрнерен киле таврӑнма хатӗрленет. Унта ӑна ывӑлӗн ҫемйи, икӗ мӑнукӗ кӗтеҫҫӗ. Светлана Васильевна пурнӑҫне ҫӑлнӑ тухтӑрсене чун-чӗререн тав тунӑ.
Улатӑр арҫынни 5-мӗш хутран ӳксе вилнӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хулари «Стрелка» микрорайонти 30-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ҫав ҫуртра пӗрисем патӗнче хӑнара пулнӑ. Кӑштахран вӑл балкон ҫинче ҫывӑрса кайнӑ. Кил хуҫи хваттере питӗрсе тухса кайнӑ.
Вӑрансан хӑна хваттертен тухас тенӗ. Кил хуҫине кӗтсе ларас темен курӑнать, балкон ҫинчен кӳршӗсен балконӗ ҫине каҫма шухӑш тытнӑ. Анчах алли вӗҫерӗнсе кайнӑ та персе аннӑ. Ӳксен вӑл вилмеллех аманнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |