Катастрофа медицина служби Инстаграмри страницинче лайӑх хыпар пӗлтернӗ: тухтӑрсем юн нумай ҫухатнӑ пациента ҫӑлнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен ҫӗрле васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ: юн нумай ҫухатнӑран арҫыннӑн юн пусӑмӗ пӗчӗкленсе кайнӑ. Тухтӑрсен тӑхтама вӑхӑт пулман – ҫийӗнчех интенсивлӑ терапи тумалла пулнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, юн пусӑмӗ пӗчӗкленсен венӑсем ҫухалаҫҫӗ, ҫавна май эмел яма май ҫук.
Тухтӑрсем пациента шӑмми урлӑ эмел янӑ. Ҫак процедурӑсене туни арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ. Сывлӑхӗ кӑшт лайӑхлансан тухтӑрсем ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.