Паян пирӗн республикӑра Приоритетлӑ наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Ял хуҫалӑхне илсен, ҫак отрасль кӑҫал епле аталаннине уйрӑммӑн тишкернӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–юпа уйӑхӗсенче ял хуҫалӑх продукцине 32 миллиард тенкӗлӗх туса илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑрти ҫакӑ вӑл 3,1 процент нумайрах иккен.
Ку отрасле укҫа хывасси нумайланнӑ-мӗн. Инвестицие пӗтӗмпе 6 миллиарда яхӑн хывнӑ иккен. Патшалӑх енчен агропромышленноҫ комплексне 2 миллиард та 450 миллион тенкӗлӗх пулӑшу кӳнӗ.
«Ял хуҫалӑх продукцине сутассипе ыйту ҫук. Ун пекки пирки 10, 20, 30 ҫул каялла ӗмӗтленме кӑна пултарнӑ, — тенӗ Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. — Влаҫ органӗсен ҫӗр ҫинче ӗҫлекенсен, тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсен пулӑшуҫисем пулмалла».
Михаил Игнатьев шучӗпе ял хуҫалӑх продукцине сутакансен тавар пирки информацие тӗплӗн пӗлмелле.