Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: «Лашана шыва кӗртни» скульптура Ҫӗнӗ Шупашкарта вырӑн тупӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.05.2018 11:38 | 1878 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Ҫӗнӗ Шупашкарта «Лашана шыва кӗртни» ятлӑ скульптура вырӑн тупма пултарать. Ҫак кунсенче хулари ӳнер канашӗн пайташӗсем Петр Пупин скульпторӑн проектне пӑхса тухнӑ. Скульптор ӑна «Спутник» микрорайонта вырнаҫтарма сӗнет.

Лаша ҫывӑхӗнче – виҫӗ ача. Ларӑва хутшӑннӑ ҫынсем вӗсенчен пӗринче Андриян Николаев космонавтӑн ача чухнехи сӑнне палӑртнӑ. «Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна май скульптурӑна тата ятне улӑштарма та пултарӗҫ.

Петр Пупинӑн ҫак ӗҫӗ Кузьма Петров-Водкинӑн «Хӗрлӗ лашана шыва кӗртни» картинипе пӗр пекрех. Вӑл Третьковка галерейинче упранать. Пупинӑн ӗҫӗнче вара виҫӗ ҫаппа-ҫарамас ача лашана ҫӑваҫҫӗ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #скульптурӑсем, #ӳнер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.05.06 01:34
Каçарăр та, ман шухăшпа кунашкал, пур çынна та пырса тивекен ĕçсемпе, хуласем урамнех лартмалли скульптурасен хакне пĕтĕм хула хăй ирĕкне пĕлтернĕ хыççăн анчах илсе тухмалла пек туйăнать мана. Патнех пырса пăхсан авторăн пултарулăхĕ лайахрах та курăнĕччĕ те, анчах фото кăна урлă мĕн хаклатăн ĕнтĕ? Çапах та, çур сăмах та пулсан хушас килет. Петров-Водкина асăнни тĕрĕс те пуль те, унăн картини композици енĕпе вăйлă. Пропорцийĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Скульптурăра мĕн куратпăр-ха? Лаши имшеркке пек. Ачисен те лаша çумĕнче савăнăçĕ курăнмасть. Эп лашана шыва кĕртнĕ пĕчĕк чух. Мĕн чухлĕ хĕпĕртемен-ши чунран-вартан юратнă туса çуса? Шухăшламалли нумай: авторне те, министерство культурине те, хула халăхне вара - пушшех(кайран ватмалла ан пултăр тесен).
владимир // 3957.56.0551
2018.05.06 01:49
Хушмаллах пулчĕ тепĕр ик сăмах. Скульптурара идеи, тĕп шухăшĕ, пуртăр ĕнтĕ, анчах автор мĕн кăтартас тени тÿрех"çамкаран" памасть пулсан А - У! тесе кăшкăрса çума лартса пулмасть ăна. Кунашкал жанрти ĕçсене, автор вĕреннĕскер пуль-ха, курман мар пуль-ха? Тимĕртенех шăратман пуль-ха ку ĕçе? Ан васкăр, тархасшăн!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем