Паян, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче самолет ӳкнӗ. Сарӑту авиалинийӗн Ан-148 самолетра 71 ҫын пулнӑ. Кун пирки Интерфакс пӗлтерет.
«Тимӗр кайӑк» Мускаври «Домодедово» аэропортран Орска вӗҫсе тухнӑ. Мускавра вӗҫсе хӑпарсанах вӑл радарсен экранӗнчен ҫухалнӑ. Экипажпа ниепле те ҫыхӑну йӗркелеме май килмен. Кӑштахран самолет ӳкнине курнӑ ҫынсем ку хыпара пӗлтернӗ. Вӑл Раменское районӗнче ӳкнӗ.
Самолетра 65 пассажир тата экипажӑн 6 ҫынни пулнӑ. Шел те, специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ҫынсен ҫӑлӑнма шанчӑк пулман.
Хальлӗхе ҫӑлавҫӑсем икӗ вилен пайӗсене тупнӑ. Самолет ӳкнӗ вырӑна техника кӗреймест, ҫавӑнпа унта ҫуран ҫитме тивет.
Шупашкарти аэропорт иртнӗ ҫул вӗҫӗнче амбулифт туяннӑччӗ. Ӑна илме суд пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килнӗ спортсмен Замир Шкахов самолетран кӑлтӑксӑр анайманнине пула йышӑну кӑларнӑ. Ун чухне хайхи спортсмен самолетран кӳмепе анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр ҫуккине асӑрханӑ. Ӑна грузчиксем анма пулӑшассине пӗлтернӗ. Сусӑр спортсмен кунпа килӗшмен, ҫакӑ ӑна хӑйне багажпа танлаштарнӑ пек туйӑннӑ. Самолет трапӗ тӑрӑх вӑл алли ҫине таянса аннӑ.
Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннине пӗлнӗ Замир Шкахов халӗ хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Ун чухнехи пӑтӑрмах халӑха ҫивӗч ыйту пуррине пӗлме май пачӗ. Малашне сусӑр ҫынсем Шупашкара ҫӑмӑллӑнах вӗҫсе килсе каялла вӗҫме пултарӗҫ. Чӑваш Енре сусӑр спортсменсен ӑмӑртӑвӗсем ҫулленех иртнине шута илсен — пушшех те. Шантарнине пурнӑҫланӑшӑн Шупашкарти аэропорт ертӳҫисене тав тӑватӑп», — тенӗ Замир «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») журналистне.
Асӑнса хӑварар, Шупашкарти аэропортра амбулифтпа усӑ куракан пулнӑ та ӗнтӗ.
Иртнӗ ҫул Шупашкарти аэропортран 250 пин ытла ҫын самолетпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине тата Турцине вӗҫнӗ. Ун пек цифра иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе пулман та иккен.
2017 ҫулта, 15 ҫултан, унчченхиллех Анапӑна ҫуллахи рейссем уҫӑлнӑ, Турцинчи Анталья хулине Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолетпа ҫитме май килнӗ.
Крыма илсе каякан рейссен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен икӗ хут нумайланнӑ. 2016 ҫулта Симферополе самолетпа 6 720 ҫын кайнӑ, 2017-мӗшӗнче — 13 350-ӗн.
Мускава Шупашкартан самолетпа каяс текенсем пӗлтӗр те яланхиллех йышлӑ пулнӑ. Виҫӗм ҫул вӗсен шучӗ 146 пин ҫын пулнӑ, пӗлтӗр — 211 пин.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрех пӗлтернӗччӗ.
Шупашкара вӗҫнӗ самолетӑн Чулхулара анса ларма тивнӗ. Кун пирки www.vgoroden.ru портал пӗлтерет.
Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чулхулари Стригино аэропортра тӑватӑ самолет анса ларнӑ: «Мускав – Хусан», «Баку – Хусан», «Ҫӗнӗ Уренгой – Хусан», «Мускав – Шупашкар» рейссемпе вӗҫекенсем. Самолетсем мӗншӗн унта ӑнсӑртран аннин сӑлтавне хальлӗхе каламан.
Кӑшт маларах асӑннӑ аоэропортра «Надым – Мускав» рейспа вӗҫекен «тимӗр кайӑк» та анса ларнӑ. Халӗ вӑл унтан вӗҫсе хӑпарнӑ ӗнтӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропорт штатлӑ режимла ӗҫлет.
Паян «Нордвинд» авиакомпанин самолечӗ Шупашкартан Мускава кайма кӑнтӑрла ҫитичченех ҫула тухмалла пулнӑ. Анчах Шупашкарти пассажирсем ӑна кӗтсе илеймен. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви 13 сехет те 11 минутра рейс 14 сехет те 25 минутра пулассине хыпарланӑ. Ун пирки ведомствӑна аэропортра пӗлтернӗ иккен.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ каярах пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти авиапассажирсене автобуспа Хусана илсе кайма йышӑннӑ, унтан вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулине самолетпа вӗҫсе кайӗҫ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ Шупашкарти аэропортпа телефонпа ҫыхӑннӑ-мӗн, унта вӗсене ҫапла хыпарланӑ.
Сӑмах май, Шупашкарти аэропорта ҫак кунсенче амбулифт килсе ҫитмелле. Вӑл урапапа ҫӳрекен сусӑрсене самолетран антарма тата вӗсене унта лартма кирлӗ.
Шупашкарти аэропортран ҫитес уйӑхра самолет вӗҫме тытӑнӗ. «МАЧ» (аббревиатурӑна чӑвашлатса куҫарсан вӑл Халӑхсем хушшинчи Шупашкарти аэропорт тенине пӗлтерет) тулли мар яваплӑ общество вӗҫев планне ҫирӗплетнӗ. «Ӗпхӳ — Шупашкар — Ӗпхӳ» авиамаршрутпа «Оренбуржье» компани турттарӗ.
Рейссем ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫӑлӗҫ. Шупашкартан Ӗпхӗве самолет эрнере виҫӗ хут: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен — вӗҫӗ. Республикӑмӑр тӗп хулинчен вӑл 15 сехет те 45 минутра хускалӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, авиапассажирсене Л-410 самолет илсе ҫӳрӗ. Унта 17 ҫын вырнаҫать.
Шупашкартан Ӗпхӗве ҫӳрекенсен билет хакӗн пӗр пайне хыснаран саплаштарнине кура ҫул ӳкҫи ытлс хакла кайса лармалла мар.
Шупашкартан Пушкӑртстанӑн тӗп хулине тата каялла самолет вӗҫтерекен «Декстер» авиакомпани ҫапла йышӑну тунӑ. Ҫавна кура ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропортран Ӗпхӗве самолет вӗҫмен.
«Мой город Чебоксары» Шупашкарти халӑхсен хушшинчи аэропортӑн «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑнӗнчи информацие илсе кӑтартнӑ. «Шупашкар — Ӗпхӳ — Шупашкар» маршрут кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Аэропортӑн ҫирӗплетнӗ расписанийӗпе килӗшӳллӗн, ку авиарейспа самолетсен кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗччен вӗҫмелле пулнӑ. Ӗнерхи кунччен Шупашкартан Ӗпхӗве самолет эрнере виҫӗ хутчен вӗҫнӗччӗ: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: ку авиарейса Росавиаци субсиди уйӑрса пулӑшатчӗ.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкартан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлӗ. Ун чухне самолетсем Екатеринбурга вӗҫме пуҫлӗҫ.
Вӑтам Уралти хулана каяс текенсене самолетсем эрнере ик хутчен турттарӗҫ.
АН-24РВ турбовинтлӑ самолет Шупашкарти аэропортран ирхи 9 сехетре хускалӗ, Екатеринбурга вун пӗрте ҫитӗ.
Пассажирсене «Псковавиа» авиакомпани турттарӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкартан Питӗр хулине ҫӳрет. паллашма май пур/ ӗҫлеме тытӑнӗ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен самолетсем хӗллехи расписанипе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. «Победа» тата «Nordwind Airlines» авиакомпанисем Шупашкартан Мускава кашни кунах, каҫхи 9 сехет те 50 минутра тата 10 сехет те 05 минутра, хускалӗҫ. Питӗр тата Ӗпхӳ хулисене те расписани улшӑнмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗш каҫхине Чӑваш Республикин тӗп хулинче шассине антарман самолет анса ларнӑ. Вӑл «СкайМир» авиакомпанин самолечӗ пулнӑ.
Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ вырӑнлӑ самолет вӑрмансене пӑхса ҫаврӑннӑ. Ӗҫпе вӗҫекен самолетра пилот пӗчченех пулнӑ. Анма тӑрсан вӑл йӑнӑш тунипе шассине антарма манса кайнӑ.
Пилот кӗпепе ҫуралнӑ пулмалла — самолета аэропортра тӗрӗс мар антарса лартнӑ пулсан та вӑл инкек тӳсмен. Аэропортрисем те аварие лекмен. Шассисӗр самолета кайран вӗҫсе хӑпармалли ҫул ҫинчен ангара куҫарса кайнӑ.
Юсавлӑ самолет пӑтӑрмахлӑ анса ларнипе комисси ӗҫлет. Вӗсем инкекӗн чӑн сӑлтавне тата айӑплине тупса палӑртӗҫ.
Аэропорт халӗ тӗрӗс-тӗкел ӗҫлет. Ытти самолетсемшӗн анса ларма чӑрмав пулман.
Шупашкар хула кунӗнче хула ҫыннисене авиашоусӑр хӑварӗҫ. «Первый полет» (чӑв. Пӗрремӗш вӗҫев) пилотаж ушкӑнӗ вӗҫессине вӗсенчен килмен сӑлтавпа чарнӑ тесе маларах Чӑваш халӑх сайчӗ те, республикӑри ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗ те пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та хула ертӳҫисем Шупашкар ҫыннисене савӑнтарма май тупрӗҫех.
Хула мэрӗ Алексей Ладыков инстагмра шоуччен маларах пилотсем хулана килессине пӗлтернӗ. Ырӑ хыпара вӑл хула ҫыннисене уявпа саламланинчен пуҫланӑ. Унтан вӑл авиашоу ЯК-52 самолетсемпе вӗҫев ирттерессине пӗлтернӗ. Алексей Ладыков тӑватӑ самолет тенӗ те, тӳпере пилӗк самолет пулчӗ. Вӑйпитти арҫынсемпе пӗрлех хулари кӳлмек ҫийӗн соло номерсемпе маттур хӗр, Ирина Миронова, тӗлӗнтерчӗ-савӑнтарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |