Паянтан Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем вӗҫме пуҫланӑ. Унччен ҫав направление «Тутарстан» компани самолечӗсем вӗҫтечӗҫ, халӗ «Ак Барс Аэро» текенни ҫӳретет. Самолечӗсем — «Cessna–208» текен пӗр моторлӑ пысӑках мар турбовинтлӑскерсем.
Шупашкартан Ӗпхӗве самолетсем 9 сехет те 55 минутра хускалмалла. Рейссене эрнере виҫӗ хут — тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен ҫӳретме палӑртнӑ. Лерен самолетсем унти вӑхӑтпа 14 сехет те 40 минутра Шупашкара хускалмалла. Билет хакӗ — 1 775 тенкӗрен пуҫласа 4 770 тенкӗ таран.
Самара та тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен вӗҫме пулать. Унти Курумоч текен аэропорта, вӑл Самарӑран кӑшт кунтарах вырнаҫнӑ, 17 сехет те 5 минута ҫитме пулать. Шупашкартан самолет 15 сехет те 35 минутра хускалать. Лерен каялла килме ирхи 7 сехет те 45 минутра хускалмалла, 9 сехет те 20 минутра кунта пулатӑн. Билет хакӗ — 2 075 тенкӗрен пуҫласа 3 305 тенкӗ таран.
Нумай пулмасть Николай Фёдоров Президент пуканне йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Аса илме: пӗрремӗш хут ӑна 1993 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра суйланӑ. Хайхи экс-Президент ҫак куна Шупашкарта анлӑ палӑртнӑ тет. Республикӑн тӗп хулине вӑл кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче вӗҫсе килнӗ.
«ПроГород» хаҫат ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх Мускавран Шупашкара вӗҫсе килмех пӗр ҫур миллион патнелле тӑкакланӑ. Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх министрӗн вырӑнӗнче ӗҫлекен Николай Фёдорова «Dexter» самолёт Шупашкар аэропортӗнче 3 кун кӗтнӗ тет. Ку ӑна 460–624 пин тенке кайса ларнӑ пулать.
Ҫавӑн пекех тӗп хулари чукун ҫул вокзалӗ ҫумӗнчи ресторанта ӗҫкӗ-ҫикӗ иртнӗ тет — унта Фёдоров ушкӑнӗ пухӑннӑ пулать. Пӗр 30 ҫына яхӑн пулнӑ, кашни ҫын пуҫне апат вӑтамран 6–10 пинлӗх ларнӑ теҫҫӗ. Сӗтел ҫинче чи хаклӑ йышши эрехсем, йӳнӗ мар апат-ҫимӗҫ ларнӑ. Хӑнасен шутӗнче малтан ҫурт тӑвӑм министрӗ пулнӑ Владимир Филатов, социаллӑ хӳтӗлевӗн экс-министрӗ Владимир Мидуков, ҫавӑн пекех ун вӑхӑтӗнче спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов, пӗр хушӑ культура министрӗ пулса ӗҫленӗ Наталья Володина тата ыттисем пулнӑ.
Ытларикунтан, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен, Самар–Шупашкар–Самар авиарейс ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫлӗ — кун пирки Чӑваш Енӗн трансминӗ хыпарлать. Ку рейс нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлемелле имӗш. Кайран, вӑхӑчӗ иртсен, ӑна тӑсасси е рейса хупасси пирки шутлӗҫ пулӗ.
Ҫула «Cessna 208 Caravan» самолёт тухӗ. Вӑл пӗрре май 9–13 ҫын илейрет. Чӑваш Ен минтрансӗ хыпарланӑ тӑрӑх самолёт Шупашкартан 8:35 вӑхӑтра тухмалла, 10:10 тӗлне Самара ҫитмелле. Каялла Самар хулинчен 10:55-ре вӗҫсе тухмалла та пирӗн республикӑн тӗп хулине 12:20 вӑхӑта ҫитмелле. Самара каякансем, унтан Шупашкара таврӑнакансем самолётпа тунтикун, юнкун, эрнекун тата вырсарникун вӗҫейӗҫ. Рейссене Тутарстанри Пӗкӗлмере вырнаҫнӑ «Ак барс аэро» авиакомпани тумалла иккен. Билет хакӗ 2 400 тенкӗпе танлашать.
Аса илтеретпӗр, Самара вӗҫмексем (самолётсем) унччен те хутласа-ха — ун чухне ҫак рейса «Тутарстан» авиакомпани тӑватчӗ, анчах раштавӑн 25-мӗшӗнчен ӑна вӗҫме чарчӗҫ, лицензине те туртса илчӗҫ пулмалла. Хусанта самолёт персе аннӑ хыҫҫӑн унӑн вӗҫмекӗсене шӑпах «Ак барс аэро» компанине куҫарнӑ имӗш.
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине мӗнле самолётпа тата кам шучӗпе тухса кайнине журналистсем пӗлесшӗн текен хыпара эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха.
Асӑннӑ тема пирки Regnum информаци агентстви те нумаях пулмасть статья пичетленӗ. Чӑваш Енре епле хаклани пирки чарӑнса тӑнӑ май агентство кунти политиксен шухӑшне илсе кӑтартнӑ. Вӗсен шучӗпе шӑв-шав ҫӗкленнинче ӑна курайман ҫынсен алли сисӗнет. Тепӗр тесен, ҫакна Федоров пирки аса илтермелли хӑйне евӗр утӑм тесе те ӑнланма пулать тесе шухӑшлакансем пур-мӗн.
Ҫапах та ҫав шӑв-шав Федоров ят-сумне варалаймассине шанаҫҫӗ. Ведомствӑн сайтӗнче унчченхи самолета лартса массӑллӑ информаци хатӗрӗсене калаҫма сӑлтав туса панишӗн министерствӑра ӗҫлекенсене вара «вӗҫтерме» пултарӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, «Новая газета» текен хаҫат Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине кам шучӗпе вӗҫсе кайнине пӗлесшӗн иккен. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.
Асӑннӑ ведомство сайтӗнче министр Германие йӑлана кӗнӗ «аграри Давосне» хутшӑнма тухса кайни пирки хыпарланӑ-мӗн. Кунта сӑмах «Симӗс эрне» текен курав пирки пырать Анчах вӑл кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче кӑна уҫӑлать. РФ Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче сӑнӳкерчӗке Федоров хыҫӗнчи самолета сӑрласа хурса вырнаҫтарнӑ иккен. «Новая газета» вара федераци министрӗ бизнес-класлӑ самолет умӗнче тӑракан сӑнӳкерчӗке пичетленӗ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ, Раҫҫейӗн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Германие кам шучӗпе кайни тата самолета мӗншӗн пытарни пирки асӑннӑ ведомствӑна ыйтса ҫыру ярассине пӗлтернӗ.
Самара Шупашкартан вӗҫекен самолетсене паянтан пуҫласа ҫула тухма чарнӑ. Ҫак транспортпа ҫӳрекенсемшӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫапла хӑтланни питех мар ӗнтӗ. Анчах та республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, самолетсем вӑхӑтлӑха кӑна вӗҫме чарӑннӑ. Капла хыпара вӑл Шупашкарти аэропорт хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет.
Асӑннӑ хулана самолетсене раштавӑн 31-мӗшӗччен вӗҫме чарнӑ иккен. Сӑлтавне те ӑнлантарнӑ. Асӑннӑ хулапа Шупашкара унччен «Тутарстан» авиакомпани самолечӗсем ҫыхӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ компани самолечӗсене «Ак Барс Аэро» текен компание парас ӗҫ пырать-мӗн. Унчченхи компание Росавиаци тӗрӗсленӗ те (ҫакна, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Тутарстанра асӑннӑ компанин самолечӗ персе аннӑ хыҫҫӑн тунӑ) унта кӑлтӑк чылай тупса палӑртнӑ иккен.
Ҫапла ӗнтӗ, пуян предприятисен чаплӑ машинӑсем кӑна мар, вӗҫмексем те (самолетсем) пур ҫав ӗнтӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри хӑйӗн самолётне Шупашкарти аэропортра лартса пурӑннӑ. Анчах территорие тара илнишӗн вӑхӑтра тӳлеменнипе парӑм 180 пине ҫитсе кайнӑ. Аэропорт укҫана шыраса илес тесе тӳре патнех ҫитнӗ.
Суд тавӑҫпа килӗшсе «кӗмӗле» шыраса илмелле тунӑ. Йышӑнӑва суд приставӗсем патне ярса панӑ. Лешсем нумай кӗттермен — парӑмлӑ фирмӑн ЯК-40 вӗҫмекне арестлеме йышӑннӑ. Аренда хакӗпе кӑмӑлпа татӑлмасан приставсем ӑна сутса ярассипе хӑратаҫҫӗ.
44 миллион тенкӗлле парӑма вӑхӑтра татса паманнишӗн «Шупашкар агрегат савучӗ» АУО-н хӑй тахҫан хуҫаланнӑ Ту-134Б-3 маркӑллӑ самолетпа «сыв пуллашма» лекнӗ.
Чулхулари суд приставӗсен служба управленийӗн пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх республикӑри Раҫҫейӗн УФССП хушнипе Чулхула суд приставӗсем «Шупашкар агрегат савучӗн» пурлӑхӗ ҫине (самолёт) арест хунӑ, мӗншӗн тесен предприяти тепӗр организаци умӗнче 44 миллионлӑ парӑма кӗнӗ.
Паянхи кун самолёт парӑмлӑ организацийӗн элчисен яваплӑ сыхлавӗнче тӑрать. Вунӑ кун хушшинчи «Шупашкар агрегат савучӗ» организацийӗ укҫа тавӑрса памасан арестленӗ пурлӑха халӑх умӗнче хаклашса сутма палӑртнӑ.
Кашни ҫын пушӑ вӑхӑтне хӑй тӗллӗн ирттерет. Пӗри тӗрлет, тепри ӳнерлет, хӑшӗ вара йывӑҫран каскаласа кӑларать. Тӑвайра пурӑнакан каччӑ Кучеров Дима вара хутпа тата клейпа усӑ курсах вӗҫев карапӗсем ӑсталать иккен. Унӑн пухӑвӗнче халӗ 17 вӗҫев карапӗ. Ку шутра Ил-86, Боинг, Як-42, Ту-154, Ту-154-52, Ан-245 тата ытти те. Кашни карап хӑй «йӗкӗрешӗнчен» 144 хут пӗчӗкрех. Ӗҫӗ, паллах ӗнтӗ, кӑсӑклӑ, пуҫласа вӗҫне ҫитериччен вӑхӑт тата чӑтӑмлӑх пайтах кирлӗ.
Анчахрах каччӑ Тӑвай музейӗ ыйтнипе хӑйӗн пултаруллӑхӗпе халӑха паллаштарма килӗшнӗ. Экспозици уҫӑлнӑ-уҫӑлман куракансем музей ҫуртне йышлӑн пуҫтарӑнма пуҫланӑ. Ку анчах мар, кӳршӗлле район музейӗсем те халь Димӑна хӑйсем патне чӗнеҫҫӗ, ырӑ сунса кӗтеҫҫӗ.
Карапсем пит паха пулнӑ пирки алла тытса пӑхас туйӑма пытарма пит йывӑр, «Экспонатсене тӗкӗнме юрамасть!» — тесе ҫырнӑ пулсассӑн та. Ку курава йӗркеленӗ музей ертӳҫи Светлана Сергеева каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра халӑха тӗлӗнтерме шутсӑр йывӑр, тем те пӗр шыраса тупма тивет. Тӗслӗх пек вӑл икӗ ҫул каялла ҫак музейрах вырнаҫтарнӑ «Утюгсем» курава аса илчӗ. Чӑн та питӗ кӑсӑклӑ пулса тухрӗ вӑл — ун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» те ҫырнӑччӗ.
Кашни ача пӗлӗте кӑмӑллать, тӳпене туртӑнать. Ҫак ҫутӑ ӗмӗт Ҫӗмӗрле ачисене самолет моделӗсен ушкӑнне пуҫтарнӑ. Хастар ачасене Виноградов Сергей Борисович ӑста хӑй тавра чӑмӑртанӑ, вӗҫев аппарачӗсене пуҫтарма хистет.
Вӗсен ушкӑнӗ «Кӑвак тӳпе» ятлӑ. Пӗр хӑй тӗллӗн вӗҫекен аппарата пуҫтарма 2 ҫул яхӑн иртет теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе юратнӑ ачасем ушкӑнра 4-5 ҫул вӗренеҫҫӗ, ӑмӑртусенче пулаҫҫӗ. Ҫӗмӗрле ачисем Андрей Босанковпа Сулиманов Сергей хула чысне тӗрлӗ ӑмӑртусенче Шупашкарта та, Хусанта та сыхлаҫҫӗ. Хӑйсен малашлӑхне те самолетсемпе ҫыхӑнтарасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |