Кӑшӑлвирус самани транспорт ӗҫ-хӗлне те витӗм кӳчӗ. Халӗ лару-тӑру майӗпен йӗркене кӗрсе пырать теме пулать. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Мускава самолетсем вӗҫме пуҫланине эпир хыпарланӑччӗ-ха. Малтанхи вӑхӑтра пӗр кун урлӑ вӗҫнӗскерсем халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулине Шупашкарпа кашни каҫах ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ытти направленипе те самолетсем ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.
Раҫҫей чукун ҫулӗсен корпоратив ҫыхӑнӑвӗ енӗпе ӗҫлекен службин специалисчӗ Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне ырӑ хыпар пӗлтерчӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс хутлама пуҫлӗ. Алена Чернышева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ырӑ енне улшӑннӑран тата ку направлени пассажирсене кирлӗрен пуйӑссене ҫӳретме тытӑнас тенӗ.