Савучӗсене рекламӑлани евӗр ан пултӑр тесе ячӗсене асӑнмӑпӑр та пӑтӑрмахӗ пирки пӗлтерӗпӗр.
Монополипе кӗрешекенсем нумаях пулмасть электроооборудовани сутакан Шупашкарти суту-илӳ предприятийӗсенчен пӗрин ҫырӑвне пӑхса тухнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, реле хӳтӗлевӗн тата автоматикин хатӗрӗсене кӑларакан савутсенчен пӗри хӑйӗн таварне теприн евӗр пахалӑхлӑ пулнӑ пек кӑтартнине пӗлтернӗ-мӗн. Продукцие тӗпчени пирки каланинче те савут ҫавӑн йышшине урӑххисем кӑларнине пахалани ҫине таянса хӑйсен евӗр кӑтартнӑ пулать.
Монополипе кӗрешекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, конкуренцие пӑсакан ҫыру тепӗр предприятин ырӑ ятне яма пултарнӑ. Хӑйсен таварне сарассишӗн ҫапла хӑтланнӑ савут суя ҫырусемпе кӑштахран аппаланма пӑрахнине кура ун ячӗпе асӑрхаттару ҫырӑвӗ ҫырса тӑман.
Раҫҫейри харӑсах виҫӗ савут хӑйӗн мӗнпур ӗҫченне канма янӑ. Ҫак вӑхӑтра производство пуҫӗпех чарӑннӑ. Канаканнисен шутӗнче — Тольяттинчи «АвтоВАЗ», «GM-АвтоВАЗ» тата Volkswagen концернӑн Калугӑри савучӗ.
Юлашкинчен асӑннин ӗҫченӗсем утӑн 28-мӗшӗнче канма кайнӑ та ҫурлан 25-мӗшӗччен ӗҫ пирки шухӑшламасӑр пурӑнӗҫ. «АвтоВАЗ» ӗҫченӗсен канӑвӗ пӗр эрне кӗскерех пулӗ — ҫурлан 18-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗнӗҫ. «АвтоВАЗ» ытти ҫул халӑха массӑллӑ канма яман иккен.
Маларах Раҫҫейри ытти хӑш-пӗр савут та хӑйсен ӗҫченӗсене канма янӑ. Анчха вӗсем кӗҫ-вӗҫ ӗҫе тухмалла. Всеволожскри Ford ҫурлан 11-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫе кӳлӗнӗ, Питӗрти Hyundai — ҫитес уйӑхӑн 4-мӗшӗнче.
Савутсем кансан та унти хуралҫӑсем, урапа (машина) юсакансем тата ытти ҫавӑн йышши тытӑм пурпӗрех ӗҫлӗ.
Тепӗр хыпар та пур. Европа усламҫисен ассоциацийӗн шучӗпе кӑҫал Раҫҫейре ҫӗнӗ урапа сутасси 12 процент, е 335 пин штук, чакса 2,45 миллион штукпа танлашмалла.
Елчӗк районӗнчи пӗр предприятире тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Мигрантсем пурӑнакан общежити пӳлӗмӗсенче шкапсем те пулман. Унта тахҫантанпах тирпейлемен-мӗн. Тӗпелте те хӑрушӑ. Тумтир типӗтмелли вырӑн та ҫук иккен. Кун пирки ПТРК корреспонденчӗ пӗлтерет.
Кирпӗч савутӗнче прокуратура, Роспотребнадзор, Миграци службин ӗҫченӗсем пулнӑ. Завод директорӗ каланӑ тӑрӑх, унччен кунта вырӑнти халӑх та тӑрӑшнӑ. Анчах юлашки вӑхӑтра кадр ыйтӑвӗ ҫивӗчленнӗ-мӗн. Ҫулсерен кунта 50 рабочи таранах кирлӗ-мӗн. Вӗсене вӑхӑтлӑха ҫеҫ ӗҫлеттереҫҫӗ.
Завод директорӗ Лидия Ласточкина каланӑ тӑрӑх, кунта рабочисем хӗлле пурӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫулла ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл тумтир ҫумалли, душ кӗмелли уйрӑм пӳлӗм пуррине ӗнентернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫитменлӗхсене пӗтерме тӑрӑшма шантарнӑ.
Ертӳлӗхӗн ҫитменлӗхсене 1 уйӑхра пӗтермелле пулнӑ. Анчах тепӗр хут ирттернӗ тӗрӗслев улшӑну курман. Ҫавӑнпа тепӗр тӗлпулу судра пулӗ.
Ятарлӑ автомобильсем кӑларакан Ҫӗмӗрлери савут нумаях пулмасть 85 ҫулхине паллӑ тунӑ. Паллӑ кунпа предприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Ҫӗмӗрлери ҫав предприяти хула хыснине укҫа-тенкӗ илсе килекен тӗп организаци шутланать. Ҫӗмӗрлен социаллӑ пурнӑҫӗнче те вӑл тӗп вырӑн йышӑнать.
Савутра хӳтӗлев тата граждан тӗллевӗллӗ, медицинӑра тата ытти отрасльте кирлӗ техникӑна юсамалли пайсем, тӗрлӗ тӗллевлӗ модульсемпе контейнерсем кӑлараҫҫӗ. Ун продукцине ытларах чух Раҫҫейӗн Хӳтӗлев, Шалти ӗҫсен тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствисем усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ савута юбилейпа саламланӑ май 2011 ҫулхинчен продукци кӑларасси 2 хут ӳстернине палӑртнӑ.
Кирек епле уяври пекех унта ӗҫлекенсене те тӗрлӗ шайри Хисеп гармотисемпе тата ытти наградӑпа чысланӑ.
Хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ та ваттисем, ака пӗтнӗ-пӗтмен тырӑ вырасси пирки шухӑшлама тивет. Чӑваш Республикине, ав, тырӑ вырмалли «Енисей-950» комбайнсем килсе ҫитнӗ. Тӗрӗсрех, таҫтан килсмен-ха вӗсем. Хамӑр патранах.
Ара, комбайнсене Шупашкарти «Промтрактор» акционерсен обществинче пухма тытӑннине пӗлетпӗр-ха. Унта кӑларнӑ «енисейсене» «Чӑвашагрокомплект» предприяти ял хуҫалӑхӗсене сутма нумаях пулмасть илсе кайнӑ.
Юлашкинчен асӑнни «Агромашхолдинг» компанин официаллӑ дилерӗ шутланать иккен. Лешӗ вара «Промтрактор» обществӑн, «Волгоградри трактор савучӗ» трактор компанийӗн, «Улатимӗрти моторпа трактор савучӗ», «САРЭКС», «Курганмашзавод» обществӑсен, Австрири «Vogel & Noot» предприятин пайташӗ евӗр ӗҫлет иккен.
«Чӑвашагрокомплекта» илсе пынӑ «енисейсем» ҫывӑх вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӑрӑх саланасса шанаҫҫӗ.
Аслӑрах ӑрурисем аван пӗлекен пӗр юрӑра ҫав йӗркесене виҫҫӗмӗш сӑпатра, нумайлӑ хисепре калатчӗҫ-ха. Эпир вара кӑшт ылмаштартӑмӑр. Ара, ӗлӗкрех «Ҫӗре — хресчене, савутсене — рабочисене» текен лозунгпа пурӑннӑ мар-и? Паян, ав, чылайӑшӗ — уйрӑм ҫын аллинче… Тепӗр тесен, пулинех. Чи кирли — налукне тӳлеччӗр те ӗҫлекенсене ан кӳрентерччӗр.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тепӗр савут ҫӗклеме палӑртнӑ. Кун пирки «Химпром» акционерсен обществипе «Кематур Инжиниринг АБ» шведсен компанийӗ шывамӑш (водород) перекиҫӗ кӑларакан савут тӑвасси пирки алӑ пуснӑ иккен. Вӑл «Химпромӑн» лаптӑкӗнче хута каймалла. Ӑна 2015 ҫулта хута яма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Унта ҫулталӑкне 50 пин тонна шывамӑш перекиҫӗ туса кӑларасшӑн.
Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче «Траковская керамика» ҫӗнӗ савута уҫнӑ. Ӑна 2011 ҫулта тума пуҫланӑ пулнӑ. Савут пӗр ҫул хушшинче 60 миллион капӑрлату кирпӗчне кӑларма пултарӗ имӗш. Красноармейски районӗн администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ савута хута яма проект килешӗвӗпе 1,018 миллард тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ.
Инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи савут ҫӗнӗ 134 ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерӗ. Кунта ҫутӑ сарӑ тӗслӗ керамика кирпичрен пуҫласа тӗттӗм хӑмӑрли тӑранах кӑларма палӑртнӑ. Малалли тапхӑрта вара тӑм шакмак тата клинкер брусне кӑларма тытӑнӗ.
Чӑвашсен малашне комбайн таврашӗнчи терминологине ӑсталама тата вӗренме тивет пулас — пирӗн республикӑн тӗп хулине «Енисей» комбайна пуҫтармалли производствӑна куҫарасшӑн. «Тракторные заводы» (чӑв. «Трактор савучӗсем») ҫапла йышӑннӑ иккен.
Хальхи вӑхӑтра ҫак комбайнсене Красноярскра (чӑвашла Хӗрлӗ Ҫыр пулать) пуҫтараҫҫӗ, анчах та тӑкакӗсем пысӑккине пула унти производствӑна кӑҫалхи кӗр кунӗсем тӗлне хупасшӑн иккен.
Шупашкарта ҫӗнӗ савут «Промтрактор» лаптӑкӗнче вырнаҫӗ. Икӗ сменӑпа ӗҫлесе планпа ҫулсерен икӗ пин комбайн пуҫтарасшӑн.
Ҫӗмӗрле хулинче 2012 ҫулта 250 ҫын валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлма кирлӗ — кунта трансформаторсем кӑларма тытӑнӗҫ. Ҫак предприятие уҫма Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрлене хӑй килсе ҫитнӗ.
Паянхи куна пулас савутра 14 ҫын ӗҫлет, ҫулталӑк вӗҫне вӗсен йышне 30 ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Плана пурнӑҫланӑ май вӗсен шучӗ 250 ҫынна ҫитӗ. Савута Европа технологийӗсемпе усӑ курса йӗркеленӗ, ҫулталӑк тӑршшӗпе вӑл 1 млрд. тенкӗлӗх тавар кӑлармалла теҫҫӗ.
Красноармейски районӗнче ҫӗнӗ кирпӗч савучӗ пулмалла, вӑл Кайри Карӑкран инҫех мар, «Красноармейски–Шупашкар» автоҫул хӗрринче вырнаҫмалла. Ӑна «Тус» АХО тӑвать. Ҫулталӑкра 60 миллион кирпӗч кӑларма пултаракан савута никӗслесе хута яма пурӗ 1,1 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ вӗсем. Пӗрремӗш кирпӗч 2013 ҫулта тухмалла.
Утӑн 14-мӗшӗнче савут территорийӗнче никӗс хывма тытӑнас умӗн, экскаватор пӗрремӗш кубла метр тӑпра кӑларса тиесе янӑ ятпа савӑнӑҫлӑ самант ятпа халӑх пухӑнчӗ. Митинга «Тус» акционер пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Н.Ф. Угаслов уҫрӗ, кунашкал савут Тутарстанрисӗр пуҫне пирӗнпе кӳршӗллӗ ытти республикӑсенче ҫуккине, Трак енри тӑм питӗ паха пулнине, кирпӗче Европӑри ҫӗршывсен технологийӗпе туса кӑларассине пӗлтерчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫӗнӗ предприяти шӑпипе Чӑваш Ен правительстви те интересленсе тӑнине палӑртрӗ.
Мӗнех, пӗрремеш утӑм пур — савут ӗҫлесе каясса кӗтмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |