Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта каллех пӑтӑрмах — тиевлӗ машин локомотива ҫул паман.
Никам та суранланман, тиев машина те вӑйлах ҫӗмӗрӗлмен — анчах та ҫак пӑтӑрмаха пула ҫул пӳлленсе ларнӑ-ларнах. Ҫӗнӗ Лапсартан Шупашкара ҫитес шухашлисен тавраран (е Кӳкеҫ еннелле каякан ҫулпа, е Мӑн Карачурана тухаканнипе) ҫаврӑнса кайма тивӗ.
ПАИ ӗҫчӗнӗсем пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ те ӗнтӗ — машинсен ҫӳревне йӗркелесе тӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (2)
Паян 20 сехет те 20 минутра Москакасси (Муркаш районӗ) патӗнче М7 автоҫул урлӑ ҫуранҫӳрекенсем валли хывакан кӗпер йӑтӑнса аннӑ. Пӗр тиев машини сиенленнӗ. Ҫынсем аманман пулас — хальлӗхе кун пирки пӗлтермен.
Хальхи вӑхӑтра машинсем тавра ҫулпа Мӑн Сӗнтӗр урлӑ ҫаврӑнса каяҫҫӗ. Вырӑнта ИӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, ҫулӑм тавраш тухасран ҫывӑхри пушар станцийӗнчен автоцистерна ҫитсе тӑнӑ.
Ҫуранҫынсене каҫма хатӗрленӗ кӗпере хайхи вӑхӑтра туса ҫитереймӗҫ ӗнтӗ — укҫи-тенки енчен те самай пысӑк тӑкак тӳсме тивӗ пулӗ-ха... Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче пӑтӑрмахсем темскер нумайланса кайрӗҫ... Инкек пӗччен килменни пирки калакан ваттисен сӑмахне аса илтерет...
Чукун ҫул ҫинчен ӳпӗннӗ вакунсенче кӑмрӑксӑр пуҫне мазут тата чул катӑкӗсем турттаракансем те пулнӑ. Мазут цистерни хӑяккӑн выртнӑран ун анинчен унти шӗвек юхса тухнӑ иккен. Пурӗ 50 тӑваткал метр ҫӗр сиенленнӗ, хӑй цистерни юсавлах.
Чӑваш Ен Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьева кунти лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать. Пӑтӑрмах вырӑнӗ тӗлне Чӑваш Республикинчи инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ҫитнӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 100 метр чукун ҫул тата электропередача линийӗн юпи сиенленнӗ. Пӑтӑрмаха сирес тӗлӗшпе пурӗ ҫӗре яхӑн РЧҪ ӗҫченӗ вӑй хурать, 20 яхӑн урапаллӑ техника ӗҫлет. Канашпа Арсамасран 4 юсав пуйӑсӗ килмелле.
Ҫӗмӗрле районӗнчи пӑтӑрмах тунӑ сиене ирхи 4 сехет тӗлне юсаса ҫитересшӗн. Хальлӗхе пуйӑссем Канаш–Красный узел–Арсамас урлӑ пӑрӑнса иртеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах тавар пуйӑсӗ юр хыракан составпа сӗртӗнсе ҫапӑннине пула пулнӑ.
Паян, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнче 207-мӗш тавар пуйӑсӗн кӑмрӑкпа тиенӗ 13 вакунӗ ӳпӗннӗ. Пӑтармах Чулхула чукун ҫулӗн 609-мӗш ҫухрӑмӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енри ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр ҫын та аманман, анчах пуйӑссем ҫӳремелли ҫул икӗ еннеле те юрӑхсӑра тухнӑ. Пӑтӑрмаха сирме Канашпа Арсамасран (Чулхула облаҫӗ) юсавпа тӳрлетекен пуйӑссем тухнӑ та ӗнтӗ.
Кӑмрӑкпа тиенӗ вакунсем мӗнле салтава пула ӳпенни хальлехе паллӑ мар-ха.
Паян Михаил Игнатьев Элтепӗр йӑла газӗ сирпӗннине пула шар курнӑ Туҫи ҫыннисене пулӑшас тӗлӗшпе ятарлӑ пуху ирттернӗ. Чи малтанах Михаил Васильевич ҫак инкеке сирес тӗлешпе ӗҫленӗ пур ҫынна та тав сӑмахӗ каланӑ.
Йӑла газӗ сирпӗннӗ ҫурта тӗппипе ишӗҫ. Ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫурт хӑпартма палӑртаҫҫӗ. Элтепӗр пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей ИӖМне тата Регионсен министерствине федераци хыснинчен укҫа илме заявка янӑ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх ҫак инкеке пӗтӗмӗшле сирме 60 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Шар курнӑ ҫынсене Раҫҫейри Хӗрлӗ Хӗресӗн Чӑваш уйрӑмӗ те пулӑшать. Мӗнпе те пулин сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан япаласене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Ленинград урамӗ, 31 ҫурт. Уйрӑмах тумтир, пушмак, алшӑлли, утиал кирлӗ.
Ыран Ҫӗрпӳ районӗнче хурлӑхлӑ кун.
Асаилтерепӗр, Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнче вырнӑҫнӑ виҫӗ хутлӑ ҫуртра йӑла газӗ ӗнер ирхи сирпӗнсе кайнӑ. Пурӗ тӑватӑ хваттер тӗппипе ишӗлнӗ, 2 ҫын вилнӗ, тепӗр иккӗшӗ аманнӑ.
Паян Шупашкарӑн тӗп пайӗнче икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Вут-ҫулӑм тухни пирки пӗлсенех кунта 4 пушар машини пырса ҫитнӗ.
Ҫулӑма ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: ҫуртӑн ҫур пайӗпе усӑ курманнипе пӗрех — пурӑнакансем унта сайтра хутра ҫеҫ килсе каяҫҫӗ иккен; иккӗмӗш ҫурринче вара пӗр пӗччен арҫын пурӑннӑ. Кӳршӗсем каласа панӑ тӑрӑх вӑл ӗҫме юратнӑ иккен. Вутпа кӗрешекенсем ҫурта тишкернӗ тӑрӑх пӗр вилӗ тупнӑ.
Пушар мӗнрен тухнине хальхи вӑхӑтра тӗпчеҫҫӗ.
РАШ | 26 |
Шупашкарта паян юханшыв порчӗ ҫумӗнче ҫӗр чӗтренни пирки халӑх пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла иртсен икӗ сехет ҫурӑра пулса иртнӗ имӗш: стенасемпе люстрӑсем чӗтреме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Президент булварӗнче, Константин Иванов урамӗнче тата ытти вырӑнсенче пулнӑ халӑх та ҫавнашкал пулӑма туйнӑ иккен.
ЙӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх хӑрамалли нимӗн те ҫук. Раҫҫей Федерацин ИӖМӗн Чӑваш Республикинчи халӑхпа ӗҫлекен тата информаци пай пуҫлӑхӗн ӗҫне тӑвакан Вероника Чернова ҫапла пӗлтернӗ: «Ку пулӑм сасартӑк ӑшӑтса янӑран тӑпра ӑнсӑртран аннипе е куҫнипе ҫыхӑннӑ. Юханшыв порчӗн ҫуртӗнче кантӑксенче темиҫе ҫурӑк пур. Халӑх пӗлтернӗ ҫурӑк пирки калас пулсан вӑл тахҫанах пур, паянхи пӑтӑрмахчченех тухнӑ. Никам та аманман, нимле ҫурт та ишӗлмен. Юханшыв портӗнче ӗҫлекенсене килелле яма сӗннӗ».
Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан 14 ҫулхи ҫамрӑка хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ УК-ӑн 158-мӗш ст. 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн (ют кил-ҫурта кӗрсе ҫаратни) вӑрлав ӗҫӗпе арпашнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫа хирӗҫ ҫамрӑк хӑй вӗренекен шкултах ӗҫлекен учительницӑн хваттерӗн ҫӑрине ватса пӳлӗме кӗрет. Хваттертен ҫав кун аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗм, телефон сим-карти тата укҫа-тенкӗ ҫухалнӑ. Пӗтӗмӗшле тӑкакӗ 3 пин те 200 тенкӗлӗх.
Айӑплӑ ҫамрӑк 7-мӗш класра анчах вӗренет-ха. Хӑйӗн хӑтланӑвне вӑл ҫӗнӗ учительница мӗнле пурӑннине пӗлес килнипе ӑнлантарнӑ. Ҫын пӳлӗмне ҫӑра ватса кӗнине ун ҫине ан шутлатчӗр тесе вара япаласем ҫаратса тухма шут тытнӑ
Хальлӗхе йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмахӑн лару-тӑрӑвне тӗпчеҫҫӗ, шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗн тӗплӗхӗнче суту-илӳ ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Юсама, унпа усӑ курма май ҫук теҫҫӗ.
ИӖМ-ӗн республикӑри Тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх — икӗ хутлӑ универмагра пушар тухни ҫинчен чӳкӗн 24-мӗшӗнче ҫурҫӗр ҫитеспе, 23 сехет те 40 минутра, хыпар ҫитнӗ. Космовский урамӗнчи кирпӗчрен тунӑ суту-илӳ ҫурчӗн тӑррине вут-ҫулӑм ярса илнине ял ҫыннисем асӑрханӑ, пушар хуралне шӑнкӑравланӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем вырӑна темиҫе минутранах ҫитнӗ, пушар вӑй илнине кура (2-мӗш номер панӑ) ӑна сӳнтерме 19 техника, ҫынсен пысӑк йышӗ хутшӑннӑ.
Темиҫе сехетрен тин вут-ҫулӑма парӑнтарма май килнӗ. Нумай пурлӑх пӗтнӗ, телее, ҫынсем вилмен, суранланман.
Шупашкарта пурӑнакан Александр Соскин Трактор тӑвакансен проспекчӗпе киле таврӑннӑ май макӑракан арҫын ачана асӑрханӑ. Ача-пӑча ӑна хирӗҫ чупса пынӑ. Каҫхи вӑхӑт пулнӑ. Арҫын ачана чарса мӗн пулнине ыйтса пӗлнӗ. 6 ҫулхи ача-пӑча ӑна амӑшӗ кӳрентерни пирки каласа панӑ, анчах та хӑй ӑҫта пурӑннине вӑл ӑнлантарса парайман. Ачана вара Александр Шупашкарти Калинин районӗнчи ҫул ҫитменнисен реабелитаци центрне ӑсатса янӑ.
Ҫав вӑхӑтра ҫӳрҫӗр иртнӗ пӗррӗре полици уйрӑмне ача ҫухалнӑ пирки 27 ҫулхи хӗр пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх ҫав каҫ вӗсем ачипеле хӑнара пулнӑ, паллах уяв пуҫа анратакан шӗвексемсӗр иртмен. Каялла киле таврӑннине хӗр начар астунӑ. Пӳлӗм алӑккине чылай вӑхӑт хушши уҫайман. Ача ҫав вӑхӑтра пусма картлашкисем ҫинче кӗтсе ларнӑ, кайран вара сисмен вӑхӑтра тухса тарнӑ.
Ача ҫухални пирки йӗрке хуралҫисем тӳрех шырав йӗркеленӗ. Телее полици уйрӑмне ирех реабелитаци центрӗн ӗҫченӗсем шӑнкӑравланӑ.
Ачана полици уйрӑмне илсе килсен йӗрке хуралҫисем тепӗр лару-тӑрӑва асӑрханӑ: унӑн пуҫӗ ҫинче мӑкӑль, ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑвак паллисем пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |