Темшӗн этеме хӑй тунӑ чарусӑр, тискер ӗҫӗсемшӗн чӗрчунпа танлаштараҫҫӗ. Ку вара тӗрӗсех-ши? Этем ӑс-тӑнлӑ пулсан та хӑш чухне хаярлӑхӗпе, хӗрхенӳсӗрлӗ пулнипе чӗрчунтан ирттерет. Этеме пӗр енчен тыткалӑшне кура икӗ ушкӑна пайлама май пур: пӗрисем — хута яраҫҫӗ, ӑсталаҫҫӗ, теприсем вара ют ҫын тунӑ пурлӑха аркатаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши, «алӑ кӗҫтет» чирпе аптӑракансем республика тӗп хулинче сахал мар курма пулать.
Иртнӗ эрнере хула кӳлмекӗнче 5 светильника аркатнӑ, урамри 1 ҫутӑ юпана хуҫнӑ имӗш. Чарусӑр ӗҫӗ тӑвакансене хальлӗхе тӗпчесе пӗлмен-ха. Администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кун ку ӗҫ-пуҫпа администрацилле тӗпчев иртет.
Раҫҫей Федерацийӗн пуҫиле кодексӗпе киллешӳллӗн вондализм ӗҫ-пуҫшӑн явап 14 ҫултан пуҫланать.
— Кун йышши пуҫтахланушӑн ашкӑнчӑка 50–100 МРОТ (250–500 пин тенкӗ) администраци штрафӗ е 6 уйӑхлӑ юсав ӗҫӗсем е тата 3 уйӑхлӑ администрациллӗ арест кӗтет, — пӗлтерет Инесса Иванова юрист.
Светильниксемпе ҫӳтӑ юпине каҫхи вӑхӑтра аркатнӑ. Шупашкар администрацийӗ хула пурлӑхне ватнӑ ашкӑнчӑксем пирки мӗн те пулин пӗлекен ҫынсене йӗрке хуралҫисене е хулари диспетчер службине «074» номерпа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
«Туй кӑлтӑксӑр иртмест», — каларӑш паянхи пурнӑҫра та хӑйӗн чӑнлӑхне ҫухатман. Савӑнӑҫлӑ пулӑмра та ятлаҫса е тытӑҫса илмеллӗх сӑлтавӗ яланах тупӑнать. Ав, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Иртнӗ кану кунӗсенче республика тӗп хулинче мӑшӑрланакан икӗ чун туй савӑнӑҫлӑ иртессе шаннӑ ӗнтӗ, анчах та шанни кӑлӑха пулнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар.
Туй вӑл тепӗр майлӑ хӗвешӳ: пур те таҫта васкаҫҫӗ, тӗл паллисӗр енчен енне чупкалаҫҫӗ, темрен юласран хӑраҫҫӗ. Васкакан вара вакка сикет. Кӑна ӗнтӗ ваттисем ахальтен мар каланӑ. Хайхи туйра вара качча тухакан хӗрӗн тантӑшӗ ватӑсем каланине чухласах кайман пулмалла. Пулас мӑшӑрсем ларса пыракан урапана хуса ҫитес тесе вӑл ҫул урлӑ каҫакан ҫуран утакансене те асӑрхаман, ҫапса кайнӑ.
«НТВ» хыпарланӑ тӑрӑх вӑйлӑ ҫапӑннине пула арҫынпа хӗрарӑм темиҫе метр малалла вӗҫсе кайнӑ. Иккӗшӗ те вара хӑйсем тӗллен ура ҫине тӑма пултарайман, вӗсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне туй хӑнисем кӳнӗ. Ҫав вӑхӑтра иртсе пыракан васкавлӑ пулӑшу урапи вара икӗ шӗремете пульница леҫнӗ.
Инкекре шар курнӑ хӗрарӑмпа арҫын самай сусӑрланнӑ.
Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев Шупашкарта ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ. «Toyota Camry» машинӑна тытса пыраканскер ун чух вӑл ӗҫе кайма тухнӑ пулнӑ иккен, Калинин тата Гагарин урамсен пӗрлештерекен ункӑра тепӗр йӗр ҫине кӗме хӑтланса «Лада Калина» машинӑна пырса лекнӗ. Инкекре ҫынсем аманман-ха. Машинӑсем кӑна кӑштах чӗрмеленнӗ.
Министр ҫумӗ правилӑна пӑсни пирки административлӑ протокол ҫырнӑ-мӗн. Министра 100 тенкӗлӗх штрафлама йышӑнни пирки хыпарлать «Ирӗклӗ сӑмах» сайт РИА Новости пӗлтернине тӗпе хурса.
Тен пурнӑҫ тискерленсе пыннипе ҫамрӑк ӑру хӑйне хаяр тыткалама тытӑнчӗ. Вӗрентсе каланине юратмаҫҫӗ, ӳпкеленишӗн патак ҫитерессипе хӑратаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсене хирӗҫ калаҫаҫҫӗ е тата тискерлӗрех ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне Вӑрнар районӗнче пулса иртекен ӗҫ-пуҫ тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.
Ҫак кунсенче йӗрлев органӗ асӑннӑ районти Вӑрманкас ялӗнче пурӑнакан 18 ҫулхи яша хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевне вӗҫленнӗ. Каччӑна вара «вӗлерни» статьяпа айӑпланӑ пулнӑ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче каҫ-кӳлӗмре хайхи ҫамрӑк хӑйӗн 42 ҫулхи ашшӗпе вӑрҫса кайнӑ. Ывӑлӗ вара ҫак кунчен маларах ҫул инкекне лекнӗ. Шырлӑхсене татса парас тесе яш анкартинче ларакан кивӗ бензовоза водителе парса янӑ. Ҫак пулӑм ӗнтӗ ятлаҫмали сӑлтавӗ пулнӑ та.
Тен шуйттан хӗтертсе тӑннипе, тен ашшӗн сивӗ сӑмахӗсем чуна пырса тивнипе 18 ҫулхи каччӑ электричествӑ пралукне алла ҫавӑрса тытнӑ та мунча пӑлтӑрӗнче выртакан ашшӗне пӑвса вӗлернӗ.
Шупашкарпа Лапсар ял тӑрӑхӗн чиккинче, Вӑрманкас ялӗ ҫывӑхӗнче юпа ларать. Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинчи ҫулпа ҫӳрекенсем ӑна курнӑ курнах ӗнтӗ.
Фёдор Мадуров ӳнерҫӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ Чӑвашсен йӑлари инемлӗхӗн вырӑнти «Турӑ» тӗн пӗрлешӗвӗ сӑваплӑ ӗҫ тӑвать ӗнтӗ — пирӗн мӑн асаттесем тытса пынӑ, пирӗн асаттесем упраса хӑварнӑ халӑх тӗнӗн пурнӑҫне тӑсать. Анчах ҫак пӗчӗк пӗрчӗ евӗр япала та православи тӗнӗшӗн пӳрнене кӗнӗ шӑрпӑк пекех — патшалӑх толерантность пирки кунӗн ҫӗрӗн калаҫать пулин вӗсем пирӗн халӑхӑн авалхи тӗнне йышӑнасшӑн мар. Вӑрманкас патӗнчи юпапа ҫыхӑннӑ пур пӑтӑрмах та, Фёдор Мадуров шухӑшӗпе православӗ пупӗсем хистенипе пулса иртет: малтан ку юпана пуртӑпа такканӑ (хӗрарӑм алли пулни тӳрех паллӑ), кайран лартнӑ йӑмрасене тӳнтернӗ, ҫӑлкуҫа питӗрсе хунӑ. Хальтерех вара, кӑна хӑвсамӑр та асӑрханӑ пуль, ҫывӑхра карта тытса ҫавӑрнӑ. Ку та кӑна мар, юпана кӑларса перес тесе чавма та пуҫланӑ, анчах те хурахӑн вӑйӗ ҫитмен, те такам хӑратнӑ — ӗҫне туса ҫитереймен.
Фёдор Мадуров каласа панӑ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫсем пирки ӑҫта кӑна ҫырман пулӗ — пӗр тӳре-шара та хутта кӗресшӗн пулман.
Тӳррипе, ку сӑмаха ӗненме те йывӑр. Анчах Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Тӗпчев управленийӗ ку ӗҫе вӗҫлесе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ Комсомольски районӗнче, пӗр ялти пӗтӗмӗшле тухтӑр офисӗнче, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Шӑл юсаканӑн мӑшкӑлӗ пулнисен шутӗнче пилӗк ача-мӗн. Вӗсем — 13–15 ҫулсенчи каччӑсем. Хайхисем шӑл юсаттарнӑ вӑхӑтра тухтӑр вӗсене хыпашланӑ пулать. Врача халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 135-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ.
Этем эрех сиенлӗхӗ ҫинчен пӗлсех тӑрать пулин те ӗҫес йӑлана нимле те пӑрахӑҫлаймасть. Виҫине пӗлмесӗр лӑнкӑртаттарса пыра янӑ «усал» шӗвӗк ҫын ӑс-тӑнне минретет, тискер ӗҫе сахал мар тума хӗтӗртсе тӑрать. Шупашкарта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетет.
Мускав районӗн сучӗ 30 ҫулхи хула ҫыннине «ятарласа шут тытмасӑр сывлӑха хавшатса хӗрарӑм пурнӑҫне татнӑшӑн» статьяпа «айӑплӑ» тесе йышӑннӑ.
Йӗрлев тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хайхи арҫын ӳсӗр килнӗ, амӑшӗ ӑна ҫакӑншӑн ятлама тытӑннӑ. Ку вара ывӑлне килӗшмен, вӑл амӑшне хирӗҫ тӑнӑ: сӑмахпа кӑна мар, «чышкӑласса» та тӑна кӗртме тытӑннӑ. Тапкӑ-ҫупкӑ ҫитерни ват ҫын пурнӑҫне татнӑ та.
Суд йышӑннӑ тӑрӑх арҫынна ку ӗҫ-пуҫшӑн 9 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекен (халӗ те унтах-ши, пӗлейместпӗр) Ксения Глунцовӑна тӗрлӗ телешоусене кӑмӑллакансем палласа ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Вӑл Андрей Малаховӑн «Пусть говорят» кӑларӑмне те хутшӑннӑччӗ, «Давай поженимся» шоура вара каччӑ шыранӑччӗ, «Прямой эфир» кӑларӑма кайнӑччӗ.
Нумаях пулмасть хайхи Турцие ҫитнӗ. Ҫук-ха, телекӑларӑмра ӳкерӗнме мар, канма кайнӑ. Анчах пике унти Вӑтаҫӗр тинӗсре шар курнӑ иккен. Ӑна уринчен акула евӗр пулӑ ҫыртнӑ имӗш. Унта 30 доллар тӳлесе тухтӑрсенче пулӑшу илнӗ-мӗн. Халӗ пикене Шупашкарти тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ, халӗ ун сывлӑхӗшӗн хӑрушши ҫук-мӗн. Ҫапах та хӗр Андрей Малаховӑн кӑларӑмне каяймасси пирки пӑшӑрханать иккен, мӗншӗн тесен ӑна авӑн уйӑхӗнче телешоуна чӗнме пулнӑ имӗш.
Эрех таврашӗ этем пуҫне минретни ҫинчен тата тӗрлӗ тискер ӗҫсем тума хӗтертни ҫинчен пӗрре мар илтнӗччӗ. Анчах та нивушлӗ ҫав сийӗнлӗ шӗвӗк ҫынна тӑван тӗпренчӗкӗ ҫине аллӑ йӑттарма пултарать? Пултарать ҫав иккен, унтан та тискерлӗ ӗҫ-пуҫсем тума та хӗтӗртет. Ҫакна ав кӑҫал пулса иртнӗ пулӑм та ҫирӗплетет.
Чӑваш Енӗн аслӑ сучӗ 35 ҫулхи Эдуард Иванова шӑпӑрлана вӗлӗрме тытнӑшӑн тата асӑрхануллӑ пулманнипе ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑ статьясемпе — «айӑплӑ» — тесе йышӑннӑ.
Ӗҫӗн материалӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ӳсӗр арҫын килте ахӑрма тытӑннӑ, вара шуйттан хӗтертнипе пулмалла алла тулли ҫур литр эрех кӗленчине тытса сасартӑк вӑл 7 уйӑхри шӑпӑрлана пуҫӗнчен ҫапнӑ. Хыҫҫӑн вара арҫын кӗленчесӗрех пӗчӗк ачана пуҫран тата ытти кӗлӗткен пайӗсенчен «чышкӑланӑ». Васкавлӑ пулӑшу урапи хӑвӑрт ҫитнипе кӑна тухтарсем тӗпренчӗк пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Арҫын тискӗрлӗхне пула ачан пуҫӗ хытах аманнӑ, кӗлетке ҫинче те сурансем чылай пулнӑ.
Йӗрлев ӗҫне ирттернӗ вӑхӑтра полици ӗҫченӗсем тата тепӗр кӑсӑклӑ пулӑма тӗпчесе пӗлнӗ. Пӗлтӗр, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иккен хайхи арҫын самай хӗренкеленӗскер хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне ура валли упражнени тума шухӑш тытнӑ.
Саккун йӗркине пӑсакансен шутне хӑш чухне полици ӗҫченӗсем те кӗреҫҫӗ. Вӗсене те вара явап тытараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар суд ларӑвӗнче ҫитес кунсенче 23 ҫулхи Шупашкарти полици уйлӑмӗнче ӗҫлекен йӗрке хуралҫин малалли шӑпине татса параҫҫӗ. Ӑна вара ҫул йӗркине пӑсса асӑрхануллӑ пулмассӑр ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Чӑваш Енчи СКР Йӗрлев отделӗ палӑртнӑ тӑрӑх асӑннӑ инкек акан 5-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи ҫул тӑваткалӗнче — 10-мӗш Пиллекҫуллӑх урамӗпе Ельников тӑкӑрлӑкӗ хӗресленнӗ вырӑнта — пулса иртнӗ. ВАЗ-2114 маркӑллӑ урапапа пыракан йӗрке хуралҫи светофорӑн симӗс ҫуттипе каҫакан 72 ҫулхи карчӑка ҫапса кайнӑ. Ку инкекре ват ҫын сулахай уран чӗркуҫҫине хытах амантнӑ. Руль умӗнче ларакан полици ӗҫченӗ вара инкек вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулман. Кӑна ятарлӑ медицина тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ. Йӗрке хуралҫи вара хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмах кунне отпускра пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Паянхи куна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗпчев ӗҫне вӗҫленӗ. Ҫитес кунсенче вара суд ларӑвӗ ват ҫына таптакана явап тыттарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |