Элӗк районӗнчи Якунькӑ ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑшӑн тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн арӑмӗ пулнӑ ҫын ҫумне ҫыпӑҫнӑ. Лешне ҫакӑ килӗшмен — йӗрке хуралҫисене евитленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнче арӑм пулнӑ ҫыннӑн тӑванӗ патне пырса кӗнӗ. Арӑмӗ мунчана кӗрсе кайсан вӑл ун хыҫҫӑн утнӑ. Арӑм пулнӑ хӗрарӑм ҫумне мунча пӳртемӗнче ҫулӑхма тытӑннӑ. Амӑшӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑран хӗрарӑмӑн ывӑлӗ чупса пынӑ. Арҫын тухса тарнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинчи вӑйпитти арҫыннӑн пылак ҫиес килнӗ-ши? Вӑл лавккасенчен пӗринчен 72 плитка шӑккӑлат вӑрланӑ.
Шӑккӑлат вӑрлани видеокамера ҫинче ҫурла уйӑхӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавна йӗрке хуралҫисене лавккара ӗҫлекенсем панӑ.
31 ҫулти арҫын унччен те аолици куҫӗ тӗлне ҫакланкаланӑ. Унччен те — лавккасенчен япала вӑрланипе.
Халӗ арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна Шупашкарти тата Шупашкар ҫывӑхӗнчи районсенчи суту-илӳ точкисенчен япала вӑрланӑ тесе шанмаҫҫӗ. Вӑйпитти тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев пырать.
Ҫанталӑк сивӗ тӑрать. Чӑваш Енре шӑнса вилнӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Ку чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ.
Ӗнер ирхине Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче иртен-ҫӳрен арҫын виллине асӑрханӑ, полицие чӗннӗ. Ҫав ҫын 48 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл киле темиҫе метр ҫеҫ ҫитеймен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шӑнса вилнӗ.
Халӗ Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, ун хыҫҫан пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи йӗрке хуралҫисенчен карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗсенчен пӗринче администраторта ӗҫлекен ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, салона пӗр арҫын кӗнӗ. Вӑл батарейка туяннӑ. Япалашӑн 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Сутуҫӑ ытлашши укҫана тавӑрса панӑ хыҫҫӑн арҫыннӑн вакки те тупӑннӑ. Администратора вӑл вак укҫа тыттарнӑ, 5 пин тенкӗлӗххине каялла илнӗ.
Арҫын лавккаран тухса кайсан сутуҫӑ 2 пин тенкӗ ҫитменнине асӑрханӑ. Улталанӑ тесе шухӑшлакан арҫынна Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене конвойпах илсе килнӗ. Арҫын чӳк уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫавӑн пек улталаса ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗрӗнпур облаҫӗнче пурӑнаканскер тӗрмерен кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ тухнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче машинӑри барсеткӑна ҫухатнӑ. Автомобильрен вӑл пӗр 40 минутлӑха тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра машинӑри пурлӑх ҫухалнӑ. Арҫын машина алӑккине хупса хӑварман иккен.
«ГАЗель» автомобиль Эльмен урамӗнче ларнӑ. 51 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӗчӗк сумкӑра 15 пин тенкӗ укҫа пулнине пӗлтернӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ. Хула урамӗ куҫлӑ та, хӑлхаллӑ та. Машина патӗнче ҫӳрекен шанчӑксӑр ҫынна асӑрхакансем, чӑн та, тупӑннӑ. Шӑпах вӗсем пулӑшнипе 38 ҫулти арҫынна тытса чарма май килнӗ. Вӑл унччен темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ.
Паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехетре тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пулӑшу ыйтса ҫырнӑ. Унта 45 ҫеккунта пыракан видео та вырнаҫтарнӑ.
Пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче пурӑнакан чирлӗ ҫын патне реанимаци машини чӗнсе илнӗ. Ҫул ҫук пирки машина кирлӗ ҫӗре ҫитеймен, вӑл лачакана путса ларнӑ. Тухтӑрсем чирли патне ҫуран утса ҫитнӗ-ха, анчах кайран автомобиле тӗксе (туртса) кӑларасса кӗтме тивнӗ.
Машина пӗр сехет ытла ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тепӗр ҫын патне кайма пултарнӑ.
Ишек ялӗ пӗчӗк те мар, 100 ытла ҫын пурӑнать тесе пӗлтернӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче авари пулнӑ. Шел те, унта пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паян ирхи 6 сехет те 45 минутра Етӗрне районӗнче «Сӑр» автоҫулӑн 15-мӗш ҫухрӑмӗнче «ГАЗель» тата «Шупашкар – Етӗрне» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус ҫапӑннӑ.
Аварире грузовикри пассажир, 42 ҫулти арҫын, вилнӗ. Микроавтобусра тӑватӑ пассажир пулнӑ. Телее, вӗсем аманман.
Шупашкар районӗнчи Ишлей шкулӗнче директор пулса ӗҫленӗ арҫын хӑйӗн тивӗҫне тӳрӗ чунпа пурнӑҫлас вырӑнне саккуна пӑснӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗпе тӗрӗс утма, сапӑр ҫын пулма вӗрентме тивӗҫ этем ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫе вӑл хӑйӗн паллаканӗсене, виҫӗ ҫынна, тӗрлӗ должноҫе илнӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 авӑн уйӑхӗччен вӑл икӗ хуралҫӑпа урай ҫӑвакан пӗр ҫынна ӗҫе йышӑннӑ. Хут ҫинче пӗр ҫынсем пулнӑ, ӗҫне пурнӑҫлаканӗсем — теприсем. Хайхисен тӑванӗсемпе паллаканӗсем.
Экс-директора пуҫиле мелпе явап тыттарӗҫ.
Кӑшӑлвирус сӗмӗпе тӗрлӗ мера йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗршывӗпех ҫавӑн пек пулса кайрӗ. Мускавра ҫӳҫ кассан Чӑвашра пуҫ касаҫҫӗ тес килмест те, анчах йӗркене ҫирӗплетнӗҫем ҫирӗплетсех пыни куҫкӗрет.
Кафесемпе ресторансен каҫхи 11 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен клиентсене кӗртме юрамасть. Туянакансене ҫав вӑхӑтра вӗсен апат-ҫимӗҫе киле илсе каймалла ҫеҫ сутма юрать.
Хулара рейдсем йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи каҫ 7 кафе йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ, ҫӗркаҫ тата тепӗр виҫӗ кафе: «Панорама» кальяннӑй, «Депо» бар-кальяннӑй, «Mars» лофт-бар – ҫакланнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе административлӑ протоколсем ҫырнӑ.
Шупашкар хулинче шкул ачине машина ҫапса хӑварнӑ.
Яш ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта инкеке лекнӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек хулан Кӑнтӑр поселокӗнче чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 16 сехет те 35 минутра пулса иртнӗ.
Ҫул урлӑ каҫакан яш ҫине «Лада Гранта» автомобиль пырса кӗнӗ.
Ача йывӑрах мар суранланнӑ. Турра шӗкӗр, пульницӑра сипленмеллех шар курман вӑл.
«Инкек вӑхӑтӗнче водитель урӑ пулнӑ», – уҫӑмлатнӑ Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн Шупашкарти пайӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |