Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пушар тухнӑ. Унта нумай хутлӑ ҫуртри тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ.
Пушар тухни пирки 14 сехет тӗлӗнче пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем Кадыков урамӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн 13-мӗш корпусӗнчи хваттере сӳнтерме ҫитнӗ. Шел те, ҫулӑма тӗп тусан ҫын виллине тупнӑ. Арҫын 67 ҫулта пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 84 пушар пулнӑ. Вӗсенче 18 ҫын вилнӗ, 2 ҫын аманнӑ. 6 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн Mercedes-Benz седанӗпе чутах нумай хутлӑ парковкӑран тухса вӗҫмен.
Ҫурҫӗрте, Мускав ҫывӑхӗнчи Долгопрудный хулара Mercedes-Benz седан нумай хутлӑ парковкӑн тӑваттӑмӗш хутри стенана шӑтарса кӑларнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлтерсе Daily Storm Telegram-канал видео вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, нимӗҫ иномаркин рулӗ умӗнче вӑл вӑхӑтра хӗрарӑм ларнӑ, вӑл машинӑна чарӑнура вырнаҫтарнӑ май хӑвӑртлӑха ытлашши ӳстернӗ.
«Тем тесен те ку вӑл ҫулталӑкри чи вӑйлӑ парковка», — ҫапларах комментари ҫырса вырнаҫтарнӑ видеохыпар авторӗ.
Тепӗр енчен, Baza Telegram-канал уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ирхине, Ракета тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ парковкӑра пулса иртнӗ. Вӗсем тунӑ видео ҫинче те (ӑна вӗсем шалта ӳкернӗ) пӑтӑрмах мӗн патне илсе ҫитернине лайӑх курма пулать.
Роликсене сӑнас пулсан машина кузовне пысӑк сиен лекмен. Машина хуҫи хӑй те шар курман. Тепӗр тесен, хӗрарӑм чарӑнма ӗлкӗреймен пулсан, седан ним мар аяла персе анма пултарнӑ.
Хальхи вӑхӑт тӗлне Mercedes-Benz-а стена шӑтӑкӗнчен туртса кӑларнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки ҪҪПХИ официаллӑ комментари пама ӗлкӗреймен-ха.
Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗ вӗҫӗнче Шупашкара тусӗсем патне килнӗ. Хайхискер Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ центрӗнче ҫӳренӗ чухне пӗр пушмака куҫ хывнӑ та ӑна тӑхӑнса тухса кайнӑ.
Ҫӗнӗ пушмак вырӑнне арҫын хӑйӗнне киввине лартса хӑварнӑ. Лавка ӗҫченӗсем кивӗскере икӗ эрнерен ҫеҫ асӑрханӑ. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Видеокамерӑсене пӑхса ҫак ӗҫе кам тунине палӑртнӑ. Тытса чарнӑ чухне арҫын вӑрланӑ пушмакпа пулнӑ. Халӗ вӑл унашкал ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти Коммуналлӑ Слобода урамӗнче пӗр машина ҫул урлӑ чипер качакан хӗрачана пырса ҫапнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумри видеора ачана ытти машина чиперех каҫарса яни аван курӑнать. Пӗр водитель вара, «Форд Фокус», «Веста» автомобиль чарӑннине те пӑхмасть, малалла ыткӑнать.
Машина пырса ҫапсан ача хӑех тӑрать-ха. Анчах вӑл уксахлать тата унӑн хӑрах пушмакӗ хывӑнса ӳкнӗ.
Ачана ҫапса кайнине сиссен «Форд Фокус» сӗмсӗррӗн иртсе каймасть — чарӑнса ларать. Автомобильтен хӗрарӑмпа арҫын сиксе тухаҫҫӗ, ача патне васкаса пыраҫҫӗ.
Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче микроавтобус ҫунса кайнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ку пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре пулнӑ. 2013 ҫулта туса кӑларнӑ «Форд Транзит» мӗншӗн ҫунса кӗлленнине халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Палӑртмалла: республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 72 пушар пулнӑ. Вӗсенче 16 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 2 ҫын суранланнӑ. Пушарсенче 6 ҫынна ҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе инкексем 2 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Унта, шел те, икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Напольное ялӗнче 93 ҫулти арҫыннӑн ҫурчӗ ҫуннӑ. Хӑй кил хуҫи пушарта ҫунса вилнӗ. Вӑл кӑна мар, унӑн ывӑлӗ те инкекре пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Арҫын 1958 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Ӗнер Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 81 ҫулти арҫыннӑн хуралтисем сиенленнӗ.
Сӑмах май, канмалли кунсенче республикӑра 8 пушар пулнӑ.
Паян ирпе Етӗрнери пӗр ҫурт стени ишӗлме тытӑннине асӑрханӑ. Сӑмах хулари Октябре 50 ул урамри 98-мӗш ҫурт пирки пырать. Кирпӗчрен хӑпартнӑ ҫак ҫуртӑн пӗр стени ишӗлме тытӑннӑ. Пӑтӑрмаха ирхи 8 сехетре асӑрханӑ. Телее, никам та шар курман.
Ишӗлекен ҫурта тата лару-тӑрӑва хаклама Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин, ҫавӑн пекех Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсен министерствин патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем тухса кайнӑ. «Чувашинформ.рф» порталта лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ тӗрӗслесе тӑрать тесе ӗнентернӗ.
Сӑмах май, ҫурта 2017 ҫулхи раштав уйӑхенче ишӗлекеннисен шутне кӗртнӗ.
Шупашкар хулинче пӗр ҫамрӑк лифтра 5 сехет ларнӑ. Хӑй ирӗкӗпе мар, паллах. Каччӑ лифтра чухне ҫав хатӗр ванса кайнӑ. Лифтера чӗнес — ӑна систермелли кнопка ӗҫлемен.
Пӑтӑрмаха каччӑ кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗн каҫхине ҫакланнӑ, лифтра вӑл кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ларнӑ. Лифт ваннӑ, ҫитменнине лифтера чӗнмелли кнопка ӗҫлемен ҫурт хулари Мускав проспектенчи 19-мӗш ҫуртӑн 8-мӗш корпусӗ пулать.
Пӑтӑрмах пирки пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, специалистсене каччӑн ҫурҫӗртен пуҫласа ирхи 5-ччен кӗтме тивнӗ. Пӗр хутпа теприн хушшинче ирӗксӗртен чарӑнса ларнӑ каччӑна ҫав ҫуртри ҫынсем шыв тата ҫимелли илсе пырса панӑ. Каччӑ апат ҫиме килӗшмен. Сигарет та сӗннӗ ӑна.
Муркашра пурӑнакан 42 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл йӗкӗреш пӗртӑванне вӗлернӗшӗн явап тытнӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 20 сехетре вӑл пӗртӑванӗпе хваттерте пулнӑ. Хайхискер, ӳсӗрскер, унпа хирӗҫсе кайнӑ та ҫӗҫӗ ярса тытнӑ, ӑна чикнӗ. Пӗртӑванӗ йывӑр сурана пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Суд арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Патӑрьел районӗнчи 55 ҫулти арҫын ҫӗршывӑн тепӗр регионне, Ростов облаҫне, ӳпке-пӗвер ӑсатас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн ӳпке-пӗверне пурӗ 4 тоннӑна яхӑн тиесе янӑ, ҫул укҫи тӳленӗ. Анчах тавар кирлӗ ҫӗре ҫитеймен. Чӑваш Енри арҫын 1,7 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ.
Тавара тиесе кайнӑ ҫынпа ҫыхӑнма май килменрен Патӑрьел тӑрӑхӗнчи усламҫӑ Шалти ӗҫсен министерствин вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Пуҫиле шырав пайӗн ӗҫченӗсем Краснодар тӑрӑхӗнчи 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Хайхи этем тавара Волгоград облаҫӗнче сутса хӑварнӑ иккен. Сӑмах май каласан, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |