Канашри нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти ҫуртсене те тӗрӗслӗҫ.
Асӑннӑ ҫуртра 2019 тата 2020 ҫулсенче юсав ирттернӗ, ҫивиттие те юсанӑ. Ҫав ҫивитти пӗр сехет ҫурӑра кӗлленнӗ. Виҫӗм ҫул унта инженери сечӗсене улӑштарнӑ, пӗлтӗр — ҫивиттие.
Юсав организацийӗ ҫутӑ пӑралукне епле ылмаштарнине, ҫивиттие вут-кӑвартан асӑрхамалли ӗҫе мӗнлерех пурнӑҫланине, епле материалпа усӑ курнине, технологие пӑхӑннине специалистсем ҫывӑх вӑхӑтра тӗрӗслӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ.
Канашри ҫав ҫурта тӗплӗн юсанӑ компани асӑннӑ хулари тата тепӗр 7 ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, Тӑвайӗнче — 1 ҫуртра.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар пулнӑ. Унта виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте, тӗпелте, ҫулӑм тухнӑ.
Ҫурт Ҫӗнӗ урамра вырнаҫнӑ. Тӗтӗм вӑйлӑ тухнӑран ҫуртри 15 ҫынна эвакуациленӗ. Инкеклӗ лару-тӑру минитерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухнӑ вырӑнта ҫын виллине тупнӑ. Вӑл – 37 ҫулти арҫын, кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнле майпа тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 296 пушар тухнӑ. Вӗсенче 32 ҫын вилнӗ, 16 ҫын аманнӑ. 33 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Вырсарникун, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта 14-ри яш пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Усал хыпар пирки паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта пулса иртнӗ. Яш асӑннӑ тӑрӑхри Хӗвеллӗ бульварти 18-мӗш ҫуртран ӳкнӗ. Вӑл вилнӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшнӑ. Ачана тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ.
Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем 71 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Лидия Шишова килтен ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Хӗрарӑм ҫӳллӗшӗ – 156 сантиметр, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑскер, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ.
Килтен тухса кайнӑ чух сӑрӑ плащ тата калпак, хура спорт йӗмӗ, сенкер тӗслӗ ҫыхнӑ свитер, тӗксӗм кӑвак атӑ тӑхӑннӑ.
Хӗрарӑм ӑҫтине пӗлекенсене 102 е 240-771 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче машинӑсем инкеке ҫакланнӑ. Пӗр-пӗринпе ҫапӑнман-ха, урапа шӑтарнӑ.
Ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула 10 ытла машина урапи шӑтнӑ. Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче, «Ирбис» автозаправка ҫывӑхӗнче, урамӑн сылтӑм енӗ шӑтса пӗтнӗ иккен. Кӳлленчӗк айӗнче шӑтӑк-путӑк курӑнмасть. Водительсем унта кӗрсе кайса машинӑсен урапине шӑтарса пӗтернӗ. Шар курнисем – 10 автомобильтен кая мар.
«Ҫулӑн асӑннӑ участокӗнче асӑрханса ҫӳрӗр», – тесе ҫырнӑ «Руль умӗнче» порталӑн Инстаграмри страницинче. Хыпара сӳтсе явакансем хушшинче асӑрханса ҫӳремелле текенсем те пур.
Юлашки талӑкра Чӑваш Енре виҫӗ пушар пулнӑ. Шел те, вилекен те пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ӗнер кӑнтӑрла Тӑвай районӗнчи Амалӑх ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Унта 52 ҫулти кил хуҫи вилнӗ. Пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Етӗрнере, Ҫӗмӗрлере те пушарсем алхаснӑ. Етӗрнере 36 тӑваткал метрлӑ харпӑр сурт ҫуннӑ. Ҫулӑм кирпӗч пӳртӗн шалти отделкине сиенлетнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманни инкек патне илсе ҫитернӗ.
Паян ирхине Ҫӗмӗрлере Белински урамӗнче пушар тухнӑ. Унта кӑвакарчӑн усрамалли вырӑн ҫуннӑ. Сӑлтавӗ каллех электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курманнипе ҫыхӑннӑ.
Канашра Разин урамӗнчи 10-мӗш ҫурт тӑрри ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фомин ҫулӑм мӗнрен тухма пултарни пирки каланӑ.
Тӗп верси ҫакӑн пек: ҫулӑм виҫӗмӗш подъездри тӑваттӑмӗш тата пиллӗкмӗш хутсен хушшинче оборудовани шахтинчен тухма пултарнӑ. Ахӑртнех, провайдер темӗнле оборудовани лартнӑ, унтан ҫулӑм тухнӑ. Кайран вӑл вентиляци шахтипе ҫурт тӑррине хӑпарнӑ. Ҫанталӑк ҫиллӗ пулнӑран ҫулӑм хӑвартах сарӑлнӑ.
Халӗ пушар вырӑнӗнче следстви ушкӑнӗ ӗҫлет. Паллах, урӑх версисене те пӑхса тухаҫҫӗ. Аса илтерер: ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре ҫурт тӑрринче ҫулӑм алхаснине Росгварди ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Пушара ирхи 5 сехет тӗлне сӳнтернӗ. Ҫынсене Канашри 3-мӗш шкула вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинче вырнаҫнӑ ялта чикансен виҫӗ пӳрчӗ ҫунса кайнӑ. Хальлӗхе кун пирки официаллӑ хыпар ҫук.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫуртсенче чикансем пурӑннӑ. Пушар телевизора пула тухнӑ-мӗн.
Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Ҫапах ҫулӑм виҫӗ ҫурта тӗп тунӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромри» складра пушар пулни пирки хыпарланӑччӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра Вӑрнар поселокӗнче палламан арҫын микрозаймсен офисне кӗрсе унти ӗҫчене хӑратнӑ, 1200 тенкӗ йӑтса тухнӑ.
Ҫак ӗҫе тунӑ ҫын мӗнлерех курӑнни пирки пӗтӗм наряда ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра полици ветеранӗ Валерий Никифоров ҫывӑхра пулнӑ. Вӑл офиса ҫаратнӑ ҫын пек курӑнакан арҫынна асӑрханӑ та дежурнӑй чаҫе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫак информаци йӗрке хуралҫисене ҫав арҫынна тытса чарма пулӑшнӑ. Вӑл – Вӑрнарта пурӑнакан 39 ҫулти ҫын, унччен те судпа айӑпланнӑ.
Вӑрнар районӗнче арҫын пушарта ҫунса вилнӗ. Вӑл 53 ҫулта пулнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тару министерстви пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пушар пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Хирпуҫ ялӗнче пулнӑ.
Шел те, инкекре кил хуҫин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» складра пушар тухни пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |