Нумаях пулмасть Шупашкарта харпӑр ҫурт путвалӗнче ҫын виллине тупнӑ. 59 ҫулти арҫынна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ пулнӑран Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫакна тума пултарнӑ 66-ри арҫынна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ ҫапларах: вӑл, вӗлернӗ арҫыннӑн пиччӗшӗ, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӳсӗр пулнӑ, шӑллӗ патне кайнӑ. Пӗртӑвансем хирӗҫсе кайнӑ. Пиччӗшӗ шӑллӗне кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен 80 хут ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Арҫын вилене путвала пенӗ те хӑй тухса кайнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна часах тытса чарнӑ.
Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсен темле лару-тӑрури ҫынна та пулӑшма тивет. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, сӑмахран, Алькеш поселокӗнче «ВАЗ-2114» автомобиль бетон юпа ҫине пырса кӗнӗ. Водитель автомбильте хӗсӗнсе ларнӑ. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Спрут» гидроинструмент пулӑшнипе водителе салонтан кӑларма пулӑшнӑ, унтан васкавлӑ медицина тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.
Маларах тата, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 20 сехетре пӗр хӗрарӑм Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӳрни шыҫса кайнине, ҫӗрре хывайманнине пӗлтернӗ. «Умелец» хатӗр пулӑшнипе ҫӗрре хывма май килнӗ.
Улатӑр районӗнчи Явлей ялӗнче арҫын асӑрханмасӑр пирус туртнӑ та виҫӗ пӳрте ҫунтарса янӑ. Ку ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫак пӑтӑрмаха паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ.
Арҫын пирус туртнӑ. Ҫулӑм ҫавӑн чухне тухнӑ. Пушар виҫӗ пӳрте тӗп тунӑ. Иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ, тепри пушах ларнӑ. Пӗтӗмпе 3 ҫын шар курнӑ. Халӗ тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутлаҫҫӗ. Шар курнӑ ҫынсем хальлӗхе тӑванӗсем патӗнче вырнаҫнӑ.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 10-16-мӗшӗсенче республикӑра 59 пушар пулнӑ. Вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи ҫул ҫинче икӗ машина ҫапӑннӑ. Водительсене тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те урах пулнӑ. Инкекре виҫӗ ҫын аманнӑ, пӗр хӗрарӑм вилнӗ.
Ҫул ҫинчи инкек ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫулӑн 37-мӗш километрӗнче пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Лада Веста» автомашинӑн 57 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Киа Спектра» автомобильпе ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн 64 ҫулти водительне тата пассажирсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонри тепӗр хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. «Лада Веста» водительне те тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. 50 ҫулти арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртри подъездри хуҫалӑх блокӗнче икӗ велосипед тата электросамокат упранӑ. Ирпе тӑрать те — подъездра хӑварнӑ пурлӑх ҫуккине асӑрхать.
Оперативлӑ шырав вӑхӑтӗнче пӗр велосипеда тупма май килнӗ. Вӑл преступлени вырӑнӗнчен инҫе мар пулнӑ.
Пакунлисем халӗ вӑрра шыраҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, велосипедпа электросамоката видеокамера тӗлне лекнӗ каччӑ йӑтса кайма пултарнӑ.
TikTok валли видеоролик ӳкернӗ май шкулта вӗренекен икӗ хӗрача улӑм тивертнӗ те Пермь крайӗнчи фермӑна ҫунтарса янӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче крайри ГУ ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Икӗ шкул ачи ӗнер Нытва районӗнчи фермӑна лекнӗ те унта 195 т ытла улӑм капанӗсем тупнӑ. Ролик ӳкерес тесе вӗсем улӑм куписене вут тивертсе сӳнтерме тытӑннӑ. Вӑйлӑ ҫулӑм тухнӑ хыҫҫӑн ферма ҫурчӗ хыпса илнӗ, хӗрачасем вара тарнӑ.
Ферма пурлӑхӗ 150 пин тенкӗлӗх ҫунса кайнӑ. Кам вут тивертнине участковӑй палӑртнӑ. Правӑна сыхлакан органсен сотрудникӗсем хӗрачасен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫу ирттернӗ.
«РИА Новости» полици ҫапла хыпарланине пӗлтерет: «Ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе РФ КоАПӑн «Ашшӗ-амӑшӗ ҫул ҫитменнисене ӳстерес тата воспитани парас тӗлӗшпе хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламанни» 5.35 статьян 1-мӗш пайӗ тӑрӑх административлӑ майпа йӗркене пӑсни пирки протоколсем ҫырнӑ».
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлессин комиссийӗн ларӑвӗнче хӗрачасене полици пайӗнче профилактика учетне тӑратас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Ферма хуҫи суд урлӑ вӗсен ашшӗ-амӑшӗнчен сиен кӳнине шыраса илме пултарать.
Шупашкар хулинчи пӗр автомобилист ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула машинӑна ватса пӑрахнишӗн яваплисенчен укҫа шыраса илме шухӑш тытнӑ. Ҫине тӑни сая кайман.
Ҫул ҫинчи инкек хулари Ленин районӗнче пулса иртнӗ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул япӑххине палӑртса акт ҫырнӑ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫул шӑтӑк-путӑк пиркиех инкек пулса иртнӗ. Автомобилист ҫул ҫинчи путӑка курман, вӑл пур тесе шухӑшлама та пултарайман.
Хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хулана хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени ӗҫченӗсем водитель машинӑна хӑвӑрт хӑваланӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ та май килмен.
Суд водителе майлӑ пулса 75,3 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Водитель машинӑна юсаттарма шӑпах ҫавӑн чухлӗ укҫа тӳленӗ иккен. Маларах асӑннӑ управленин кунсӑр пуҫне тата автомобилист экспертиза ирттерсе тӑкакланнӑ 5 пин тенке, машинӑна туртса кайнишӗн тӳленӗ 3 пин тенке, ҫавӑн пекех 2459 тенкӗ патшалӑх пошлинине саплаштарма тивӗ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри лини пайӗн ӗҫченӗ машина урапи айне пулнӑ. Инкек браконьерсене тытса чарма хӑтланнӑ чух сиксе тухнӑ. Йӗрке хуралҫи урине хуҫнӑ.
Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем саккуна пӑсса пулӑ тытакансене асӑрханӑ. Йӗркене пӑсаканни 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Ывӑлне пулӑшма 60 ҫулти ашшӗ машинӑпа персе ҫитнӗ. Ҫамрӑк мар арҫын йӗрке хуралҫисенчен тарса ӳкес тесе пакунли ҫинех пырса кӗнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 60 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчен кайса ҫухалнӑ, ывӑлӗ ҫыран хӗррипе чупса тарнӑ.
Вӗсене каярах ҫапах та тытса чарма май килнӗ. 60 ҫулти ниҫта та ӗҫлемен арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Браконьер вара пулла саккуна пӑсса тытнӑшӑн явап тытӗ.
Канаш хулинчи хӗрарӑм-усламҫӑна автор правине пӑснӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ. Хӗрарӑм-усламҫӑ пиратла компьютер программисемпе усӑ курнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пират программисемпе Канаш хӗрарӑмӗ 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен усӑ курнӑ. Кунта сӑмах лицензисӗр бухгалтер программисем пирки пырать. Программӑсен чӑн хуҫине усламҫӑ 513 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Канашри хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 146-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ. Пират программипе усӑ курнӑ тӗслӗхе Канашри суд тишкерӗ.
Вӑрмарта ӗнер тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар каҫхи 10 сехетре пулнӑ. Халӗ вӑл мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫурт Совет урамӗнче пулнӑ. Поселокри ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, пушар электропралукран тухма пултарнӑ. Тепӗр верси – чӗртсе яни.
Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче вара харпӑр ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче карта ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна чӗртсе яма пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |