Республикӑри ача-пӑча пульницин тӗп тухтӑрне нумаях пулмасть 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Явап тытма унӑн суд приставӗсен тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ ҫынна ӗҫе илнӗшӗн тивнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, ӗҫе илнӗшӗн мар, ӗҫе илни пирки суд приставӗсен службине пӗлтерменшӗн.
Ку вара коррупципе кӗрешесси ҫинчен калакан саккуна пӑснине пӗлтерт. Кун пирки «Коррупципе кӗрешесси ҫинчен» федераци саккунӗн 12-мӗш статйин 4-мӗш пайӗнче тата РФ Ӗҫ кодексӗн 64,1 статйин 2-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ. «Патшалӑх служащийӗсем тепӗр ӗҫе вырнаҫсан ӑна илнӗ организацин тивӗҫлӗ органсене пӗлтермелле», — терӗ республика прокуратурин коррупципе кӗрешекен пайӗн пуҫлӑхӗ Сергей Павлов.
Ӗнер, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗн ҫивтиттийӗ ишӗлсе аннӑ. Хӑш-пӗр пичет кӑларӑмӗ шучӗпе вӑл хӑрушсӑр марри тахҫанах паллӑ пулнӑ имӗш. Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Пӑр керменне тӑвасси епле пынипе паллашма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев унта ҫитнӗччӗ.
Пӑр керменне хӑпартакан «Голицын» холдинг компанийӗнче ӗҫлекен Анатолий Ельмов ҫурт ҫивитти ишӗлнине юр юхса аннипе ҫыхӑнтарнӑ. Ун йывӑрӑшне ҫивиттине тытса тӑракан юпасем чӑтайман-мӗн. Республикӑн Строительство министрӗн ҫумӗ Сергей Безруков генподрядчик ҫивитти ҫинче юра тытса чаракан хатӗрсене туса пӗтерменнипе сӑлтавланӑ. Халӗ строительсем кӑлтӑка пӗтерессипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Мускаври Руднево ялӗнче вырнаҫнӑ «Снежана» аш-какай комбинатӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, инкек сиксе тухнӑ. Газ баллонӗ сирпӗннипе унта вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ, 11 ҫын аманнӑ, вӗсенчен иккӗшне пульницӑна хунӑ.
Ҫӗршывӑн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви вертолет явӑҫтарни пирки пӗлтернӗ.
— Ҫулӑм 2500 тӑваткал метр калӑпӑш ҫинче алхасма тытӑннӑ, — пӗлтернӗ федераци шайӗнчи информаци агентствисем. — 1200 тӑваткал метр калӑпӑш лаптӑкра стена ишӗлсе аннӑ.
Аш-какай комбинатӗнчен 30-а яхӑн ҫынна илсе тухнӑ. Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ виҫӗ ҫын ӗҫленӗ иккен. Предприятире хуралҫӑра пилӗк ҫула яхӑн ӗҫлекен Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ Ирина каланӑ тӑрӑх, инкек пулнӑ вӑхӑтра вӑл черетлӗ смена хыҫҫӑн ҫывӑрнӑ (унта ӗҫлекенсем комбинат территорийӗнчех, ятарласа уйӑрнӑ пӳлӗмсенче пурӑнаҫҫӗ иккен). Хытӑ сасӑ илтсе вӑраннӑ хыҫҫӑн чӳрече патне чупса пынӑ. Цехран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ, ҫӑлавҫӑсем ҫынсене кӑларнине курнӑ. Хайхи хӗрарӑм Чӑваш Ен ҫыннисем суранланманнине пӗлтернӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи тӗп шкулта... ветеринари пункчӗ уҫнӑ. Ҫакна унӑн дирекцийӗ республикӑн Патшалӑх ветеринари службин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станцийӗпе килӗшӳ туса уҫнӑ. Ветеринари пӳлӗмне шкулӑн иккӗмӗш хутӗнче уҫнӑ.
Ял ҫыннисемшӗн тата вӑл тӑрӑхри ҫынсемшӗн ялта выльӑх-чӗрлӗх эмелӗ туянма май пурри аван-ха ӗнтӗ. Шкула та ветеринарсене тара панине пула кӑштах укҫа кӗрет. Анчах ҫав утӑм вӗренӳ ҫинчен калакан саккунпа тата санитарпипе эпидемиологи йӗркипе килӗшсе тӑмасть. Вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗрентме кӑна юрать.
Кӑлтӑка асӑрханӑ прокуратура ӗҫченӗсем шкулти ветпункта хупма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ та суд хирӗҫ пулман.
Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Канашри чукун ҫул станцийӗнче терактран пӑрӑнма май килнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, тунтикун, кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлӗнче 400 грамлӑ тротил шашки, электродетонатор тата сехет механизмӗ тупса палӑртнӑ. Чукун ҫул вакунӗсене пӑхса ҫӳрекен ҫын Удмурт Республикине каякан пуйӑсӑн цистернисенчен пӗрин ҫумӗнче сисчӗвлентерекен хатӗр асӑрханӑ. Цистерна ҫумне ӑна магнитпа ҫирӗплетнӗ. Ҫав хатӗр хӑй тӗллӗн сирпӗнме ӑсталанӑ хатӗр пулнӑ.
Сирпӗнмелли хатӗр ҫирӗплетнӗ цистерна Раҫҫее Украинӑри Одесса хулинчен килсе ҫитнӗ имӗш. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ информаци агентствисем. Вакун Удмурт Республикинчи Каучук станцийӗнче чарӑнмалласкер пулнӑ-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах «Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗ» акционерсен обществин Горьки чукун ҫулӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Айсылу Закирова цистерна Куйбышеври чукун ҫул полигонӗнчен ҫитнӗ тесе хыпарлать.
Ӗнер Канашри чукун ҫул станцийӗнче терактран пӑрӑнма май килнӗ. Унта кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлӗнче 400 грамлӑ тротил шашки, электродетонатор тата сехет механизмӗ тупса палӑртнӑ.
Чукун ҫул вакунӗсене пӑхса ҫӳрекен ҫын Мӑкшӑ Республикинчен Удмурт Республикине ҫул тытакан пуйӑсӑн цистернисенчен пӗрин ҫумӗнче сисчӗвлентерекен хатӗр асӑрханӑ. Ӑна магнитпа ҫирӗплетнӗ иккен. Каярах ҫав хатӗр хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ сирпӗтмелли хатӗр иккенне палӑртнӑ.
Криминалист-экспертсем вӑл япала чӑннипех те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине ҫирӗплетсе панӑ. Инкеке Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе сирме пултарнӑ. Сирпӗнмелли хатӗре каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче сиенсӗрлетнӗ. Халӗ ҫав ҫатӗре кам ҫирӗплетсе хунине шыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсем вӗҫленнӗ май тухтӑрсем хӗллехи каникула хӑйне май пӗтӗмлетнӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен пиротехника хатӗрне пула 42 ҫын суранланнӑ, ҫав шутра 21-шӗ — ачасем. Тухтӑрсем хайхисем ытлашши йывӑр аманманнине, ҫӑмӑл тата вӑтам шар курнине ӗнентереҫҫӗ.
Аманакансен йышӗ Ҫӗнӗ ҫул каҫхине уйрӑмах йышлӑ пулнӑ иккен. Ун чух тӳрех 21 ҫын аманнӑ, вӗсенчен улттӑшӗ — ача-пӑча. Куҫ-пуҫа суранлатакан та, алла амантакан та пулнӑ. Пӳрнесӗр е ал лапписӗр юлакансем те тупӑннӑ.
Раштавӑн 31-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен 48 ҫын шӑнса пӑсӑлнӑ, 8 ҫын ҫак сӑлтава пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Эрехпе наркӑмӑшланнипе 20 ҫыннӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа уйӑхӑн 11-мӗшӗччен Чӑваш Енре 22 наркопреступлени тупса палӑртнӑ.
Асӑннӑ йышши преступлени пирки ҫӗнӗ ҫулхи пӗрремӗш кун пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Наркотӗрӗслевӗн шанчӑк телефонӗ ҫине наркотик хатӗрӗллӗ хутаҫсем подъездра выртни пирки ҫынсем шӑнкӑравласа систернӗ. Хутаҫа ҫынсем Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче асӑрханӑ.
Тепӗр кунхине Наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем хулари хваттерсенчен пӗринче 79 грамм ытла гашиш туртса илнӗ. Ӑна кил хуҫи сутма ӗмӗтленнӗ иккен. Наркотик сутса пуяс ӗмӗтпе пурӑннӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сурхуринче наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 36-ри арҫынтан 11,76 грамм наркотик туртса илнӗ. Ку та пысӑк калӑпӑш шутланать. Арҫынна ҫавӑншӑн 10 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ. Тепӗр кунхине Шупашкарти 24-ри каччӑ ҫакланнӑ.
Уйӑхӑн малтанхи вунӑкунлӑхӗнче наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ пуҫиле 22 пуҫарнӑ.
Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 15 сехетре оперативниксем 6 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсене ЧР Элтеперне ӳкернӗ эрех кӗленчи салатнӑшӑн айӑпласшӑн.
Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем Янӑш ялӗнче Михаил Игнатьева сӑнлӑ кӗленчесем салатнӑ. Шалта вара — эрех. Икӗ урапана тытса чарнӑ. Водительсене тата пассажирсене тӗпчеме палӑртнӑ.
Тытса чарнисенчен виҫҫӗшӗ Нефтюганск хулинче регистрациленнӗ. Ыттисем — Чӑвашра. Ханты-Манси автономи округӗнчи ҫынсем кунта епле майпа тата мӗн тӗллевпе ҫитнӗ? Ҫитменнине, Михаил Игнатьевӑн тӑван ялне, Янӑша, унӑн ҫуралнӑ кунӗнче ҫитнӗ. Мӗн тума? Ыйтса тӗпчӗҫ.
«Хӑнасем» Чӑваша ӗҫ шырама килнине ӗнентереҫҫӗ. Шупашкарта хваттер тара тытнӑ, урапана та тара илнӗ-мӗн.
Пакунлисене Нефтюганск ҫыннисем чаплӑ урапапа ӗҫ шырани тӗлӗнтернӗ. «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи страницисенче кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем унти масс-медиасенчен ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑвашри ҫынсем ыйтса тӗпченине хирӗҫленӗ. Пӗри усламҫӑ пулнине, Ҫӗнӗ Шупашкарта суту-илӳ точки пулнине пӗлтернӗ.
Раштавӑн 30-мӗшӗнче Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тинех уҫни пирки пӗлтернӗччӗ. Унтанпа нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — ҫав вырӑнта паллӑ мар ҫынсем ӳкерсе пӗтернӗ.
Шупашкар ҫынни Владислав Смирнов ҫак кунсенче ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнта пулни пирки «ПроГород» журналисчӗсене пӗлтернӗ. Вӑл строительсем лайӑх тӑрӑшнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, такамсем унта стена ҫине темӗн ҫырнӑ. «Стенана вараласа хунӑ!» — кӑмӑлсӑрланнӑ Владислав Смирнов.
Аса илтерер: Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн Шупашкарта чи пысӑкки шутланать. Ӑна шӑпах Ҫӗнӗ ҫул умӗн уҫни хула ҫыннисемпе хӑнисемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |