«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗнче ӗнертенпе улшӑну пулса иртнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ» ушкӑн.
Асӑннӑ партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи пулса унччен тӑрӑшнӑ Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова обществӑлла ҫав яваплӑхран хӑтарнӑ-мӗн.
Хыпарта ҫакӑ авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти муниципалитет шайӗнче хӑйне начар енчен кӑтартнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Георгий Иванович кандидатуринчен парти тепӗр сӑлтава пула хӑтӑлас темен-ши тесе пуҫ ватакансем те пур-мӗн. Ку версие ӗненсен, Георгий Иванович Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчине тунӑ чух тӗрӗс мартарах йышӑнусем тума пултарнӑ. Асӑннӑ ача пахчине хӑпартассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслет имӗш.
Халӗ, саккунпа килӗшӳллӗн, урапасен хӗлле ҫуллахи шинӑпа ҫӳреме юратмасть. Ҫавӑнпа, ахӑртнех, кашни водителех хӑйӗн «урхамахне» хӗллехи тум «тӑхӑнтартнӑ». Анчах урапа шипли пулсан та чутах инкекпе вӗҫленмен пӗр пулӑм.
Ку Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулса иртнӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ май ҫулсем пӑрлакланнӑ. Тӑвалла хӑпармалли ҫул ҫинче Фольксваген урапа каялла чакнӑ. Ҫавӑнпа салонра ларакан упӑшкипе арӑмӗн кайнӑ ҫӗртех сиксе тухма тивнӗ.
Мӑшӑр сиксе тухнӑ чухне аманнӑ. Кун хыҫҫӑн урапа каялла чакса-чакса пынӑ та пӗвене чӑмнӑ. Видеорегистратор салона шыв мӗнле тулнине ҫеҫ ӳкерсе юлнӑ.
ҪҪХПИрен пӗлтенӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тӑварлӑ-хӑйӑрла хутӑш сапман. Урапа вара шыва чӑмса самаях сиенленнӗ.
Чӑваш Енре виҫӗ ҫын метил спирчӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса ӑна тӗпчеҫҫӗ. Метил спирчӗ ҫав ҫынсем ӗҫнӗ алкогольре пулнӑ-мӗн.
Следстви версийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 20 ҫулти хӗр тата унӑн 22-ри савни тара илсе пурӑннӑ хваттерӗнче ром ӗҫнӗ. Тепӗр кунхине иккӗшне те япӑх пулса кайнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах тухтӑрсем ҫӑлайман вӗсене.
Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейре пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм та тусӗн ҫуралнӑ кунӗнче ҫав алкоголех ӗҫнӗ. Тепӗр кунхине ӑна та пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах темиҫе кунран вилнӗ вӑл.
Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, виҫҫӗшӗ те метил спирчӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ унпа наркӑмӑшланнӑ тепӗр ҫын та пур. Вӑл, 36-рискер, пульницӑра выртать.
Ку ӗҫре Шупашкарти пӗр коммерци директорӗ, унӑн амӑшӗпе еркӗнӗ тата пӗлӗшӗ, вилнӗ 30 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки, айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Шыравра 900 ешчӗк суррогатлӑ алкоголь туртса илнӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта тискер ӗҫ пулнӑ. Каҫхи 6 сехет тӗлӗнче Эгер бульварӗнчи пӗр общежитире 3 ҫулти ачана вӗлернӗ.
Инкек пулнӑ вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ачана ашшӗ вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Арҫын киле ӳсӗр килнӗ. Ача макӑрнӑ сасӑ ӑна питӗ тарӑхтарнӑ ахӑртнех. Ҫавӑнпа вӑл пӗчӗкскере чышкипе ҫапнӑ. Ача сурана пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Ӑнӑҫсӑр ҫемьен тусӗ каланӑ тӑрӑх, аслӑ хӗрӗ шӑматкунах кӑвак ҫӳренӗ. Вӗсен тата пӗчӗкки пур. Вилни шӑпах асли.
Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, ашшӗне тӑтӑшах ӳсӗр курнӑ. Амӑшӗ те эрех ӗҫкеленине палӑртнӑ вӗсем.
Ачана ҫапнӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах медиксем килнӗ те пӗчӗкскер вилнине палӑртнӑ. Унтан шурӑ халатлисем полицейскисене чӗннӗ.
Кӳкеҫрисем Кӳкеҫех юлӗҫ. Ҫакӑн ятпа маларах эпир хыпар пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, унта сӑмах асӑннӑ район центрӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра (вӑл ишӗлекен ҫурт шутланать) пурӑнакансене Ишлее куҫарасси пирки пыратчӗ. Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев пуҫарнипе Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ Шупашкар район администрацине ҫак ыйтупа маларах ҫыру та ҫырнӑччӗ.
Кайран ку ыйтупа район прокуратури те кӑсӑкланма тытӑннӑччӗ. Халӗ, ав, республикӑн Ҫурт-йӗр, строительство тата архитектура министерствинчен Кӳкеҫе хурав килнӗ. Унта ҫынсене Ишлее ирӗксӗр куҫармассине, район администрацийӗнче Кӳкеҫрех вырӑн тупса пама пулнине пӗлтернӗ.
Ку усал ӗҫ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти Эгер бульварӗнчи скверта пулса иртнӗ. Каҫхи тӑхӑр сехет ҫурӑсенче унта сак ҫинче ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ. Усал ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тунӑ. Ҫывӑракан ҫынна вӑл пуртӑпа темиҫе хутчен ҫапнӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшне хайхи этем хӑйне евӗр ӑнлантарнӑ. Хӑйӗнчен шар тӳснӗ ҫынна вӑл темиҫе кун маларах пӗр кафере курнӑ иккен. Лешӗ унран ӗҫмелли тата ҫимелли илсе пама ыйтнӑ, хӑй ниҫта пурӑнма ҫуккине пӗлтернӗ.
Йывӑрлӑхри 46 ҫулти арҫынна 33 ҫулти этем шелленӗ, ҫавӑнпа ӑна хайхине шыраса тупса вӗлерес тенӗ.
Ҫынна вӗлерекене психиатри тӗпчевӗ витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл чирлине палӑртнӑ. Чирлӗ ҫынна суд тухтӑр патӗнче ирӗксӗр юсанмалла йышӑну кӑларнӑ.
Усламҫӑсене пули-пулми чӑрмантарма юрамасть те, кирлӗ-кирлӗ марпа тӗрӗслени саккуна пӑсни пулать. Кирлипе тӗрӗслес тесен те йӗркене пӑхӑнмалла. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствинче тӑрӑшакан пӗр специалист ҫакӑн пирки те пӗлмен ӗнтӗ, те темех мар тенӗ-ши — тимӗр-тӑмӑр пуҫтаракан тата тирпейлекен фирмӑра тӗрӗслев ирттернӗ чух кирлӗ процедурӑна пӑхӑнман. Хайхи инспектора министерство тӗрӗслев ирттерме нимле ирӗк те паман пулнӑ. Кун пирки шучӗпе ятарлӑ хушу кӑлармалла пулнӑ.
Приказсӑр-мӗнсӗрех тӗрӗслесе ҫӳренӗшӗн министерство тӳри-шари тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Тӳре-шарана административлӑ майпа явап тыттарӗс. Унсӑр пуҫне министерствӑна асӑрхаттару хучӗ ярса панӑ.
«Про Город» хаҫата Шупашкарта пурӑнакан Роза Викторовна пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулара такамсем кӑҫал ҫуркунне шӑматкунлӑхра лартнӑ йывӑҫсене тӑпӑлтарнӑ.
Ку ӗҫе юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче тунӑ-мӗн. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, вандалсем Психиатри пульници умӗнче лартнӑ хунавсене, 12 йывӑҫа, тӑпӑлтарса кӑларнӑ та ҫавӑнтах персе хӑварнӑ. Ку хура ӗҫе пӗрремӗш хут кӑна тумаҫҫӗ-мӗн. Хунавсене лартсанах 70-шне кӑкланӑ-мӗн. Анчах ун чухне вӗсене пӗрлех илсе кайнӑ пулмалла.
Экологи управленийӗнче кун пирки пӗлеҫҫӗ. Вӗсене Психиатри пульницин тухтӑрӗ шӑнкӑравласа каланӑ. Паллах, кӑкланӑ хунавсене ҫӗнӗрен лартӗҫ. Ҫак ӗҫӗ пульница ӗҫченӗсем пурнӑҫлӗҫ.
Ҫулла Шӑмӑршӑ районӗнче пысӑк инкек пулни пирки самай калаҫрӗҫ. Ун чухне водитель ҫул хӗррипе пыракан ҫемьене ҫапса хӑварнӑччӗ.
Ку ҫурлан 2-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. 28 ҫулти водитель Шӑмӑршӑра пурӑнакан ҫемьене ҫапса хӑварнӑ. Ун чухне 38-ти арҫын, унӑн 66-ри амӑшӗ тата 3-ри ачи вилнӗ. Тухтӑрсем арҫыннӑн арӑмне ҫӑлассишӗн тӑрӑшнӑ, анчах вӑл та куҫне хупнӑ. Аварире 7-ри арҫын ача ҫеҫ сывӑ юлнӑ. Анчах унӑн сывлӑхне те йывӑр сиен кӳнӗ.
Нумаях пулмасть ҫав водитель тӗлӗшпе Патӑрьел районӗн сучӗ приговор вуланӑ. Суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, йӗплӗ пралук леш енне 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те арҫынна кун пек аваришӗн айӑпланӑ пулнӑ.
Комсомольски район прокуратури граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе патшалӑх программисен гарантийӗсем епле пурнӑҫланнине пӗлтерсе тӑрассине тата сывлӑх сыхлавӗнче саккуна пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Прокурорсем пӗтӗмӗшле практика офисӗнче тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен программӑсем пирки пӗлтерекен информаци ҫуккине тупса палӑртнӑ. «Информаци стенчӗ ҫинче программӑсем пирки пӗлтермен, тӗп положенисем тата реквизитсем ҫук. Унпа пӗрлех программӑсемпе килӗшӳллӗн кӳрекен тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшне палӑртман, условийӗсене асӑнман», — тесе ӑнлантарать кун пикри асӑннӑ район прокурорӗ В. Николаев.
Кӗҫӗн Каҫалти тата Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика офисӗсенче, Ҫӗнӗ Шӑхранти фельдшерпа акушер пунктӗнче те ҫакӑн пек ҫитменлӗхсем тупӑннӑ.
Информаци стенчӗсем ҫинче кирлӗ информаци вырнаҫтарасси — район тӗп больницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗ-мӗн. Тухтӑр ҫумне административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн, Чӑваш Республикинчи сывлӑх надзорӗ 10 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |