Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменӗнче хоккейла вылянӑ хыҫҫӑн Герман Шашурин вилнӗ.
Халӗ, следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Герман Львовича ытларикун, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, пытарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хоккеист миокард инфарктне пула сывлама чарӑннӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Пурӑннӑ пулсан Герман Шашурин кӗҫӗх, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 47 ҫул тултарӗччӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, ирхине Хаваровск крайӗнчи ҫар чаҫӗнче пирӗн чӑваш салтакӗ сарамсӑр вилнӗ. Фургонра сакӑр салтак пулнӑ. Пӗри хӑвӑрт ҫунакан шӗвекпе усӑ курса кӑмака хутма тӑнӑ. Фургон ҫунма тытӑннӑ.
Салтаксем ҫӑлӑннӑ. Анчах кӗтесре ҫывӑракан каччӑ тухайман. Вӑл шӑпах пирӗн ентеш пулнӑ. Павел Вязов — Ҫӗнӗ Шупашкарта каччи.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариатне кун пирки нарӑсӑн 1-мӗшӗнче 23 сехетре пӗлтернӗ. Ун чухне Хабаровск крайӗнче ир пулнӑ. Ҫар комиссариачӗ каланӑ тӑрӑх, ҫичӗ салтак ҫӑлӑннӑ, пирӗнни ҫеҫ тухайман…
Салтак ӳтне Чӑваш Ене хӑҫан илсе килесси паллӑ мар-ха. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӗрентекенсем те ҫынах та ӗнтӗ, вӗсем те шӑнман пӑрпа ним лартса яма пултараҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пантьӑк ялӗнче тулли мар вӑтам пӗлӳ паракан шкулта ӗҫленӗ пӗр учителе вырӑнти мировой суд укҫа тӳлевӗ илнӗ чухне улталанӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 159.2 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттармалла тунӑ.
Шкулта вӗрентекенте ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫав арҫын 2006 ҫулта вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх пайне ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тӳлевшӗн укҫа илме хутсем тӑратнӑ. Ялти специалистсен ун пек ҫӑмӑллӑх пур-ҫке.
2009 ҫулта ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Анчах ку факт пирки арҫын социаллӑ хӳтлӗх пайне пӗлтермен. Шучӗпе виҫӗ кунтах хыпарламалла пулнӑ тесе асӑрхаттарать республика прокуратури.
Ӗҫрен пӑрахнине пӑхмасӑрах арҫын пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчченех уйӑхсерен укҫа илсе тӑнӑ. Пӗтӗмпе унӑн кӗсйине ҫапла майпа 57 пин тенкӗ кӗнӗ.
Улталанӑ тесе суд ун тӗлӗшпе 120 сехет ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ.
Вӑрнарти полицейскисем ҫунакан пӳртрен тӑнне ҫухатма ӗлкӗрнӗ арҫынна тата икӗ ачана кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫав ҫуртри урӑх хваттерсенче пурӑнакансене те инкекрен ҫӑлнӑ.
Вӑрнарти Путевӑй урамри барак ҫунни пирки кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче пӗр хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Полицейскисем пушарти ҫынсене ҫулӑмпа кӗрешекенсене пулӑшмалла тесе тӑман — вырӑна вӗҫтернӗ. Йышра пуҫиле (уголовлӑ) шырав уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Николаев, полицин участокри уполномоченнӑйӗ Ираида Тихонова, следстви пайӗн тӗпчевҫи Сергей Атюкин тата Александр Смирнов водитель пулнӑ.
Вырӑна ҫитсен Станислав Николаев полици подполковникӗпе юстици майорӗ Сергей Атюкин кантӑка ватнӑ та унта хваттер хуҫи выртнине асӑрханӑ. Ӑна часрах вӗсем урама илсе тухнӑ. Кайран икӗ ачана та урама кӑларнӑ. Ҫав вӑхӑтра Ираида Тихонова полици капитанӗ тата полици старшини Александр Смирнов та ахаль тӑман — ҫывӑракан кӳршӗсене вӑратнӑ. Пушар сӳнтерекен тата васкавлӑ пулӑшу машинисем киличчен йӗрке хуралҫисем ҫынсене инкекрен ҫӑлса ӗлкӗрнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче кӗрӗк, сӑран тата атӑ-пушмак сутакансене штрафлама йышӑннӑ. Тӗрӗсрех, хальлӗхе ун пек йышӑну кӑларман-ха. Анчах йӗркене пӑсни пирки протоколсем ҫырса хатӗрленӗ. Вӗсене аминистративлӑ комиссие пӑхса тухма ярса панӑ.
Сутуҫӑсем хулари тӳре-шара умӗнче ӑҫта кирлӗ, унта пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарса ҫӳренишӗн ята кӗнӗ. Питӗрти тинӗс портӗнчен илсе килекен тавара йӳнӗ хакпа сутса ярасси пирки пӗлтерсе ҫырнисене Шупашкарти Эгер булварӗнчи йывӑҫсем, ҫуртсем, юпасем, контейнер лаптӑкӗсем тавралла тытнӑ картасем ҫине ҫыпӑҫтарса тухнӑ.
Пӗлтерӗве ӑҫта кирлӗ унта ҫакса ҫӳрени административлӑ майпа правӑна пӑсни пулать. Уншӑн штрафлама та пултараҫҫӗ. Йӗркене ҫавӑн пек пӑсакансем пирки яваплисем хӑйсене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта пӗр ача вилнӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пулнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Мате Залка урамӗнчи пӗр ҫуртра ача ҫурҫӗр иртни 3 сехетре сывлама чарӑннӑ. Вӑл икӗ ҫулта кӑна пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку чӑнах та пулнине ҫирӗплетет. Ача чире пула сывлама чарӑнни паллӑ. Анчах мӗнле чир? Ҫакна каярахпа, тӗрӗслев ирттерсен, палӑртӗҫ.
Чӑваш Енре пӗр ҫын сысна грипӗпе чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Вӑл кунти ҫын мар тесе пӗлтереҫҫӗ.
Республикӑра ОРВИпе, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ОРВИпе чирлекен 513 ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 51-шне «сысна грипӗ» диагноз лартнӑ.
Чӑваш Енре сысна грипӗнчен вилнӗ ҫын Питӗртен пулнӑ. Вӑл Шупашкара тӑванӗсем патне Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн килнӗ. Чирлесен тухтӑрсенчен пулӑшу вӑхӑтра ыйтман. Пульницӑна илсе пынӑ чухне вӑл йывӑр пулнӑ.
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче тин ҫуралнӑ ачана пульница умӗнче тупнӑ. Пӗчӗкскере ӑшӑтнӑ, унтан Шупашкара илсе кайнӑ.
Ку Кӑшарни уявӗнче, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, пулнӑ. Хӗрачана ирхи 7 сехетре тупнӑ. Арҫынсем пирус туртма тухсан асӑрханӑ ӑна. Ачана утиялпа чӗркенӗ пулнӑ.
Ун чухне ача ҫуралнӑранпа 5 кун кӑна иртнӗ. Пӗчӗкскерӗн сивве пула сасси те ҫӗтнӗ. Кӑвапине, ахӑртнех, амӑшӗ хӑйех ҫыхнӑ.
Амӑшне тупма йывӑр, мӗншӗн тесен вӑл тухтӑрсем патӗнче учётра тӑман. Ача ялта килти условисенче ҫуралнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ хӗрача Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртӗнче.
Етӗрне районӗнчи Пионер лапамӗнчи йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачипе инкек сиксе тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӑл ача — асӑннӑ районти Урпашран.
Аса илтеретпӗр, ӑмӑрту кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех пулнӑ. Спорт ӑмӑртӑвне пынӑ ҫиччӗмӗш класс хӗрачин пуҫ мимине юн кайнипе пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана малтан Етӗрнери пульницӑна илсе кайнӑ, кайран реанимобильпе Шупашкара куҫарнӑ. Константин Ишутов блогер ку инкек пирки пӗлтернӗ май ӑмӑртӑва йӗркелекенсем ку факта пытарасшӑн текен шухӑша палӑртнӑччӗ.
Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм, республикӑн спорт министрӗ ку инкек пулнине ҫирӗплетнине хыпарлать. Унтан та ытларах — министерство ку лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑрать имӗш, тӗпчевҫӗсем те инкек пулнӑ факта тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.
Етӗрне районӗнчи Пионер лапамӗнче йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачипе инкек сиксе тухнӑ.
Ӑмӑртӑвӗ кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех пулнӑ-ха. Унта Хӗл Мучи те хутшӑннӑ тесе ҫырнӑ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче. Хӗл Мучисӗр пуҫне спорт уявне тӗрле тӳре-шара та пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов.
Спорт уявӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачин пуҫ мимине юн кайнипе пульницӑна илсе кайнӑ. Кун пирки Константин Ишутов блогер ӗнер пӗлтернӗ. Ачана малтан Етӗрнери пульницӑна илсе кайнӑ, кайран реанимобильпе Шупашкара илсе килнӗ. Блогер ҫырнӑ тӑрӑх, хӗрача халӗ те сывалса пӗтеймен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |