Ӗнер ирхи 6 сехетре Патӑрьел округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче пушар тухнӑ. 70 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче душ пӳлӗмне ҫулӑм ярса илнӗ.
Пушар 7 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр кӗпе-йӗм ҫумалли машинӑна пула тухнӑ. Ҫулӑм алхасма пуҫланӑ вӑхӑтра килте хӗрарӑмӑн хӗрӗ пулнӑ. Вӑл кӳршисем пулӑшнипе пушара ҫӑлавҫӑсем киличченех сӳнтернӗ. Ҫулӑм душ пӳлӗмне, котельнӑя, кухньӑна сиенлетнӗ.
Ӗнер кӑнтӑрла Шупашкарти Алькеш поселокӗнче харпӑр ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ, ҫуртӑн шалти отделкине, гаража сиенлетнӗ.
Пушарта 1993 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн ӳчӗ самаях пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 689 пушар пулнӑ. Вӗсенче 35 ҫын вилнӗ, 37 ҫын суранланнӑ. 94 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канаш округӗнчи Вырӑскас Пикших ялӗнчи пушарта 37 ҫулти арҫын вилнӗ. Унта йывӑҫ ҫурт каҫхи 5 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерсен 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухни хальлӗхе паллӑ мар.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 686 пушар тухнӑ. Ҫав пушарсенче 34 ҫын вилнӗ, 37 ҫын суранланнӑ. Ҫулӑмран 93 ҫынна ҫӑлма май килсен.
Шупашкар ҫывӑхӗнчи Лапсарти кайӑк-кӗшӗк фабрикинче ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пушар тухнӑ. Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм усӑ курман ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑм 2 пин тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Аса илтерер: унччен асӑннӑ фабрика «Юрма» ятлӑ пулнӑ, унӑн хуҫи Владимир Ермолаевчӗ. Кайран хуҫа улшӑннӑ хыҫҫӑн «МЕГАМИКС» ятлӑ пулса тӑчӗ.
Шӑматкун Чӑваш Енре ике пушар пулнӑ. Вӗсенче икӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ирхи 8 сехетре Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнче йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашне те тӗп тунӑ. Пушарта 1956 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вилнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗрле шӑрпӑкпа асӑрханман.
Тепӗр пушар Шупашкар округӗнчи Хыркассинче пулнӑ. Шел те, унта та ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ – 80 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 663 пушар пулнӑ, вӗсенче 35 ҫын вилнӗ.
Улатӑр муниципаллӑ округӗнче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавӗ — аҫа ҫапни.
Инкеке ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 15 сехетре асӑрханӑ. Ҫалавҫӑсем пушар вырӑнне вӑхӑтра пырса ҫитсе вут-ҫулӑма ытлашши сарӑлса кайма паман, васкавлӑн сӳнтернӗ.
Эйпеҫ вӑрман хуҫалӑхӗнчи вӑрманти йывӑҫа аҫа ҫапнине пула пушар 0,035 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ, мӗнпур ӗҫе 17 сехет те 30 минутра вӗҫленӗ.
Ҫак ӗҫе Вӑрман хуралӗн 5 ӗҫченӗ тата вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан 10 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем техникӑпа, ҫав шутра, плуглӑ тракторпа, ӗҫленӗ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче пысӑк пушар пулнӑ. «Контактри» халӑх тетелӗни «Pro Мариинский Пасад» ушкӑн хыпарланӑ тӑрӑх, унта харӑсах икӗ ҫурт тата мунча ҫунса кайнӑ.
Ку пысӑк инкек Толстой урамӗнче пулнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗчеҫҫӗ.
Аса илтерер: республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класӗ вӑйра. Хӑш-пӗр вырӑнта - 5-мӗш класс. Ун пек чухне ҫынсен вӑрмана кӗме юрамасть.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Шӑмӑршӑри вӑрманта ача ҫапнине пула пушар пулнӑ.
Унта йывӑҫа аҫа ҫапнӑ, ун хыҫҫӑн вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма 25 ҫын, 2 трактор, 1 автоцистерна сӳнтернӗ. 16 сехет те 20 минутра пушара сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,19 гектар ҫинче алхаснӑ.
Аса илтерер: республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта – 5-мӗш класс. Ун пек чухне ҫынсен вӑрмана кӗме юрамасть.
Республикӑри виҫӗ муниципалитет округӗнче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне Улатӑр, Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри округӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 5-мӗш класӗ вӑйра.
Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав округӗсенче тата Шупашкар хулинче пушар тухас хӑрушлӑхӑн 4-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ.
Ҫавӑнпа асӑрханма ыйтаҫҫӗ: типӗ курӑк ҫунма, ҫынран килмен сӑлтава пула пушар тухма пултарать.
Ӗнер каҫхине Ҫӗмӗрле хулинче Октябрь урамӗнчи 10-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пушар пулнӑ. Ҫулӑм 15 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пушара сӳнтерсен 1957 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ.
Палӑртмалла: иртнӗ эрнере Чӑваш Енре 46 пушар пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын вилнӗ, тепӗр ҫын аманнӑ. Ытларах чухне пушар ҫулӑмпа асӑрханманран тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |