Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын пирус туртса янӑ та… Ҫапла пушар тухнӑ. Унта вӑл хӑй те шар курнӑ. Арҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн урисем пиҫсе кайнӑ.
Пушарнӑйсене ывӑлӗ чӗннӗ. Вӑлах ашшӗне ҫунакан ҫуртран урама илсе тухнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫман.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче паян ирхи 6 сехетре пушар пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушар 63 ҫулти арҫын кил хуҫалӑхӗнче тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухнӑ.
Паян ирхине Шупашкарти Эльмен урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра 2-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсене ҫав ҫуртрах пурӑнакан 45 ҫулти Алексей Кудашев чӗннӗ.
Арҫын хваттерте ҫынсем пулма пултарнине шута илсе алӑкран кӗме хӑтланнӑ, анчах май килмен. Урама тухсан вӑл тӗпелти чӳречерен ачасем пӑхнине курнӑ. Хваттерте вара ҫулӑм алхаснӑ. Алексей газ пӑрӑхӗ тӑрӑх хӑпарса чӳрече ҫӗмӗрнӗ те ачасене унтан кӑларнӑ. Пӗчӗкскерсем 2015 тата 2017 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта Женя Крутова урамӗнче 16-мӗш ҫуртра 3-мӗш хутра пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара кил хуҫи ним сисмесӗр ҫывӑрнӑ.
Тӗтӗм шӑршине кӳршисем сиснӗ те пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫӑлавҫӑсем килсен кил хуҫине ҫунакан хваттертен илсе тухнӑ. Ӑна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Пушар вӑхӑтӗнче ҫуртран 10 ҫынна урама кӑларнӑ. Юрать, вӗсенчен нихӑшӗ те шар курман.
Паян республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫурӗ. Хӑш-пӗр районта - вӑйлах.
Шупашкар районӗнчи Вашук ялӗнче 16 сехетре пӑр ҫунӑ. Етӗрне районӗнче те пӑр ӳкнӗ.
Аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра, 16 сехетре, Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнче ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм пӳрте йӑлтах ярса илнӗ.
Улатӑрти лесничествӑра тухнӑ пушара специалистсем 3 сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,2 гектар ҫинче алхаснӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехет те 53 минутра видиомониторинг пулӑшнипе вӑрманта пушар тухнине асӑрханӑ. Ҫулӑм вӑрман ҫулӗ хӗрринче сарӑлма пуҫланӑ. Ҫавна май пушар мӗншӗн тухнине малтанлӑха пӗлтернӗ: пирус туртнине пула.
16 сехет те 5 минутра ҫулӑма сӳнтернӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 15 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ку хыпара халӑх корреспонденчӗ вырӑнта сӑн тата видео ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ.
Ҫурт икӗ хутлӑскер пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Юрать-ха, кил хуҫисем шар курман.
Аса илтерер: Етӗрнере те икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Унта 76 ҫулти кил хуҫи вилнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрнери Орлов урамӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӗпеле, шалти отделкӑна, сӗтел-пукана сиенлетнӗ.
Шел те, ҫухатусӑр пулман. Пушарта 76 ҫулти арҫын вилнӗ.
Ҫав кунах 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пушар алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем кӳршӗ ҫурта сыхласа хӑварнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 674 пушар тухнӑ. Вӗсенче 36 ҫын вилнӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртсен 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Оппукасси ялӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра кил хуҫи, 67 ҫулти хӗрарӑм, килте пулман, аякка кайнӑ.
Кӳршисен 7 ҫулти мӑнукӗ пӳртре ҫулӑм тухнине пӗрремӗш асӑрханӑ. Вӑл кун пирки аслисене каланӑ. Вӗсем вара тӳрех пушарнӑйсене чӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара 11 минутра сӳнтернӗ. Ҫулӑм тӗпеле кӑна сиенлетсе ӗлкӗрнӗ.
Паян 19 сехет те 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта "Химпром" территорийӗнче ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ. Предприяти пресс-служби мӗн пулса иртнине ӑнлантарнӑ: юсав хыҫҫӑн технологи схемине ярсан оборудовани температури ӳссе кайнӑ-мӗн.19 сехет те 59 минутра пушара сарӑлма чарнӑ. Шар курнӑ ҫынсем ҫук. Промышленноҫ министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку теракт мар. Предприяти ахаль чухнехи пекех ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |