Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен, Канаш хулинче кӑвакарчӑнсен пӳрчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм виҫӗ хутлӑ тимӗр ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи хуҫалӑх блокне ярса илнӗ. Пушара сӳнтерсен 55 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Унсӑр пуҫне 60 кӑвакарчӑн вилли пулнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус туртнине пула тухнӑ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Етӗрнере икӗ хутлӑ ҫурт ҫунса кайнӑ. Вӑл – историпе культура еткерлӗхӗ. Унта чӑваш чӗлхине тӗпченӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑ, ачалӑхӗ унта иртнӗ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, историпе культура еткерлӗхӗн докуменчӗсем унта упранман. 2021 ҫулта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак ҫуртра музей уҫассине пӗлтернӗ. Реставраци тумашкӑн документсене хатӗрленӗ. Халӗ вара, пушара пула, ҫакна ҫӗнӗрен пӑхса тухма тивӗ. ЧР Культура министерствин тата Культура еткерлӗхне упракан патшалӑх центрӗн ӗҫченӗсем пушар мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлама вырӑна тухӗҫ.
Палӑртмалла: ҫурт 1870 ҫулта тунӑскер пулнӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче типӗ курӑк ҫуннӑ 9 тӗслӗх пулнӑ. Иртнӗ талӑкра – 2 тӗслӗх. Ҫапла пӗлтерет Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.
Тунтикун ир тӗлне республикӑра ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ 12 тӗслӗхе, курӑк ҫуннӑ 18 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 37,3 ытла гектар ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе кун пек инкексенче ҫын вилнӗ тӗслӗх пулман. Ытти ҫулсенче унашкал тӗслӗхсем, шел те, пулнӑ. Анчах ҫакна та манмалла мар: курӑк ӑшӗнче тӗрлӗ кӑпшанкӑ, чӗрчун пурӑнать. Ҫав шутра – чӗрӗпсем те.
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Энтриел ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнче сарай тӑрри ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хуралтӑ таврашӗн стенисем те сиенленнӗ.
Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» 20 минутран лӑплантарнӑ. Ҫулӑма ҫурт ҫине куҫма паман. Пушарта 10 сурӑхпа 2 сыснана ҫӑлма май килнӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 372 пушар пулнӑ. Вӗсенче 21 ҫын вилнӗ, 20-ӗн суранланнӑ. Пушарсенче 69 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 19 сехетре Шупашкарти «Солнечный» микрорайон ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма Хӗвеллӗ урамри 18-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.
Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. 19 сехет те 18 минут тӗлне ҫулӑма сӳнтернӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республикӑра икӗ вырӑнта типӗ курӑк ҫуннӑ: Шупашкар округӗнчи Шӑмӑш ялӗнче тата Элӗк округӗнчи Чартакра. Пӗтӗмпе 1,7 гектар лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫунса кайнӑ.
Ҫав кунах Муркаш округӗнчи Кармӑш ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне пушар тухнӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗсене тӗп тунӑ.
Аса илтерер: ӗнертенпе Чӑваш Енре пушарпа кӗрешмелли ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ уйсем ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть.
Паянтан республикӑра пушарпа кӗрешмелли ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Ӑна ятарлӑ йышӑну кӑларсан кӑна пӑрахӑҫлӗҫ.
Ҫак тапхӑрта вӑрманта кӑвайт чӗртме, какай ӑшалама, вӑрман ҫывӑхӗнче, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ уй-хирте ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть. Пушар тухас хӑрушлӑх 4-мӗш тата 5-мӗш шая ҫитсен ҫынсене вӑрмана кӗртме пӑрахӗҫ. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк вырӑнсенче патруль кӑларма палӑртнӑ.
Йӗркене пӑснӑшӑн ахаль ҫынсен – 20 пин таран, должноҫри ҫынсен – 60 пин таран, организацисен 800 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Стемас ялӗнче 64 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. 19 сехет те 25 минутра унӑн килӗнче пушар пуҫланнӑ.
Ҫулӑм пӳрт тӑррине, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Пушар 45 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Шел те, инекре кил хуҫи, 64 ҫулти арҫын, вилнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑнтӑрла Комсомольски тӑрӑхӗнчи Александровка ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен 58 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Инекек вырӑнне следователь килнӗ, пушар вырӑнне тӗплӗн пӑхнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм юсавсӑр электропралука пула тухнӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать.
«Крокус ситипе» юнашар ҫуртра спорт ташши енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енрен 5 мӑшӑр хутшӑнма палӑртнӑ.
Террористсем тапӑннӑ вӑхӑтра ӑмӑртура Чӑваш Енри пӗр мӑшӑр тата тренер пулнӑ. Пенӗ сасӑсем илтӗнме пуҫласанах спортсменсем спорт тумӗпех урама эвакуациленнӗ. Тӗп алӑк хупӑ пулнӑран вӗсем отель урлӑ тухнӑ. Хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмре вӗсен харпӑр япалисем юлнӑ. Телефонӗсем ҫине шӑнкӑрав каять - апла вӗсем пушарта сиенленмен.
Тепӗр 4 мӑшӑрӑн ӑмӑртӑва паян каймалла пулнӑ, вӗсем билетсем те илсе хунӑ. Раҫҫейри спорт ташшин федерацийӗ ӑмӑрту иртмессине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |