Патӑрьел районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм аслӑк ҫинчен ӳкнӗ. Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн республикӑри центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм кил-тӗрӗшри ӗҫпе аппаланнӑ май аслӑк ҫине улӑхнӑ. Унтан вӑл персе аннӑ.
Ҫав кун васкавлӑ пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланисенчен 11 проценчӗ суранланнипе сӑлтавланнӑ. Республикӑн тӗрлӗ районӗнче пурӑнакан виҫӗ ҫынна йытӑ ҫыртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ ҫулти ача тетте ҫӑтнӑ.
Шупашкарта пӗр арҫын аяк пӗрчине тӑватӑ кун каяллах хуҫнӑ. Вӑл гараж шӑтӑкне ӳкнӗ. Малтанах аптӑраман-ха. Кайран, тӑваттӑмӗш кунхине, хытах нушаланма тытӑннӑ. Вара васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ватӑ арҫын ҫурӑм ҫине иртнӗ эрнерех ӳкнӗ. Ҫурӑм шӑммин сыпӑкне хуҫнӑскер ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухтӑрсене чӗннӗ.
Шупашкарти клиника центрӗн 1-мӗштата 2-мӗш поликлиникисене карантина хупнӑ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ. Поликлиникӑсем паянтанпа, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе, ӗҫлемеҫҫӗ.
Медицина организацийӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсенчен пӗрин коронавирус тесчӗ иккӗленӳллӗ пулнӑ. Ӑна уйрӑм палатӑна вырттарнӑ. Хӗрарӑм чикӗ леш енче пулман.
Поликлиникӑсенче дезинфекци ирттереҫҫӗ. Медицина организацийӗсен ӗҫченӗсене карантина янӑ. Вӗсенне COVID-19 анализӗ илнӗ.
«Анализ кӑтартӑвӗ хальлӗхе паллӑ маи пулин те поликлиникӑна карантина хупас терӗмӗр. Ҫакна эпир инфекцие сарас мар тесе турӑмӑр», — тенӗ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов.
Маларах асӑннӑ поликлиникӑсем Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Чапаев поселокӗсенче пурӑнакансене йышӑннӑ. 1-мӗш поликлиника Социализм урамӗнче, 2-мӗш Чернышевский урамӗнче вырнаҫнӑ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш Енре 1000 койко-вырӑнлӑх пульница хута ярассине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗпе Наталья Хоровойпа тӗл пулнӑ чухне каланӑ.
Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра нумай профильлӗ клиника пульници кирлӗ. Ун ҫумӗнче юн тымарӗсен чирӗсенчен сиплекен центр тата хирурги уйрӑмӗ пулмалла.
Пульницӑри йышӑну уйрӑмне «Тухтӑр – пациент патне» принциппа йӗркелӗҫ. Урӑхла каласан, пациента илсе килсен ятарлӑ бокса вырнаҫтарӗҫ, тухтӑрсем ун патне пырса ӑна тӗрӗслӗҫ. Кунашкал пульницӑна тӑвас ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра татса пама палӑртнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче республикӑра 1286 ҫын юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула вилнӗ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 7,7 процент сахалрах.
Паян Шупашкарта Чукунҫул вокзалӗнче коронавируспа чирлеме пултарнӑ арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ. Унпа пӗрле купере виҫӗ ҫын пулнӑ, вӗсене те пульницӑна вырттарнӑ.
Ҫав арҫын чикӗ леш енчен Шупашкара Мускав урлӑ килнӗ, унӑн температура пулнӑ. Ӑна тата купере килнӗ ҫынсене икӗ васкавлӑ медпулӑшу бригади эвакуациленӗ. Вакун пассажирӗсенчен, проводниксенчен тата пуйӑс пуҫлӑхӗнчен – пӗтӗмпе 32 ҫынран – анализ илнӗ.
Чикӗ леш енчен килнӗ арҫынна Васкавлӑ медпулӑшу пульницине уйрӑм бокса вырнаҫтарнӑ, тепӗр виҫӗ пассажира – инфекци пульницине. Вакунри 16 ҫынна киле янӑ, вӗсем урама тухмӗҫ.
Чӑваш Енри тепӗр ҫынна коронавирус ернӗ. Вӑл Румыние кайсан чирлеме пултарнӑ. Ҫакӑн пирки Краснодар крайӗн администрацийӗнче паян пӗлтернӗ.
22 ҫулти ҫамрӑк — спортсмен, велосипедист. Велосипедистсем Румынире пулнӑ. Чӑваш Ен каччи Геленджик хулинчи пульницӑра сипленет. Диагноза паян, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ.
Краснодар крайӗн администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсмена пульницӑна васкавлӑн вырттарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ 14 ҫынна изоляциленӗ. Вӗсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑнине ӗнентереҫҫӗ. Асӑннӑ 14 ҫынтан 3-шне ҫивӗч респиратор вирус инфекцийӗ тесе пульницӑна хунӑ, 11-шӗ — карантинта.
Ҫак кунсенче, сӑмах май, Мускавра коронавирус лекнӗ ватӑ пӗр ҫын вилнӗ. Вӑл инфекци уйрӑмӗнче выртнӑ. Унӑн юн тымарӗ татӑлса кайнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вилӗм сӑлтавӗ вирус мар.
Ку хыпара илтсен «Мускавра ҫӳҫ касма хушсан Чӑвашра пуҫ каҫаҫҫӗ», — тени аса килчӗ. Коронавируспа минренӗ ҫынсенчен хӑшӗсем тимлесех тӑшман шыранӑн туйӑнать. Ҫак кунсенче чикӗ леш енче пулнисем ун пеккисемшӗн шӑл ҫемми пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ӳпкелеҫҫӗ, вӗсенчен шикленеҫҫӗ, вӗсене тӑшман вырӑнне хураҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче ҫак кунсенче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева сӳтсе явма тытӑннӑ. Ӗҫпе вӑл Германире пулнӑ, унтан таврӑнсан Шупашкарти ветерана саламлама кайнӑ.
Николай Станиславовича мӗншӗн килте лармасть тесе тапӑннӑ. Вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑран ҫавӑн пек хӑтланать-и тесе ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, Германирен килсен Николай Николаев анализ панӑ. Германире тата Мускавра унӑн температурине виҫнӗ. Тест вӑл чирлӗ маррине кӑтартнӑ. Халӗ Николай Станиславович больничнӑй илнӗ, килте ларать. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская та Николай Станиславович регламента пӑсманнине ҫирӗплетет.
Шупашкар районӗнчи Ишлейри участок пульницинчи уйрӑмсен заведующийӗсене штата чакарасси ҫинчен уведомленисем панӑ сӑмах ҫав тӑрӑхра хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ҫав хутра хайхисен должноҫӗсене пуш уйӑхӗн 15-мӗш хыҫҫӑн пӗтерессине систернӗ имӗш.
Ҫӗнӗ хыпара илтнисем Ишлей пульницине хупаҫҫӗ тесе пӑлханса кайнӑ. Ку ыйтупа пуш уйӑхӑн 18-мӗшӗнче Ишлейри культура ҫуртне халӑх зал тулли пуҫтарӑннӑ. 200-е яхӑн ҫын пулнӑ. Халӑха пухма районти коммунистсем те ҫине тӑнӑ.
Пухӑва Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин ертсе пынӑ. Ҫынсем ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинчен мӗншӗн никам килмен тесе кӑсӑкланнӑ. Пухӑва Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Михаил Алексеев хутшӑннӑ. Штата чакарас тенӗ йышӑнӑва пӑрахӑҫланине пӗлтернӗ вӑл. Уйрӑм заведующийӗсем унчченхиллех ӗҫлӗҫ.
Шупашкарта пӗр ҫын коронавируспа чирлине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра та, Фейсбукра та пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав ҫын чикӗ леш енчен таврӑннӑ хыҫҫӑн пульницӑна кайнӑ, сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. Вирус тупнӑскере сипленме вырттарнӑ. Вӑл хӑйне япӑх туймасть. Ют ҫӗршывра пулнӑскере Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.
Коронавирус ҫаклатнӑ ҫынпа ҫывӑх пулнисен сывлӑхне те тӗрӗсленӗ. Вӗсем чирлӗ маррине палӑртнӑ.
Паян пирӗн республикӑра коронавируса сарассине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб черетлӗ канашлӑва пухӑннӑ. Унӑн ӗҫне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хайхискер уксуспа наркӑмӑшланнӑ.
52 ҫулти хӗрарӑм уксуса ятарласа ӗҫмен-мӗн. Вӑл ӑна урӑх шӗвекпе арпаштарса янӑ. Юрать, ку инкекпе вӗҫленмен.
Хӗрарӑма васкавлӑ медпулӑшу пульницӑна илсе ҫитерсен тухтӑрсем ӑна вӑхӑтра пулӑшу панӑ. Ҫакӑ 52 ҫулти хӗрарӑмӑн пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ та ӗнтӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр шкулти темиҫе ача тата вӗрентекенсем чирлесе ӳкнӗ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ. Ирхи 9 сехет тӗлӗнче 20 ҫынна: 18 ачапа 2 вӗрентекене — пулӑшу кирлӗ пулса тухнӑ. Вӗсен амакӗ вар-хырӑм инфекцине аса илтернӗ. Маларах асӑннӑ министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем патне васкавлӑ пулӑшӑвӑн 10 бригади пырса ҫитнӗ.
Пульницӑна 14 вӗренекенпе икӗ ҫынна илсе кайнӑ. Сакӑр ача хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницинче выртать, икӗ вӗрентекенпе 6 ача — васкавлӑ медицина пульницинче. Тӑватӑ ача килте сипленет.
Ачасемпе вӗренекенсем мӗнпе чирленине палӑртассипе ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Ку ыйтупа Роспотребнадзорӑн управленийӗ те ӗҫе кӳлӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |