Шупашкарти Васкавлӑ медулӑшу пульницине ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 10 аппарат. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сиплӗҫ.
Ку – пӗр пайӗ кӑна-ха. Республикӑна пӗтӗмпе 95 аппарат кӳрсе килмелле. Вӗсене Васкавлӑ мудпулӑшу пульницине кӑна мар, ытти ҫӗре те валеҫӗҫ: Ветерансен госпитальне, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницине, Хулари 3-мӗш клиника пульницин акушер стационарне, Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне.
Сӑмах май, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус сарӑласси чакнине палӑртнӑ. Чирлисене нумаййӑн тупса палӑртни тест ытларах тунипе ҫыхӑннӑ. Халӗ чирлисенчен 10-шӗ ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать.
Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче кӑшӑлвирус ернӗ, пӳре чирӗпе аптӑракан ҫынна операци тунӑ.
Пациента вӗсен кӑткӑс тата вӑрах вӑхӑта пыракан операци тума тивнӗ. Операцие асӑннӑ учрежденире ӗҫлекен Михаил Доброхотов тухтӑр пурнӑҫланӑ. Кӑткӑс сиплев 20 сехет ытла тӑсӑлнӑ. Чирлӗ ҫынна ҫав вӑхӑтра тухтӑрсем кирлӗ пулӑшу парса тӑнӑ. Специалистсем операцие хӳтлӗх костюмӗпе, кӑшӑлвирус ересрен асӑрханмалли мӗнпур инструкцие пӑхӑнса пурнӑҫланӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче.
Халӗ пациент кӑшӑлвирус чирӗнчен малалла сипленет.
Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсене ирӗксӗр кантараҫҫӗ текен сас-хура сарӑлнӑ. Республикӑн парламенчӗн депутачӗ Константин Степанов, тӗслӗхрен, Шупашкарти Хула стоматологийӗн поликлиникин тытӑмӗнчи 100 ытла ҫынна хӑй ирӗкӗпе канма кайма хистенине пӗлтернӗ. Вӑл прокуратурӑна та ҫыру шӑрҫаланӑ-мӗн.
Надзор органӗ тӗрӗсленӗ те ӗҫ законодательствине пӑснине палӑртман. Поликлиникӑн ертӳҫисем те саккуна пӑхӑнса пурӑннине, ҫынсем хӑйсем канасшӑн пулнине, ҫавӑн пирки ыйтса ҫырнине ӗнентернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев стоматологсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хӑй тӗрӗслеме палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин ревизи службине лару-тӑрӑва тишкерсе ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтерме ыйтнӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ пульницӑна урӑх ертӳҫӗсем ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерстви паян хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, йышӑнупа сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче паллаштарнӑ.
Республикӑн сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрне тӗп тухтӑр пулса Вениамин Родионов ертсе пырӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп врачне Алексей Демакова ҫирӗплетнӗ, Республикӑн клиника онкологи диспансерӗн тӗп врачӗ пулма Игорь Долгова шаннӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Владимир Степанов министр ҫӗнӗ ертӳҫӗсене ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.
Чӑваш Енри пульницӑсене кӑшӑлвируслисене йышӑнма хатӗрлесе ҫитернӗ. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче хыпарланӑ. Асӑннӑ амакпа чирлисем валли унччен те вырӑнсем йӗркеленӗ-ха. Кайран та тӗрлӗ ҫӗрте ҫӗнӗ вырӑнсем уйӑрма тытӑнчӗҫ. Ҫӳлтен, Мускавран, регионсене ҫавӑн пек хушу килнипе те ӗҫе хӑвӑртлатма, майсене тупма тиврӗ.
Халӗ пирӗн республикӑра кӑшӑлвируслисем валли 607 койка вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ.
«Федераци центрӗ пире шӑпах ҫавӑн чухлӗ койка-вырӑн хатӗрлеме хушнӑччӗ«», — пытарман Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. «Лару-тӑру япӑхсан та пирӗн тӑрӑхра никам та пулӑшусӑр юлмӗ», — тенӗ республика ертӳҫи.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ те кӑшӑлвируспа чирлекен пациентсене йышӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унти вырӑнсем ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ хыҫҫӑн хатӗр пулӗҫ.
РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин регионсенче кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн медицина организацийӗсен малтанлӑхри списокне хатӗрленӗ. Списока Чӑваш Ен те лекнӗ.
Раҫҫей правительстви йышӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗ те кӑшӑлвируспа чирлекен пациентсене йышӑнӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, ку улшӑну ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫапла майпа Чӑваш Енре ку инфекципе чирлекен 90 ҫын валли вырӑн пулӗ.
Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн стационарне кӑшӑлвирус инфекцине пула хупнӑ. Вӑхӑтлӑха.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, стационара хупма Роспотребнадзорӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти управленийӗ хушнӑ.
Министерство хыпарлани тӑрӑх ҫакӑ палӑрать: пульницӑн стационарӗнче сипленекенсенчен пӗрин анализӗнче кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ. COVID-19 вирус лекнӗ пациента Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынпа Кӳкеҫри пульницӑн стационарӗнче хутшӑннисем хӑйсене чирлине туйманнине пӗлтернӗ. Ҫапах та вӗсенне те анализ илнине ӗнентерет ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви. Ҫав ҫынсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсене пулӑшма 458 койка пӑхса хӑварнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене 5 пульницӑра йӗркеленӗ: Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин пульницин инфекци уйрӑмӗсенче, Хулари 1-мӗш клиника пульницин 3-мӗш акушер стационарӗнче, Республикӑн вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнче, Хулари 2-мӗш ача-пӑча клиника пульницинче.
Норматива пӑхӑнса пурӗ 609 койка йӗркелемелле. Ҫитменнине Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин тӗп корпусӗнче уҫма палӑртнӑ. Пациентсене йышӑнма вӗсем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн хатӗр пулӗҫ.
Кислородпа койкӑсен 70 процентне тивӗҫтернӗ. Вӗсенчен 30 процентне — ӳпкене искусствӑлла мелпе сывлаттармалли аппаратсемпе.
Пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫын вилнӗ. 79 ҫулти хӗрарӑма Covid-19 ернине ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче палӑртнӑ. Ҫав кунах ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Хӗрарӑмӑн ытти чир-чӗр те пулнӑ. 79-ти кинемей чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем ӗнентерӗ тӑрӑх, хӗрарӑм сывлӑхӗшӗн тухтӑрсем хытах тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӗрарӑмӑн ҫемйипе тата ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ. Ҫынсене вӑл килте ларма тепӗр хутчен чӗнсе каланӑ. «Ҫывӑхри лавккана кайнипех чир лекмӗ тесе ан шухӑшлӑр. Кирлӗ япалана нимеҫӗсем киле пырсах парӗҫ. Чӗнӗр ҫеҫ», — тесе ӳкӗтленӗн каланӑ Олег Николаев. Аслӑ ӑрурисем хӑрушсӑрлӑх ушкӑнӗнче пулнине аса илтернӗ вӑл.
Паян унччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ Владимир Викторова Шупашкар районӗн пульницин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ушкӑна ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ.
Владимир Викторов 1999-204 ҫулсенче Шупашкар районӗн пульницинче ӗҫленӗ ӗнтӗ. Вӑл ун чухне стоматологи уйрӑмне ертсе пынӑ. 2004 ҫулта ӑна Хулари 2-мӗш стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Тепӗр ҫул Хулари стоматологи поликлиникине ертсе пыма тытӑннӑ. 2015 ҫулта вӑл стоматологи специальноҫӗпе диссертаци хӳтӗлесе медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ.
Владимир Викторов 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсӑн 10-мӗшӗччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |