Чӑваш Енре СМАпа чирленӗ 6 ҫулти хӗрача вилнӗ. Ӑна малтан пурнӑҫне тытса тӑракан «Спинраза» укол тунӑ. Анчах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче тухтӑрсен консилиумӗ ӑна пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Ачан уколсем хыҫҫӑн сывлӑхӗ лайӑхланни курӑнман, пачах тепӗр май - япӑхланнӑ-мӗн.
Амӑшӗ вара урӑхла шутлать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрӗн лайӑх енне улшӑнусем пулнӑ. Укол тӑвиччен вӑл ӳкереймен, кайран ҫакна тӑвайнӑ-мӗн. Ача хӑй тӗллӗн «тула» кайма та пуҫланӑ, енчен енне ҫаврӑнма тытӑннӑ.
Тепӗр 5 ачана та «Спинраза» укол тӑвассине пӑрахӑҫланӑ. Кун хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна кайнӑ, тӑваттӑшӗн тӗлӗшпе йӗркене пӑснӑ тӗслӗх тупман.
Тухтӑрсем ҫак укол вырӑнне «Рисдиплам» укол тума сӗнеҫҫӗ. Анчах вӑл каҫал ҫулла кӑна тухмалла. Сӑмах май, «Спинраза» укола пӗр хутчен тума 8 млн тенкӗ кирлӗ. Пӗрремӗш ҫулта ӑна 6 хутчен тӑваҫҫӗ, кайран ҫулталӑкне – 3 хутчен.
Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк фабрики шалупа парӑма кӗнӗ. Ҫавна вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ май тупса палӑртнӑ. 35 ҫын умӗнче предприяти 390 пин тенкӗ парӑм пухнӑ.
Предприятин гендиректорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Надзор органӗ унпах ҫырлахман-ха — парӑма шыраса илес тесе суда ҫитнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен те кайӑк-кӗшӗк фабрикинче шалу парӑмӗ пулнӑ. Ун чухне 2020 ҫулхи утӑ уйӑхнчен пуҫласа раштав таран тӳлемен. Уншӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне 41 ҫынна икӗ уйӑх таран шалу тӳлемен. Парӑма тӳлесе татнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫе хупса хунӑ.
Маларах Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ предприятие панкрута кӑларас тесе суда тухнӑ. Предприятин налукҫасен умӗнчи парӑмӗ 3,8 миллион тенкӗрен иртнӗ. Анчах Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкрута кӑларас ӗҫе чарса лартнӑ.
«Химпромри» пӗр цех мастерӗ суд сакки ҫине ларӗ. Унта ӗҫлекен пӗр ҫын куҫне амантнӑ, суккӑрланнӑ. Ҫакӑншӑн мастера явап тыттарасшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 58 ҫулти смена мастерӗ тӑвар йӳҫекӗ кӑларакан цехра пулнӑ, ӗҫченне противогаз тӑхӑнмасӑр, наряд тумасӑр газпа ӗҫлеме ирӗк панӑ. Насус улӑштарнӑ чухне тӑвар йӳҫекӗ тухнӑ, 55 ҫулти арҫыннӑн куҫӗсем пиҫсе кайнӑ. Пӗр куҫӗ халӗ те курмасть-ха.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, «Химпром» кун пирки тивӗҫлӗ органсене пӗлтермен, вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Предприяти тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Мастер тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухӗ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Амӑшӗн капиталӗпе усӑ курса укҫа-тенке алла илесшӗн пулнӑ. Анчах унӑн хура ӗҫне чарса лартнӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫурт туянатӑп тесе суту-илӳ килӗшӗвне тунӑ. Ҫурт вара пурӑнма та юрӑхсӑр пулнӑ. Ӑна сутакан ҫынпа вӗсем калаҫа татӑлнӑ. Пӳрте сутнӑ пекки туса Амӑшӗн капиталӗн укҫине алла илме тӗллевленнӗ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тутарстан прокуратури суда тавӑҫпа тухнӑ — вӗсем Тутарсен обществӑлла центрне (ВТОЦ) экстремизм енӗпе айӑпласшӑн. Прокуратура ӗҫченӗсен шухӑшӗпе ку пӗрлӗх саккунсене пӑхӑнмасть тата экстремизм енчен хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ҫак сӑлтавсене пула Тутарсен обществӑлла центрӗн ӗҫӗ имӗш Раҫҫей Федерацийӗн конституци йӗркин никӗсне пӑсма пултарать.
Экстремизмла ӗҫлени шутне, сӑмахран, хутсене тутар чӗлхипе ҫеҫ туса пынине кӗртнӗ. «Тутарстан конституцийӗнче икӗ патшалӑх чӗлхи — тутар тата вырӑс — пирки ҫырнӑ пулин те, вӗсем иккӗшӗ те пӗртан пулни ҫинчен асӑннӑ пулин те, вӗсем (прокуратура) ҫакна темшӗн экстремизм тесе шутлаҫҫӗ», — пӗлтернӗ пӗрлӗх ертӳҫи Фарит Закиев.
Тутар чӗлхи шӑпине сӳтсе явнӑ мероприятине те прокуратура ӗҫченӗсем экстремизм шайне кӗртнӗ.
Асаилтеретпӗр, унччен маларах кӳршӗри тепӗр сӑвнашкал перлӗхе экстремизмлисен йышне кӗртнӗччӗ — Пушкӑрстанри «Башкорт»-а.
Юлашки вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫынсем темӗн шӑрши кӗни пирки калаҫаҫҫӗ. Паян Роспотребнадзор сывлӑшри хлор чӑннипех те темиҫе хут ытларах пулнине тупса палӑртнӑ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, хлор виҫӗ адреспа нормӑран пысӑкрах пулнӑ: Винокуров урамӗнчи 35-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче, Совет урамӗнчи 1-мӗш ҫурт патӗнче тата Хӗвеллӗ урамри 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче. Унта сывлӑшри хлор 1,3-2 хут ытларах-мӗн.
Палӑртмалла: ӗнер Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ тест туса сывлӑш йӗркеллех пулнине палӑртнӑ. Прокуратура вара тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттерме ҫине тӑнӑ.
Шупашкарта ҫыснем санитари нормисене мӗнле пӑхӑннинине малалла тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе, паллах, кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе пурнӑҫлаҫҫӗ. 21 мобильлӗ ушкӑн халӑх нумай пухӑнакан вырӑнсене ҫитеҫҫӗ, общество транспорчӗсене кӗреҫҫӗ. Палӑртмалла: мобильлӗ ушкӑна хула администрацийӗн специалисчӗсем, прокуратура тата Роспотребнадзор ӗҫченӗсем кӗреҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче 62 суту-илӳ объектне тӗрӗсленӗ. Ҫынсем общество транспортӗнче маскӑсӑрах ҫӳренӗ тӗслӗхсем те пулнӑ. 22 ҫын маска режимне пӑснӑ, вӗсен тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Сӑмах май, кунашкал йӗркене пӑснӑшӑн ҫынсем – 1-30 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсем – 10-50 пин тенкӗ, усламҫӑсем 30-50 пин тенкӗ, организацисем 100-300 пин тенкӗ штраф тӳлеме пултараҫҫӗ.
Раштав уйӑхн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет тӗлӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрут автобусӗпе «КамАЗ» автомобиль ҫапӑннӑ. Инкек Промышленность урамӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, груз турттармалли машина автобуса ҫул паман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маррутка водителӗ тата автобусри виҫӗ пассажир аманнӑ. Вӗсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин прокуратури хушнипе яваплисем тӗрӗслев ирттерӗҫ. Вӗсен светофор мӗншӗн ӗҫлеменни таранах палӑртмалла.
Етӗрне районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ 18 пин тенкӗ укҫашӑн ята кӗнӗ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑлтӑк муниципалитет контракчӗпе ӗҫ пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ май сиксе тухнӑ.
Ӗҫе пурнӑҫлани ҫинчен калакан хута ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ алӑ пусса панӑ. Унта футбол вылямалли лаптӑка хатӗрленӗ май мӗн-мӗн туса ирттернине кӑтартнӑ. Воллейбол вылямалли сетка вырнаҫтарнине, саксем лартнине тата ыттине кӑтартнӑ. Ҫавна май подряд организацине 18 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах ҫав ӗҫе никам та пурнӑҫламан.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви тата Хӗрлӗ Чутай районӗн прокуратури рейд ирттернӗ. Ведомство специалисчӗсем Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта тӗрӗслев ирттернӗ.
Ку шкулта тӗрӗслев унччен те пулнӑ-ха. Ун чухне апатлану рационӗ Роспотребнадзор ҫирӗплетнӗ менюпа килӗшсе тӑман. Ку кӑна мар, порцисен йывӑрӑшӗ е пӗчӗкрех пулнӑ, ҫимӗҫсем ҫинче тивӗҫлӗ маркировка лартман. Ун чухне шкул ертӳлӗхне, общество апатланӑвӗн предприятине штрафланӑ.
Шкулта татах тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсене йӑлтах пӗтерменни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр ҫинче маркировка пулман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |