Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗмӗрле районӗнчи Чӑваш Улхашӗ ялӗнче пурӑнакансем темӗн шаплатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. «Эпир ҫывраттӑмӑр. Вӑйлӑ шаплатнипе вӑранса кайрӑмӑр. Сирпӗтӳ пекех, чӳрече ҫӗмӗрӗлчӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ кинемей. Вӑл ун чухне 6 ҫулти мӑнукӗпе пӳлӗмре ҫывӑрнӑ.
Ялта пурӑнакансем икӗ хутчен пенине илтнӗ. Никам та суранланман. Пӗр ҫуртра чӳрече ҫӗмӗрӗлнӗ. Кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Каҫхи шӑплӑха татнӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӑл – кӳршӗ ялта пурӑнакан 38 ҫулти арҫын. Полицейскисем пынӑ чухне вӑл ҫывӑрнӑ. Пӑшалне унӑн килӗнчех тупнӑ.
Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав ҫӗрле вӑл пӗлӗшӗпе тавлашса кайнӑ. Палӑртмалла: арҫын тӗрмерен 2 ҫул каялла тухнӑ. Халӗ полицейскисем сунар пӑшалӗ ӑҫтан тупнӑннине палӑртаҫҫӗ, унччен унашкалли учетра пулман.
41 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашсан романтика ӑшне путнӑ. Ҫапла, юрату авӑрне лексен пуҫа ҫухатма та пулать.
41 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ уйӑх каялла вӑл халӑх тетелӗнче Томскра пурӑнакан тесе каланӑ арҫынпа паллашнӑ. Ку таранччен вӗсем ҫырӑннӑ, сӑнӳкерчӗксем пӗр-пӗрне ярса панӑ.
Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн автосалон пур иккен. Кӑштахран усламра пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ иккен – укҫа кирлӗ. Вӑл 41 ҫулти хӗрарӑмран кивҫен ыйтнӑ. Лешӗ кредит картти илсех савнине пулӑшнӑ. Арҫын укҫана авӑнӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкара килсен, тавӑрса пама шантарнӑ.
Анчах хӗрарӑм укҫа куҫарса парсанах савни ҫухалнӑ, тек ҫыхӑнӑва тухман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10 сехетре Шупашкарти Николаев урамӗнче инкек пулнӑ. Строительство ӗҫӗсем пынӑ чухне ҫамрӑк арҫын, 30 ҫултискер, сарӑмсӑр вилнӗ.
Андриян Николаев урамӗнче пӗр ҫуртӑн фасадне ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫак арҫын леса ҫинче ӗҫленӗ. Хайхискер асӑрханман – аялалла ӳкнӗ.
Вырӑна васкавлӑ мудпулӑшу, полици ҫитнӗ. Анчах ҫамрӑк арҫыннӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ – вӑл сывлама пӑрахнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
«Халӑх участковӑйӗ» конкурс пуҫланнӑ. Вӑл яланхи пекех виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Кашнинчех онлайн-сасӑлав пулӗ.
Пӗрремӗш тапхӑрта чи лайӑх участковӑйсене шалти ӗҫсен органӗсен территори сайтӗнче палӑртӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑрта, юпан 7-26-мӗшӗсенче, регион шайӗнчи ҫӗнтерӳҫе суйлӗҫ. Виҫҫӗмӗш тапхӑр чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей шайӗнчи тапхӑра кашни регионтан пӗрер участковӑй хутшӑнӗ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр республика чысне Шупашкарти 1-мӗш полици пайӗн майорӗ Леонид Сазонов хӳтӗленӗ. Тӗп хулари 4-мӗш полици уйрӑмӗн участковӑй Эдуард Мышов темиҫе балл ҫеҫ пухса ҫитереймен. Вӑл кӑҫал та конкурса хутшӑнӗ. Сӑмах май, вӑл 2017 ҫулта 15 кушака выҫӑ вилесрен ҫӑлнӑ. Лешсем темле майпа мусоропроводӑн ҫӑрапа питӗрнӗ шахтине лекнӗ.
Пӗррехинче телевизор пӑхнӗ чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑм экстрасенс пулӑшу пани пирки пӗлтерӳ курнӑ. Хайхискер савни тупма шантарать-мӗн. Хӗрарӑм унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ.
Хайхи экстрасенс телефонпа калаҫнӑ чухнех сеанссем ирттернӗ. Анчах ку укҫаллӑ пулнӑ иккен. Хӗрарӑм ӑна укҫа куҫарса панӑ. Сахал мар: 60 пин тенкӗ.
Анчах 69 ҫулти кинемейӗн савни тупӑнман. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултав серепине ӑнланнӑ, полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫӑсен аллине лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта паян инкек пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ.
Вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ку пӑтӑрмах 12 сехет те 50 минутра пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын 35-40 ҫулсенчи пек курӑнать. Вӑл рабочи тумӗпе пулнӑ. Ахӑртнех, хваттерте юсав ӗҫӗсем тунӑ.
Шел те, арҫын тӳрех вилнӗ. Сӑмах май, паян кӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта 2 ҫулти арҫын ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, ача сывах, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан 14 ҫулти Анна Макаренкӑна шырани пирки хыпар вырнаҫтарнӑ. Хӗрача ҫурлан 27-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Паллах, ашшӗ-амӑшӗ кулянса ӳкнӗ, ӑна пӗр тӑхтамасӑр шырама пуҫланӑ. Юрать-ха, хӗрачана виҫӗ кунран шыраса тупнӑ. Вӑл Шупашкарта пулнӑ иккен.
Хӗрача патне амӑшӗ тата тӑван мар ашшӗ Шупашкарти полицин ҫул ҫитменнисен пӳлӗмне килнӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана вӑрҫман. Аня Чӗмпӗрти вокзалта билет туяннине камера ӳкерме илнӗ. Вӑл унта каччӑпа пулнӑ.
Хӗрачана шыраса тупма телефон та пулӑшнӑ. Вӑл амӑшӗн телефонне илсе ҫула тухнӑ, симка лартнӑ. Телефонӑн курупки ҫинчи кодпа вӑл ӑҫтине тӳрех шыраса тупнӑ.
Чӑваш Енри усламҫа ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Хайхискер тимӗр бетон плитасем илме шутланӑ. Анчах ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Улатӑр хулинче пурӑнакан арҫын ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнчи сайт урлӑ 13 тимӗр бетон плита саккас панӑ. Ҫав кун 11 сехетре вӑл 65 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах усламҫӑ, фирма ертӳҫи, тавара кӗтсе илеймен.
Кӑштахран плитасем сутнине кӑтартакан пӗлтерӳ те ҫухалнӑ, сайт хупӑннӑ. Ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан усламҫӑ полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче полицие Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. Хайхискере ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ-мӗн.
Темиҫе кун каялла ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑрлавланӑ та хӑйсемпе йӗрке хуралӗн органӗсен ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Арҫын хӗрарӑм унччен БАДсем туяннипе туянманни пирки интересленнӗ. Хӗрарӑм чӑнах та туяннӑ иккен, анчах усси пулман имӗш.
Лешсем куншӑн компенсаци тӳлеме шантарнӑ. Анчах малтан комиссишӗн укҫа памалла-мӗн, кайран ӑна та тавӑрса парӗҫ. Хайхи ултавҫӑсем тӗрлӗ сӑлтав тупса хӗрарӑмран 250 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ.
Шупашкарта чукун ҫул ҫинче алхасакан виҫӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Хайхискерсем «чун киленӗҫӗ» тупнӑ: ҫывхаракан пайӑс умӗнче рельс ҫине тӗрлӗ япала хунӑ, ӑна пуйӑс мӗнле таптаса кайнине сӑнанӑ.
Чукун ҫул ҫинче алхаснӑ ачасем 11-те, 13-ре тата 14 ҫулта. Вӗсем Мир проспекчӗпе Хула ҫум урамӗнче вырнаҫнӑ автомобиль тоннелӗ тӑрринче вылянӑ. Ачасем 16 ҫул тултарманнине кура вӗсен ашшӗ-амӑшне явап тыттарнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫамрӑксем вӗренекен шкула тата пурӑнакан вырӑнти полицие пӗлтернӗ – вӗсем ачасемпе профилактика ӗҫӗсем ирттерӗҫ.
Асӑрханӑр: чукун ҫул – вылямалли вырӑн мар. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна 80 ытла ҫамрӑка рельс тӑрӑх утнӑшӑн тытса чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |