Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттере ҫӑлавҫӑсем балкон урлӑ кӗнӗ. Вӗсене кӳршисем чӗнсе илнӗ. Ара, хваттерте йытӑсем уланӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку паян Мичман Павлов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Йытӑсем уланӑран кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, хуҫисем чӗрчунсене пӗччен хӑварнӑ.
«Йытӑсем ӗнертенпе вӗреҫҫӗ, улаҫҫӗ. Ирхине ҫӑлавҫӑсем тата полици килчӗҫ. Ҫӑлавҫӑсем хваттере балкон урлӑ кӗрсе икӗ йытта апат ҫитернӗ. Хваттерте кушаксем те пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Полицейскисем килсен кил хуҫи хӗрарӑмӗ те ҫитнӗ. Чӗрчунсем хваттерте мӗн чухлӗ выҫӑ ларни паллӑ мар.
Йывӑр тиевлӗ машина водителӗ ҫул ҫинче тискер чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ та хӑй вырӑнтан тарнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 14 сехетре Куславкка районӗнче М-7 ҫул ҫинче хир качакине сапса хӑварнӑ. Ҫакна Тверь облаҫӗнчи арҫын туни паллӑ. Вӑл йывӑр тиевлӗ машинӑпа Мускав еннелле кайнӑ. Хир качаки ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
Чӗрчуна ҫапса хӑварна хыҫҫӑн машинӑн патшалӑх номерӗ хӑйпӑнса ӳкнӗ. Водитель вара чарӑнса тӑман, малалла вӗҫтернӗ. Ӑна Хыркасси поселокӗнче тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Водителӗн чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн полицие пӗлтермелле пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Смелова Александра Дмитриевна – икӗ ача амӑшӗ. Хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18-21 сехетсенче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ун пирки хыпар ҫук. Ӑна вара килте 1,5 ҫулти хӗрӗ тата 17-ри ывӑлӗ кӗтеҫҫӗ. Упӑшки арӑмӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Александра ниҫта та ӗҫлемест, унччен вӑл кун пек ҫухалман. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫутӑ, кӗске, куҫӗ хӑмӑр. Икӗ ача амӑшӗ пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк полицие шӑнкӑравлӑр.
Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ тет. Укҫа выляса илнӗ тенине, шел те, хӑшӗ-пӗри ӗненет. Кусем ултавҫӑсем пулнине кайран ҫес тавҫӑраҫҫӗ вара.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн телефонӗ ҫине ыйтӑм тухма сӗнекен СМС-ҫыру килнӗ. Хайхискер ссылкӑпа кайса халӑх тетелӗнчи страницӑна лекнӗ. Унта вара – анкета.
Хӗрарӑм мӗнпур ыйтӑва хуравласан ӑна парне – 130 пин тенкӗ ытла – парассине пӗлтернӗ. Анчах ӑна иличчен комиссишӗн тӳлемелле-мӗн. Хайхи хӗрарӑм 14 хутчен укҫа куҫарнӑ, укҫа куҫарма ыйтса ҫырнӑ ҫырусем вара ҫаплипех пӗтмен.
Кун хыҫҫӑн тин, 1 сехетрен, хӗрарӑм тӑна кӗнӗ, аферистсене укҫа куҫарса панине ӑнланнӑ.
Супермаркетсенче япала вӑрланӑ арҫынна полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
31 ҫулти арҫын Раҫҫейри хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ, лавккасене кӗрсе апат-ҫимӗҫ вӑрланӑ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти лавккасенчен япала вӑрлани пирки полицие хыпар ҫитнӗ. Хайхи арҫын 9 лавккаран йӑкӑртма ӗлкӗрнӗ. Тытса чарнӑ чухне унӑн машининче 300 банка кофе, 100 флакон шампунь тупнӑ.
Арҫын хӑйӗн тӑван хулинче кунашкал хура ӗҫпе аппаланнӑ, куншӑн ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хальхинче вара ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Канашра пурӑнакан хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ кунне уявланӑ, 36 ҫул тултарнӑ. Ҫав кун халӑх тетелӗнче ун патне банк ятӗнчен салам ҫитнӗ. Ҫырура парне тума шантарнӑ – 1 пин тенкӗ. Хӗрарӑмӑн анкета ҫеҫ ҫырмалла, банк карттин реквизичӗсене кӑтартмалла.
Кӑштахран телефон ҫине код килнӗ, ӑна та анкетӑна ҫырмалла пулнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн картти ҫинчи мӗнпур укҫа ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе – 1,5 пин тенкӗ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал 9 уйӑхра ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансенчен 67,2 миллион тенкӗ суя мелпе сӑптӑрнӑ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи 17-мӗш колони-поселенирен преступник тарнӑ. Вӑл – Канашра ҫуралса ӳснӗ 49 ҫулти Сергей Колоколов. «Преступлени» тӗнчине ӑна «Колокольчик» хушма ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӑшал хатӗрленӗшӗн, ӑна упранӑшӑн лекнӗ.
Колокольчика Канашсем лайӑх пӗлеҫҫӗ-мӗн. 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑл хулана хӑратса тӑнӑ, пӑшалтан пӗр шутламасӑрах пенӗ.
Полицейскисем, ОМОН таркӑна кунӗ-ҫӗрӗн шыраҫҫӗ. Сергей Колоколов хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать, ӑна курсанах полицие шӑнкӑравламалла. Палӑртмалла: вӑл унччен судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ.
Сергей Колоколов 180 сантиметр ҫӳллӗш, «р» саспаллие калаймасть. Тарнӑ чухне хура калпак, тӗттӗм сӑран куртка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын вӑрттӑн камерӑпа усӑ курса хӗрарӑмсен юбки айне пӑхнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын обществӑна сиен кӳнине саплаштарас тесе ача-пӑча фондне укҫан пулӑшнӑ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче 55-ри арҫын видеокамерӑран, сумкӑран тата пенопласт татӑкӗнчен визуаллӑ информаци паракан хатӗр ӑсталанӑ. Кунашкаллисемпе Раҫҫейре усӑ курма юрамасть.
Хайхискер ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнта хӗрсен кӗпи айӗнчи кӗлетке пайӗсене вӑрттӑн сӑнаса ҫӳренӗ. Иртен-ҫӳрен ҫакна асӑрхасан полици чӗннӗ.
Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Ача-пӑча фондне пулӑшнине, унччен судпа айапланманнине шута илсе суд ӗҫе чарса лартнӑ, суд штрафӗ, 15 пин тенкӗ, тӳлеттернӗ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм кредит илме тӑнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл полици уйрӑмне килсе ку мӗнле пулса иртни пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче кредит илмешкӗн заявка хӑварнӑ. Лешсем лайӑх условисем пуласса шантарнӑ. Вӑл 1 миллион тенкӗ илме палӑртнӑ.
Кӗҫех ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе финанс организацийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, условисем пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑма йӑлтах тивӗҫтернӗ.
Договорпа килӗшӳллӗн, унӑн страховкӑшӑн тата поцентсен пӗр пайне тӳлемешкӗн укҫа куҫармалла пулнӑ. Хӗрарӑм укҫана банк терминалӗсем урлӑ пайӑн-пайӑн куҫарнӑ. Хайхискер 180 пин тенкӗ куҫарсан тин тӑна кӗнӗ. Лешсем ҫапах хӑпман – шӑнкӑравласах тӑнӑ. Хӗрарӑм вара шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнлансан полицие кайнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре икӗ каччӑ лавкка ҫаратнӑ. Вӗсене полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ку пӑтӑрмах Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле 18 ҫулти тата 20-ри каччӑсем лавккан чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискерсем кассӑран 20 пин тенкӗ илнӗ, 5 кӗленче эрех, коняьк, пирус хӗстерсе тухнӑ.
Ирхине сутуҫӑ ӗҫе килнӗ те чӳрече ҫӗмрӗккине, эрех, укҫа ҫухалнине курнӑ. Вӑл тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Каччӑсене тытса чарнӑ, вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |