Маларах эпир сире А. Аблякимова Президент Администрацийӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗнчен пушатни пирки пӗлтерсеччӗ. Чӑваш Ен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх ку вырӑна малашне Анатолий Шарапов адвокат йышӑнӗ. Анатолий Шарапов хальччен адвокатсен Мускав коллегине ертсе пынӑччӗ, вӑлах Н. Фёдоров фондне йӗркелекенӗ тата ертӳҫи шутланать.
Регнум агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Шарапов Анатолий Александрович 1951 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче Волгоград облаҫӗнчи Черебаево ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Сарӑту юридици институтне пӗтернӗ. Юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Авланнӑ, ывӑлпа хӗр пур.
Паянхи Чӑваш Ен правительствин ларӑвӗ Энвер Аблякимов Чӑваш Ен президенчӗн Администраци пуҫлӑхӗн вырӑнне пушатни ҫинчен пӗлтернипе пуҫланчӗ. Пӗрремӗш министр вырӑнне йышӑнакан Сергей Гапликов Энвер Аблякимов ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнне куҫни ҫинчен пӗлтерсе ӑна чечек ҫыххи тыттарчӗ. Э. Аблякимов ӗҫтешсене пӗрле ӗҫленишӗн тав туса пӳлӗмрен тухрӗ.
Аса илтеретпӗр, Энвер Аблякимов ку вырӑна 2005 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑнса. Унччен 1994-2001 ҫулсем хушшинче вӑл Чӑваш Ен правительствине ертсе пынӑччӗ.
РАШ |
03 |
Ӗнер, раштавӑн 2-мӗшӗнче, пурте пӗлетпӗр, ӗнтӗ, суйлав иртрӗ.
Малтанлӑхи пӗтӗмленӳ (98% тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн) тӑрӑх Чӑваш Ен ҫапла суйланӑ: ытларах пайӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейшӗн» сасӑланӑ (62,28%), РФКП-шӑн — 12,64%, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫейшӗн» — 10,32%, РЛДП-шӑн — 8,47%. Ытти партисемшӗн 2% каярах сасӑланӑ. Сасӑлама пурӗ халӑхӑн 70,6% пынӑ. Тӗп суйлав комиссийӗ ку малтанхинчен ытларах пулнине ҫирӗплетнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейӗпе пӑхсан вара ҫапла сасӑланӑ:
* «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — 64,1%;
* РФКП — 11,6%;
* РЛДП — 8,2%;
* «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» — 7,8%;
Суйлава пурӗ сйлама пултаракан 63% халӑх хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина республика умӗнчи «тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Михаил Игнатьев Элтепер орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. 58-мӗш номерлӗ паянхи хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер, полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пирӗн республикӑна куҫиччен Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫӗрте шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Ҫакна та аса илтерер: Чӑваш Енӗн ШӖМӗн унчченхи министрне Сергей Семенова та Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чысланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |